Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам /1936-1994 çулсенче - Чкаловски/ Раççейри тутар ялĕсенчен халăх йышĕпе иккĕмĕш вырăнта /пĕрремĕшĕ - Пенза облаçĕнче/ тăрать. Кунта 1478 килте пилĕк пин ытла çын пурăнать.
Революци умĕнхи тата ун хыççăнхи тапхăрта вулăс центрĕ шутланнă, 1929-1939 çулсенче тутар наци районĕн тĕп ялĕ пулнă. Самана сулăнчăкĕсене пăхмасăр çуллен сарăлса та хитреленсе пырать. Ача çуратасси ÿснĕрен икĕ çул каялла тепĕр вăтам шкул туса хута ячĕç. Кăçал кунтах иккĕмĕш ача сачĕ çĕкленмелле. Çурт-йĕрĕ капăр, çыннисем пуян...
Шăнкăртамра пилĕк мечĕт. Пĕлтĕр соборлă виçĕ хутлă кĕлĕ çурчĕ хута кайрĕ. Кунтах Чăваш Енри мăсăльмансен Тĕн управленийĕ вырнаçнă. Ял-йыш ака ĕçĕсем хыççăн ирттерекен аслă уява хăна-вĕрле пухма хăнăхнă ĕнтĕ: 2004 çулта республикăри тутарсем кунта хăйсен пĕрремĕш Сабантуйне пухăннăччĕ. Хальхинче вара Шăнкăртам тата та аслăланчĕ - Пĕтĕм Раççейри 2-мĕш ял Сабантуй центрĕ пулса тăчĕ. Ăна иртнĕ вырсарни кун Çĕрпÿ-Сызрань аслă çул хĕрринчи Шăнкăртам вăрманĕнче, халăх «Хĕвеллĕ» ят панă аслă уçланкăра, ирттерчĕç. Унта Раççейри вăтăра яхăн регионтан, чикĕ леш енчи виçĕ çĕр-шывран /Англирен, Сирирен, Турцирен/ 700 ытла хăна пухăнчĕ. Аслă пыллăхпа ун таврашĕнче çав кун вăтăр пине яхăн çын пулса курчĕ.
Сабантуя хутшăнакансене Раççей культура министрĕ Александр Авдеев саламланă. Унăн сăмахĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «100 ытла халăх килĕштерсе пурăнакан Чăваш Ен кăçал çак уява йышăнать. Тутарсен çакăн пек каларăш пур: хăйĕн тымарне пĕлмен çын пуласлăха курмасть. Сабантуй хăйĕн майданне çулран-çул анлăлатса пырать. Кăçал вăл Раççейри 150 ытла вырăнта тата 12 çĕр-шывра иртĕ.
Ăрусен çыхăнулăхне тĕпе хурса, йăла-йĕркене хисепленине палăртса тата çав вăхăтрах паянхи кун шайĕпе пĕр тан утса вăл хăйсен историйĕпе культура еткерлĕхне никĕсе хунă халăхсем малалла çирĕп утнине палăртать...»
Уява Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, Правительство членĕсем, Тутарстан Патшалăх Канашĕн спикерĕ Фарид Мухаметшин ертсе пыракан пысăк делегаци, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Николай Овсиенко, Раççейри мăсăльмансен Тĕн управленийĕн пуçлăхĕ Талгат Сафа Таджуддин, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн Председателĕ Альбир-хазрат Крганов, РФ Патшалăх Думин хăш-пĕр депутачĕ, пысăк шайри официаллă ытти хăна хутшăнчĕç.
Праçник уçланкăри тĕп сцена умĕнче «Аслă халăхсен тымарĕсем» театрализациленĕ прологран пуçланчĕ. Вăл авалхи Пăлхар тата Сăвар хулисем епле пуçланса кайнине сăнласа парать. Ăна Чăваш тата Тутар республикисенчи патшалăх юрăпа ташă ансамблĕсем пысăк ăсталăхпа кăтартса пачĕç. Хореографи коллективĕсем вара «Шурале» балетпа савăнтарчĕç. Уяв йĕркелÿçисем кăçал тутар халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Габдулла Тукай поэт çуралнăранпа 125 çул çитнине те палăртмасăр хăварма манман, ăна Тутар патшалăх театрĕн артисчĕ Ильдус Ахметзянов ăнăçлăн сăнарларĕ.
Хăйĕн салам сăмахĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Сабантуя Чăваш Енре ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Кунта пурăнакан тутарсем йышĕпе - виççĕмĕш. Тутар Республикинче вара чăвашсем - виççĕмĕш. Пĕр кăкран тухнă икĕ халăх ĕмĕртен килĕштерсе, туслă пурăнать. Чăн халăх йăли-йĕркине сыхласа хăваракан Сабантуй - нацисен хушшинчи килĕшĕве тата социаллă тăнăçлăха упракан, çирĕплетекен пысăк мероприяти. Чăваш элтеперĕ халăхсен хушшинчи туслăха аталантарас тĕлĕшпе пысăк вăй хуракан хастарсене Хисеп хучĕпе тата Тав çырăвĕпе чысланă хыççăн Аслă Каçал тăрăхĕнчи Урмаелĕнчи культура çуртне музыка аппаратурипе компьютер хатĕрĕ парнелерĕ.
Тутарстан Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин Чăваш Ен Президентне Сабантуй ирттерме пулăшнăшăн тав тунипе пĕрлех Шăнкăртам ял тăрăхĕн администрацине ют çĕр-шывра кăларнă микроавтобус уççине пачĕ.
Ĕçпе юрă уявĕ епле-ха спорт ăмăртăвĕсемсĕр ирттĕр? Курма килнĕ халăх ипподромра вун-вун лаша ăмăртнине пăхса савăнчĕ. Наци меслечĕпе кĕрешме çĕр ытла спортсмен хутшăнчĕ. Сабантуй паттăрне чăннипех те пысăк парне - «Фиат» çăмăл автомашина - тивĕçрĕ. Унăн хуçи - Хусанта пурăнакан Радик Файзулин. Петр Макаров Патăрьел районĕнчи Николай Пыркинăн «Леваш-Холст» урхамахĕпе лашасен ăмăртăвĕн тĕп парнине - тĕвене - тивĕçрĕ. Пĕрремĕш парнене - ăратлă тихана - Шăнкăртамри Марат Карамана пачĕç.
Аслă уçланкăра каç пуличченех тутарпа чăваш кĕвви-юрри шăранчĕ, суту-илÿ ярмăркки ĕçлерĕ.
Николай Ларионов.