Наци библиотекинче çĕртме уйӑхĕн 15-мĕшĕнче Республика кунĕн культура программине халалланӑ пресс-конференцие ЧР культура министрĕ Роза Лизакова , республика Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Виктор Бондарев, Шупашкар хула администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Салаева, Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова, ыттисем хутшӑнчӗҫ.
Вӗсĕм пӗлтернине итленӗ май куҫ умне уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем тухагтуха тӑчӗҫ, ытти ҫул ҫав кун иртнӗ фестивальсем, концертсемпе конкурссем «чӗрӗлчӗҫ».
Кӑҫалхи программа малтанхисенчен хӑш енӗпе уйрӑларах тӑрать-ха? Ҫӗнӗлӗхсем пур-и?
Ҫакна палӑртмалла: Республика кунне уявланӑ тапхӑрта Чӑваш Енре Раҫҫей шайӗнчи виҫӗ тӗп мероприяти иртмелле. Пӗрремӗшӗ -халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивалӗ. Кӑҫалхипе 19-мӗш хут. Ҫак тапхӑрта пĕр пекленсе. «мӑклансаларма» та май пур темелле.Йӗркелӳҫӗсем, уяв режиссерӗсем /кӑҫал Наталья Фошина хатӗрлет/ чӗрӗлӗхсемпе, ҫӗнӗлӗхсемпе савӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхин хӑй евӗрлӗхне вӑхӑт ҫитмесӗр пӗлтерес темерӗҫ, куракансемшӗн вӑрттӑнлӑхри кӗтменлӗх пултӑр терӗҫ.
«Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивале кӑҫал ҫӗр-шывӑн 27 регионӗнчи 32 коллектив, ҫавӑн пекех Беларуҫпа Иранри ансамбльсем хутшӑнӗҫ. Иранри туссем курав та илсе килӗҫ. Унпа Наци музейӗн курав центрӗнче паллашма май пулӗ.
Фестивапь ҫӗртме уйӑхӗн 23-мĕшĕнче 19 сехетре Хĕрлĕлампара савӑнӑçлӑ лару-тӑрура уçӑлĕ.
Тепĕр кунне уяв мероприятийĕсем тĕп хулари тĕрлĕ вырӑнта иртĕç. Ҫавӑн пекех республика конкурсӗсемпе фестивалӗсен /«Ай, ташлар-и!», «Чӑваш ахах-мерченӗ», «Пӗрле - туслӑ ҫемье»/ гала-концерчӗсем иртӗҫ.
Декораципе хушма искусствӑн «Руҫ ӑстисем» IX конкурсӗ ҫӗр-шыври 41 ӑстана пуҫтарӗ. Унсӑр пуҫне хамӑр республикӑри 24 маҫтӑр хутшӑнӗ. Ытти ҫул хӑнасем Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ тӑрӑхран ытларахчӗ, хальхинче вара Дагестан, Бурят республикисенчи, Краснодар крайӗнчи ал ӗҫ ӑстисем те пулӗҫ. Кӑҫалхи конкурса космос темипе ҫыхӑнтарнӑ.
ЧР Президенчӗн тӗп парнине ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивале хупнӑ чухне парӗҫ.
Республика кунӗн хӳттипе иртекен тепӗр пысӑк мероприяти - «Этем - Ҫемье -Ҫӗр-шыв. Музей интерпретацийӗн ыйтӑвӗсем» ӑслӑлӑх практика конференцийӗ. Йӗркелӳҫӗсем - Раҫҫей, ЧР Культура министерствисем, Раҫҫейӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх тӗп музейӗпе Чӑваш наци музейӗ. Конференци ҫӗртме уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 16 регионти /Тюмень, Челябинск, Санкт-Петербург.../ 46 ӑсчах хутшӑнӗ. Музей ӗҫченӗсем вун-вун ыйту тавра калаҫӗҫ, «ҫавра сӗтел» ирттерĕҫ, республикӑри аваллӑх управҫисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашӗҫ.
Тӗп хулара ҫав тапхӑрта иртекен, вун-вун мероприяти хушшинче Чӑваш наци конгресĕпе Шупашкар хула администрацийĕн вӑйĕпе иртекен Акатуя та палӑртса хӑвармалла. Вӑл çĕртме уйӑхен 24-мĕшĕнче «Шупашкар: 500 çул» культурӑпа кану паркĕнче 10 сехетре уçӑлĕ. Чӑваш халӑхӗн авалхи уявне çĕр-шывӑмӑрӑн ытти кӗтесӗнчи йӑхташӑмӑрсем те хастар хутшӑнӗҫ.
Культура мероприятийӗсем Ҫӗрпӳ хулинче те иртĕҫ. Вӗсен пысӑк пайӗ Тихвин ярмӑрккинче пулӗ. Сӑмахран, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче унта «Ҫак ярмӑркка сӑррисем», «Фестивальлӗ ял», «Ылтӑн алӑсем», «Чӑваш Ен, сана мухтаса юрлатпӑр», «Тӑван ял юрлать» ятпа пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем, ал ӗҫ ӑстисен куравӗсем куракансене хапӑл йышӑнӗҫ.
Н.Смирнова.