Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Сăкăтри культура çуртĕнче пысăк уяв пулчĕ: Вера Кузнецова йĕркеленипе сцена çинче «Кĕлпике» конкурс иртрĕ.
Кĕлпикисем вара Сăкăт шкулĕн 5-7 класĕсенче вĕренекен хĕр ачасем пулчĕç.
Çамрăк пикесем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарчĕç: хăйсемпе паллаштарчĕç, «Çăмхалан , çăмха», «Асамлă тура», «Çĕнĕ мода-2018», «Иван Яковлева халалласа» конкурссенче ăмăртрĕç. Уява 8 класра вĕренекен Настя Кузнецовапа Данил Хитров волонтёрсем килĕшÿллĕ ертсе пычĕç. Конкурссем ылмашнă хушăра «Çăлкуç» ача сачĕн воспитанникĕсем, «Пёстрая компания» ташă ушкăнĕ, Сăкăт шкулĕнче вĕренекен çамрăк артистсем куракансене юрласа-ташласа савăнтарчĕç.
Жюри «Кĕлпике» конкурса хутшăннă хĕрсене çапла хакларĕ: Евгения Мердина—«Маттур пике», Надежда Тинюкова—«Сăпайлă пике», Кристина Сугагаева — «Харсăр пике», Дарья Хитрова — «Чипер пике», Аделина Волкова — «Ĕçчен пике», Светлана Иванова — «Çепĕç пике» номинацисен çĕнтерÿçисем
Культура çурчĕн ертÿçи А.Калькин, Пукане театрĕн режиссёрĕ В.Кузнецова пикесене ăшшăн саламларĕç, Хисеп хучĕпе парнесем парса чысларĕç. Уява ирттерме пулăшакансене пурне те тав турĕç.
Уяв пурне те килĕшрĕ. Куракансем тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.