Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев ӗнер ЧР Министрсен Кабинечӗн членӗсемпе тата федераци ведомствисен территори органӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ял Сабантуйне, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра иртмеллискере мӗнле хатӗрленни ҫинчен культура министрӗ Роза Лизакова каласа панӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче унта 25-30 пин ҫын пухӑнмалла. Тӗп мероприятисем виҫӗ концерт тата икӗ кӗрешӳ лапамӗсенче иртӗҫ. Ипподромра лашасен чупӑвӗ пулать. Программа анлӑ: профессионалсен тата художество пултарулӑх коллективӗсем Чӑваш Енрен кӑна мар, Тутарстанран та. Уйрӑм лапамра Тутарстанри Нурлат районӗн халӑх пулта-рулӑх коллекшвӗ хӑйӗн юрри-кӗввипе савӑнтарӗ. Сабантуя ҫӗр-шывӑн 20 регионӗнчен 500 ытла çын килмелле. Сувенирсен, ал ӑстисен япалисен куравӗсем, спорт вӑййисем иртӗҫ. Йӗркелӗхе полицин пысӑк йышӗ, ятарлă ушкăнсем тивĕçтерĕç. «Уяв кăмăлне нимĕн те ан пăстăр, ҫавӑнпа та мероприятисене яваплӑха туйса йӗркелемелле», - тенӗ Президент.
ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Генрих Васильев Пӗтӗм Раҫҫейри ял тӑрӑхӗсен форумӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӑл ҫак кунсенче Мордовире иртнӗ. Унта ҫӗр-шыв премьер-министрӗ Владимир Путин, федераци министрӗсем хутшӑннӑ. Форумра вырӑнти хӑй тытӑмлӑха, ялсене, социаллӑ сферăна аталантарасси ҫинчен калаҫнӑ. «Мероприяти интереслӗ те усӑллӑ пулчӗ», -тенӗ Генрих Васильев. Калӑпӑр, федерацин патшалӑхпа муниципалитетсем валли тавар туянасси ҫинчен калакан саккунне ҫӗнетмелли сӗнӳсене йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ЖКХна реформӑлама пулӑшмалли фонд ӗҫне тата ҫулталăклăха тӑсма, бюджет учрежденийĕсен строительствин нормативĕсене пĕчĕклетме палăртнă.
Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрĕ Венера Муллина сывлӑх сыхвне ҫӗнетмелли програмăна мӗнле пурнӑҫланипе адаштарнӑ. Вӑл пĕлтернӗ тăрăх - ҫулталӑк пуҫланнăранпа ҫак ĕҫ валли Чӑваш Ене 467 млн тенкӗ ытла килнĕ. Укҫан пысӑк пайĕ – сиплев учрежденийӗсен пурлăхпа техника базисне çирĕплетме. Кӑҫал 19 учреждение тĕпрен юсама палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Обязательӑй медицина страхованийĕн фончӗн укҫипе медицина ĕҫченӗсен шалӑвне вăтамран 10 процент пысӑклатма май килнӗ. Ҫĕнӗ информаци технологийĕсене ĕçе кĕртес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Чӑн та, Венера Муллина каланӑ тӑрӑх, ĕҫ мĕн пур муниципалитетра ӑнӑҫлӑ пырать тееймӗн. Сӑмахран, Вӑрнар, Элӗк, Патӑрьел, Шупашкар тата Хӗрлӗ Чутай районӗсейче ку енӗпе коммуникаци инфратытӑмӗ 100 проценчĕпех хатӗр, Сĕнтӗрвӑрри, Елчĕк, Куславкка, Шӑмӑршӑ районĕсенче ҫак ĕҫ хӑвӑртлӑхĕ пӗчĕк. Президент тивĕҫлĕ мероприятисене мĕн пур муниципалитетра кӗске вӑхӑтра вĕҫлеме хушнӑ. Ҫакӑ больницӑсемпе поликлиникӑсенчи йӗркелӳ техникин паркне ҫĕнетме пуҫламашкӑн май парӗ.
Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тарифсем енĕпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова организацисен энерги перекетлессипе тата энергипе тухӑҫлӑ усӑ курассипе ҫыхӑннӑ ӗҫӗ ҫинчен каласа панӑ. Хальлӗхе 153 организаци хӑйсен программисене тӑратнӑ. Хӑшӗсем программа пачах паман, 45 организаци проекчĕсене тĕплӗрех хатӗрлеме каялла тавӑрса панӑ, «Сӑмах вакласа ҫитет, ĕҫе пуҫӑнмалла, - тенĕ Михаил Игнатьев. - Патшалӑх предприятийӗсен, ЖКХ организацийĕсен энерги перекетлемелли программӑсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр хатӗрлемелле, тарифсен службине памалла. Ҫирӗплетнĕ вӑхӑт вĕҫленнĕ ӗнтĕ».
Президент ҫавӑн пекех ҫынсен шыв ҫинчи тата пушар хӑрушсӑрлӑхĕпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те ҫĕкленӗ.
ГКЧС ертӳҫи Юрий Кекиш хурлӑхлӑ статистика пӗлтернĕ: кану кунĕсенче Чӑваш Енре иккӗн путса вилнĕ, 15 пушар пулнӑ, унта пĕр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сĕрӗм тивнипе 7 ҫынна больницӑна вырнаҫтарма тивнĕ. Республика пуҫлӑхĕ хӑрушсӑрлӑха тӗпе хурса граждансене кирлӗ инфор-маципе тивĕҫтермеллине палӑртнӑ, инкеклĕ тӗслӗхсенчен сыхланмалли ҫинчен каланӑ.
Канашлура ҫавӑн пекех выльӑх апачĕ хатӗрлессипе, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтерессипе, ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнӑ.
Н.ВАСИЛЬЕВ