Йĕкĕрвар ял поселенийĕн историйĕ.
(Роза Батинская аса илнинчен)
Йĕкĕрварта ял совечĕ 1918-мĕш çулта йĕркеленнĕ. Ун чухнехи председательсем хутла пĕлсех кайман, секретарĕсем кăна хутла пĕлкеленĕ. Председатель хыççан председатель улшăннă. Вĕсем халăх умĕнче хăйсен ĕçĕсем çинчен отчёт парсах тăнă. Отчёт панă чух председателĕн ĕçĕ-хĕлĕ, кирлех пулсан çемьери пурнăçĕ çинчен те тĕплĕн сỹтсе явнă. Председатель ал тупанĕ çинчи пекех курăнса тăнă.
Ял совечĕ çын килĕнче вырнаçнă. Ваттисем астăвасса, Петрова Перасковья килĕнче вырнаçнă пулнă. Антонов Леонтий председатель чухне, секретарĕ Емельянов Харитон, (1930-1932çç) ял совечĕ валли пура хатĕрленĕ пулнă. Çав вăхăтрах шоссе çулне тума тĕрме халăхне илсе килнĕ. Ял совечĕн çурчĕ тумалли пурана тĕрме халăхĕ валли хваттер тунă çĕрте усă курнă. Чиркỹ ватса шкул тунă хыççăн (1955ç), ял совечĕ Филипп хуçа, Емельянов Филипп Емельянович, 1893 çулта çуралнăскер, мăшăрĕ Ефимова Христиния, çуртне ĕçлеме куçать. 1994 çулта Филипп Емельянович хĕрĕ Филиппова Зоя Йĕкĕрвар ялне килсе çав çурта сутса кайрĕ.
Вăрçă пуçланнă çул ял совечĕн председателĕ Никифоров Ефим Н. пулнă. 1966 çулта ял совечĕ Уйкасри çĕнĕ çурта ĕçлеме куçать. 1995 çултанпа ял совечĕ Йĕкĕрварти культура керменĕн пĕр пỹлĕмĕнче ĕçлет.
Чи нумай вăхăт хушши ĕçленĕ председательсенчен пĕри-Николаева Софья Николаевна. Вăл 1944-1949, 1959-1973 çулсенче ĕçленĕ. 4 класс кăна пĕтернĕ пулин те, ĕçре хастар та тăрăшуллă пулнă. Халăх ăна халĕ те ырăпа çеç аса илет. Хăйĕн ĕçĕпе вăл тепĕр вĕреннĕ çынран та пултаруллăрах пулнă. Ун чухнехи пурнăçа Софья Николаевна çапла аса илет: «Килĕрен çăм, сĕт, çăмарта пуçтарнă. Вăйпа мар, ирĕкпе, халăха ăнлантарса, культработниксемпе медработниксем пулăшнипе, пĕрле канашласа. Канăç та, ирĕклĕ вăхăт та пулман. Депутатсемпе пĕр шухăшлă пулнă. Халăхпа канашламасăр, унăн шухăшне шута илмесĕр пĕр ĕç те туман. Сĕт-çăмарта пухассине кайран колхозсем урлă тума пуçларăмăр. Кашни уйăхрах пĕр сесси, икĕ заседании ирттернĕ. Хальхи пек астăватăп. Районтан çамрăксене ФЗУна вĕрентме яма каланăччĕ, никам та каясшăн пулмарĕ. Йĕкĕрвар ачи Васильев Михаил эпир тытассинчен тарса кỹлĕ варрине кĕрсе тăнă вĕт. Мăнçут ачине Фадеев Михаила вăйпах ятăмăр. Тарса килсе те пăхрĕ. Темиçе çултан питĕ лайăх тăхăннă илемлĕ арçын йăл-йăл кулса алă тытрĕ: «Тавтапуç сире, Софья Николаевна, çын пултăм, профессии илтĕм, халĕ питĕ лайăх пурăнатăп. Эсир вăйпа яман пулсан çакăн пек çын та пулаймастăмччĕ.» Ку илемлĕ арçын Фадеев Михаил пулчĕ.»
1994 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа ял совечĕ Вăрманкасси ял администрацийĕ шутланать, 2006 çултан - Йĕкĕрвар ял поселенийĕ. Халĕ ял поселенийĕн администрацийĕ Йĕкĕрвар ялĕн культура çуртĕнче вырнаçнă.