Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.06.11 Уяв кăмăла ан хуçтăр тесен… (Хыпар)

Надежда СМИРНОВА


 

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленес тата ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ґна Михаил Игнатьев Президент ертсе пычĕ.

Сăмахран, ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн çумĕ Александр Быченков Шупашкарта тăваттăмĕш хут иртекен “Раççей экономики: ÿсĕм технологийĕсем” экономика форумĕпе çыхăннă самант пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унта, сăмах май, вун-вун регионтан, çав шутра чикĕ леш енчен те, 100 ытла организаци хутшăнмалла. Анчах Александр Анатольевича мĕн канăçсăрлантарать-ха? Вырăнтисем - муниципалитет тытăмĕнчи предприятисемпе организацисем - çаврăнăçусăр пулни. Вăл палăртнă тăрăх - экономика енĕпе Республика кунне халалланă тĕрлĕ мероприятие хамăрăннисем хутшăнасси çуллен чакса пырать. Пĕчĕк хуласенчи, районсенчи организацисем уйрăмах çаврăнăçусăр. Çавăнпа та ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев çак çитменлĕ­­хе пĕтерес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлеме ыйтрĕ, тăван республикăн сумне, ятне çĕклесси унта пурăнакан кашни çын пуçарулăхĕнчен килнине палăртрĕ. Общество апатланăвĕ пирки те пулчĕç çакăн пек ÿпкев сăмахĕсем. Мĕншĕн-ха? Ку енĕпе те эпир хамăра тивĕçлĕ шайра кăтартма пултараймастпăр иккен. Çакă хăнасене вырăнта туса кăларнă таварсемпе сăйлама пĕлменнинче те палăрать.

ЧР культура министрĕ Роза Лизакова халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри “Раççей çăл куçĕсем” XIX фестивальне, декораципе хушма искусствăн «Руç ăстисем» IX конкурсне ирттерессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕ. Министр сăмахĕнчен çакă паллă пулчĕ: “Раççей çăл куçĕсем” фестивале Раççейĕн 27 регионĕнчен тата чикĕ леш енчен 32 коллектив хутшăнĕ, çав шутра Беларуçран тата Иранран /“Сахра” ташă ансамблĕ/. Шупашкарсем хальхинче те чукча-эскимоссен “Эргырон” ансамблĕн пултарулăхĕпе киленме пултарĕç. Çĕнĕ хăнасен йышĕнче - Чечен Республикинчи “Нохчо” патшалăх фольклор коллективĕ, Мускаври “Карагод” фольклор ансамблĕ...

“Руç ăстисем” конкурса çĕр-шыври 20 субъектран 41 ăста хутшăнма кăмăл тунă.

Раççей шайĕпе иртекен тепĕр пысăк мероприяти - “Этем - Çемье - Çĕр-шыв. Музей интерпретацийĕн ыйтăвĕсем” ăслăлăх практика конференцийĕ. Ăна Раççейĕн хальхи вăхăтри историйĕн патшалăх тĕп музейĕпе Чăваш наци музейĕн вăйĕпе йĕркелĕç.

Ларура Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен IV фестивалĕпе, Республика кунĕ тĕлне хута яма палăртнă объектсемпе çыхăннă ыйтусене те çĕклерĕç. Вĕсем пирки хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа кăтартрĕç.

Кăçал Республика кунĕ Çĕрпÿ районĕнче те иртмелле. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев пĕлтернине итлерĕç.

Çĕрпÿсем мĕнпе тĕлĕнтерме пултарĕç?

Тахçан авал йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăрккине çĕнĕ вăй парса, хулара тата районта культура мероприятийĕсем, Уй-хир кунне ирттерсе, çĕнĕ объектсене ĕçлеттерсе ярса тата ыттипе те. Ку енĕпе 120 хваттерлĕ çурта, ял хуçалăх рынокне хута янине, ыттине те палăртмалла.

“Пур ыйтăва та паянхи кун тĕлне татса панă теме ир-ха, çапах та хамăртан мĕн килнине пурнăçлатпăрах”, - терĕ Юрий Николаев.

Тĕп хула ку енĕпе мĕнле ĕçленипе Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов паллаштарчĕ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика