МАНĂН кÿршĕм
нимĕнле хаçат
та çырăнса
илмест. Хушăран
хамăнне
вулама
паратăп ăна.
Тепĕр чухне
хăй те каçкаласа
ларать.
Юлашки
эрнере темшĕн
курăнмарĕ вăл.
Ĕçрен таврăннă
чухне куртăм
та - чарса тăрсах
темиçе сăмах
перкелешсе
илме май тупăнчĕ.
“Текех сана
чăрмантарас
теместĕп.
Халĕ хамăн
та хаçат
килсе тăрать”,
- кÿрше каçса
ларманнин сăлтавне
уçса панă май
пĕлтерчĕ
Петр
Петрович.
Подъезда пĕрлех
кĕрсе тăтăмăр.
Кÿршĕм почта
ещĕкĕнчен “Старая
гвардия” хаçат
кăларнине
куртăм та
кулса ямасăр
тÿсеймерĕм: “Ара,
ăна эпĕ те çырăнмасăрах
илсе тăратăп-иç!..”
Çапла,
почтальонка
парса хăваракан
кăларăмсен
хушшинче çĕнĕ
хаçатсем курăнма
пуçларĕç. Çакă
вăл - Чăваш
Республикин
тăваттăмĕш
суйлаври
Патшалăх
Канашĕн
суйлавĕ умĕн
тĕрлĕ
партипе юхăм
хăй те пичет
кăларăмĕсене
кăларса тăма
тытăннине
систерекен
пулăм. Нимĕн
те калаймăн, çак
утăма
хурлама çук,
ырламалла кăна.
Суйлавçăсемпе
тытакан çыхăнăва
çирĕплетме
пулăшаканĕ
шăпах МИХ
пулса тăрать
те. Анчах
ытти çулсенчи
опытран акă
мĕн курăнать:
йышлă хаçатран
ытларахăшне
пĕр “амăшĕ” çуратса
янă тейĕн: пĕр-пĕринчен
уйăрса илме çук
вĕсене: сăн-сăпачĕпе
те, чĕлхи-калаçăвĕпе
те. Якалса
кайнă
пластинка
пек пурте пĕр
юррах юрлаççĕ:
“Пирĕн
кандидат е
пирĕн парти
кăна халăх
пурнăçне лайăхлатма,
ĕç укçине ÿстерме,
çынсене хăтлă
хваттерсемпе
тивĕçтерме...
пултарать”.
Кам
хавхалантарать
вĕсене çак
меслетпе пĕлсе
те шанчăклăн
усă курма?
Кирек-мĕнле
лару-тăрура
та паянхи
демократсене
тата
Президентăн
йышăнăвĕсене
хурлакан, вĕсем
çине “халăха
хирĕçле ĕç тăвакан”
ярлăкне çакса
яракан
Зюганов-и? Е хăйне
никамран ăслăрах
тесе
шутлакан
Явлинский-и?
Суйлав çитеспе
телеэкран çинчен
кайма пĕлмен,
нигилист
пек пурне те
сăлтавсăрах
хирĕçлеме ăста
вĕренсе çитнĕ
Жириновский-и?
Ара, вĕсем
ертсе
пыракан
партисен
уйрăмĕсем Чăваш
Енре те ăнăçлă
ĕçлеççĕ, тĕрлĕ
шайри
суйлавсем çывхариччен
чылай
малтан “пуçĕсене”
çĕклеççĕ,
МИХсенче,
радиохыпарлав,
телекурав кăларăмĕсенче
çĕршывра,
регионсенче
пулса
иртекен ырă
улшăнусене “курмасăр”,
пуçтарăнса
пыракан мĕн
пур çитменлĕхсемшĕн
влаç партине
те, хăйсемпе
тупăшакан
опозиционерсене
те çав тери “çивĕччĕн”
питлеççĕ. Чăн-чăн
импровизатор
тейĕн вĕсене.
Таса мар хăтланусемпе
усă курни
чылай чухне
хăйĕн “çимĕçне”
кÿретех çав.
Критикăна тĕрĕсси
вырăнне йышăнасси
пирĕн халăхăн
наци
характерĕ
пулса тăнă. Пĕр
паллă
политолог
калашле, “эпир
ĕлĕкренех
хирĕçлес енĕпе
вăйлă, вăл е
ку идея çирĕплĕхне
палăртассипе
- хавшак”. Çак
туртăм кăмăл-туйăма,
юна аннесен
кăкăр сĕчĕпех
кĕрсе вырнаçнă
тейĕн. Вырнаçман
пулсассăн
та, вĕсене
пирĕн ăс-тăнра,
ăш-чикре çирĕпленсе
юлма кирек-мĕнле
суйлав умĕн
те
вулакансен
тĕнчине таçтан,
темле майпа
килсе
тухакан хаçатсем
самаях вăйлă
витĕм кÿреççĕ.
Фантастика
хайлавĕ çырса
чапа тухнă
классик та
аякра тăтăр
вĕсенчен.
Вулатăн та çав
“опуссене”,
ирĕксĕрех
пуçа унталла-кунталла
пăркаласа
илетĕн: “Ытла
та нумай-çке
пирĕн хушăра
наци паттăрĕсем!”
Акă
почтальонка
хам пачах та
çырăнман тепĕр
хаçат парса хăварчĕ.
Пирĕн
районта çак
пичет органĕ
шутланакан
партин уйрăмĕ
те çук-ха
хальлĕхе.
Тата çак хаçат
унччен
пулнине ас
тумастăп та.
Вăл нумай
пулмасть кăна
йышлă кăларăм
“тинĕсне”
килсе лекни
тÿрех сисĕнет:
вулаканпа хăюсăртараххăн
“калаçни” куç
кĕретех.
Анчах та
редакци хăйĕн
тĕллевне тĕрĕсех
ăнланса илнĕ-мĕн:
вăл ÿлĕмрен
ахаль
вулакана тĕрĕс
информаципе
тивĕçтерсе тăрасси
пирки
хыпарлать.
Анчах та “пурнăç
хăçан лайăхланни”,
“реформăсем
хура халăха
шар кÿреççĕ”
йышши сăмахсемпе
тулнă
статьясен
пуххинче мĕн
çырнине ĕненессĕм
килмест манăн.
Республикăн
социаллă
пурнăçĕпе
экономика
аталанăвĕ
куç умĕнчех
лайăх
еннелле улшăнса
пынине мĕншĕн-ха
асăрхамаççĕ
паянхи “Несторсем”?
Пирĕн
республикăра
шута илнĕ хаçатсем
300 ытла тухса
тăраççĕ.
Суйлав
кампанийĕ
пынă тапхăрта
вĕсен йышĕ
татах та ÿсме
пултарать.
Кунашкал
лару-тăрура
тĕрĕс
информаци
саракан
пичет хатĕрĕсене
те ĕçлеме çăмăл
мар. Йÿрĕк те
вăр-вар,
ултав-суяна
ыттисенчен
маларах “чăн”
тума ĕлкĕрекен
хаçатçăсем “пĕçерекен”
апата
вулакансем
чи малтан “тутанни”
те хăйĕн ĕçне
тăватех.
Апла тăк, тĕрĕслĕх
çулĕ çинче тăракан
журналистсен
вĕсенчен
иртерех вăранни
кирлĕ. Суяпа
ултава,
шантару сăмахĕсене
тиражлакан
хаçатсем
пире кирлĕ
мар.
Вулакансен
асăрханмаллах
вĕсенчен.
Пысăк йышпа
ĕç тума лайăх,
анчах та
чылай чухне
унпа пĕр шухăш-тĕллев
патне çитсе
тухма йывăр.
Чăваш Енре йĕркеленнĕ
партисемпе
тĕрлĕ юхăм çавăн
чухлĕ пулни
кирлех-ши
пире? Чылайăшĕ
сăмах çапма кăна
ăста-çке, халăха
мĕн кирлине
туни çук. Хăйсене
вара чăн-чăн
патриотсем
пек, хÿтĕлевçĕсем
пек
тыткаланă вăхăтра
пуçĕсене хур
аçиллех каçăртаççĕ.
Вĕсен шучĕпе
электоратăн
пысăкрах
пайĕ вĕсемшĕн
сасăлать имĕш.
Паянхи
суйлавçăна
ман пĕрре те
тĕрĕслĕхе
ултавран,
хура тĕсе
шурăран уйăрма
пĕлмен çын
вырăнне
хурса йышăнас
килмест.
Анчах та “майлă”
тата “хирĕç”
информацисен
пуххи
геометри
прогрессийĕн
хăвăртлăхĕпех
купаланса
пынă тапхăрта
вăл та иккĕленÿ
серепине çакланас
хăрушлăх
пур. Çунакан
кăвайт çине
краççын
сапса тăракансем
вара шăпах
суйлав
кампанийĕ вăхăтĕнче
“çуралакан”
хаçатсем,
полиграфин
ытти хатĕрĕ /брошюрăсем,
листовкăсем,
буклетсем т.ыт.те/.
Вĕсен
капланăвне
сирме мĕнле
майсем
тупмалла-ши?
Çĕр кăкăрĕнчен
иксĕлми
тапса тăракан
çăл куç шывне
шапа пăтти
хупласа
хурайман
пекех, тĕрĕслĕхе
те хура
чаршавпа
картлаймăн. Çакна
асра тытма сĕнесшĕн
эпĕ “Пĕрлĕхлĕ
Раççей”
партин
оппозиционерĕсене.
|