МБУК "ЦКС" Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Салтака асатни…

11:36 14 ноября 2016 г.

 

Ǎсат, аннеҫĕм, йǎл кулса,  

Ǎсат, анне, ална сулса.

Эс йǎл кулни чуна ҫĕклетĕр

Каяс ҫула телей пиллетĕр.
      

       Пирĕн таврари салтак ачисем парне – алшǎлли ҫакса, алла тутǎр тытса,  лаша кӳлсе урамсем тǎрǎх  пĕр эрне яхǎн юрласа ҫӳренĕ. Ратне – тǎван, кӳршĕ – аршǎ, туссем салтак ачисене каяс кунчченех хǎналанǎ. Кам патне хǎҫан каймалли вǎхǎта ашшĕ – амǎшĕ йĕркелесе тǎнǎ.

Салтак пурнǎҫĕ нименле ĕҫршывра та, ĕлĕк те ҫǎмǎл пулман, паян та ансат мар. Салтакǎн кашни кун тĕрлĕ йывǎрлǎхсемпе тĕл пулма тивет.

       Тăван çĕршыв — атте - анне çĕршывĕ, тăван кил, тăван ял - хула, тăван тавралăх... Ваттисем Тăван çĕршыва куç шăрçи пек упрама хушнă. Раҫҫей ҫарне халǎхпа, тус – юлташпа, тǎвансемпе Эльпусенчи культура ҫуртĕнче ǎсатасси йǎлана кĕрсе пырать.Иртнĕ шаматкун  пирĕн Михаил Владимирович  Борисов çĕршывăн мирлĕ пурнăçне, сыхлама салтак ятне тивĕҫ пулчĕ.

        Залра  халǎх йышлǎ пуҫтараннǎ  -  ку вǎл унǎн ҫывǎх тǎванĕсем,  юлташĕсем тата ял – йыш. Вĕсем ǎна ырǎ сĕнӳсем парса, пулас салтак ачи  вĕсене яланах асра тытасса, ҫар службинче тĕрекленсе, çирĕп­ленсе, малашне ял вăй - хǎвтне çĕклеме пулăшасса шанса тǎраҫҫĕ.

          Салтака каякан ашшĕ – амǎшĕн чунĕсем еплерех ыратаҫҫĕ палах. Сǎпса пек ҫулǎхакан шухǎшсем канǎҫ памаҫҫĕ вĕсене. «Тĕрĕс – тĕкел ҫеҫ таврǎнтǎр», - пǎшǎлтатать кашниех. Алена Владимировна ǎна юратса та савса ӳстернĕ, нумай ҫывǎрман каҫсем те пулнǎ пулĕ. Çавǎн пекех, ашшĕ Владимир Михайлович  мǎнаҫланма  пултарать,  мĕншĕн тесен вǎл хǎйĕн ывǎлне ҫеҫ мар чǎн – чǎн Çĕршыв хӳтĕлевҫине курать.

          Пĕчĕк ачаран ҫирĕп, хӳхĕм яш каччǎ ӳссе ҫитĕнни  ҫинчен презентации йĕркеленĕ. Михаил Владимировича Анастасия Моисеева илемлĕ юрǎсем парнелерĕ, шкулта вĕренекен  ачисем хамǎрǎн юратнǎ Тǎван ҫĕршыва ҫирĕп сыхлама хушрĕҫ.

          Салтак ачи каяс кун ашшĕ – амǎшĕ пĕтĕм тǎванĕсене хǎйсен патне пуҫтарать. Уяв каҫĕ салтак ачин килĕнче ҫĕрепех пырать: салтак юррине  юрлаҫҫĕ, такмак каласа ташлаҫҫĕ. Сĕтел  хушшинче  таванĕсем, кӳршисем, юлташĕсем  çар тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пур­нăçласа пыма , сĕт ҫулĕпе кайса хǎйма ҫулĕпе килме пил параҫҫĕ. Амǎшĕ ҫав вǎхǎтра хǎйĕн юратнǎ ывǎлĕ валли кутамкка хатĕрлет.

Ирхине салтак тухса каяс умĕн ҫывǎх тǎванĕсем вĕсен килне пуҫтарǎнса «пошшол пǎтти», теҫҫĕ пирĕн ялта, «салтак пǎттине» ҫиеҫҫĕ. Амǎшĕ ҫурта ҫутса, ывǎлне хĕрес ҫакса ярать, ырǎ ҫул пиллеть. Ывǎлĕ каснǎ ҫǎкǎр чĕлне турǎ кĕтесне хурать. «Ǎна турǎ сыхласа пурǎнтǎр, яла тĕрĕс – тĕкел таврǎнтǎр», тет.

   Пулас воин  сума суса килнĕ тǎванĕсем умĕнче аслǎ тивĕҫне аван туйса салтак ятне чыслǎ  тытма, юратнǎ Тǎван  ҫĕршыва ҫирĕп сыхлама сǎмах парать.

    Юлташ ачисем салтак юрри юрласа ǎна  килĕнчен илсе тухаҫҫĕ. Ашшĕпе амǎшĕн сĕтел хушшинчен тухма юраман. Вǎл ĕлĕкренпех ҫапла пулнǎ.

         Амǎшĕшĕн чи пахи – ывǎлĕн иксĕлми вǎй – хǎват ялкǎшса тǎракан хĕлхемне, пуласлǎхǎн ҫутǎ ĕмĕтне яланлǎхах упраса хǎварасси.

Урампа пынǎ чух салтак ачин кашни ура пусǎмне утса пĕр ҫын пырать, унǎн  пулас салтак ачине машина ҫине лартса янǎ хыҫҫǎн, мĕн каялла ашшĕ – амǎшĕн  килне ҫитиччен урǎх ҫынсем патне кĕме юрамасть. Ку вǎл салтак ачин каялла киле килмелли ҫулĕ пулса тǎрать.

Пирĕн ялти салтак ачине  тǎванĕсем, яшсемпе хĕрсем Канаша каякан чукун ҫул енчи укǎлча хапхине ҫити ǎсатнǎ. Салтак ачи ташласа хĕрсен тутрисене салатса панǎ. Савнǎ хĕрĕ, сǎмса тутри тĕрлесе,  ǎна асǎнмалǎх юратнǎ савнине парнелет. Çул курки ҫине вак укҫа ярса  параҫҫĕ. Ǎна пушатса пуҫ урлǎ хĕвелтухǎҫ енне ывǎтса ямалла. Черкки ваннипе ванманнине чупса кайса пǎхаҫҫĕ. Ваннǎ пулсан, салтака аван кайса килессе тенĕ. Урапа ҫине хǎпарса ларсан текех ял енне  пахмалла пулман.

 Çак йǎла – йĕркене манǎҫа каларас марччĕ пирĕн.

 Паянхи кун Канаш хулине Тавайĕнчен 7 – 8 машинǎпа ларса каяҫҫĕ. Çамрǎк ǎру салтак юррисене питех пĕлсе каймаҫҫĕ. Хĕрсем тутǎр ҫыхманран пулмалла, тутǎр сулласа юрлани те курǎнмасть.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система" Янтиковского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика