ĕçпе юрă ялан пĕрле
Акатуй
— 30
Ешĕл
тум тăхăннă
Лантăш
вăрманĕн
уçланки. Хĕвеллĕ
ăшă çанталăк.
Ирхине тăхăр
сехет иртсен
капăр тумлă
халăх
пухăнма
пуçларĕ.
Колхозсемпе
совхозсенчен
тулли
машинăсем
килеççĕ.
Иртнĕ
çулхи пекех,
кăçал та уяв
вăйă
картинчен пуçланать.
Художество
пултарулăх
коллективĕсем
илемлĕ кĕвĕпе
пĕр карта
тăрса
ташлаççĕ.
Акă
шоссе енчен пĕрин
хыççăн тепри
«Ява»
мотоциклсем
пырса кĕреççĕ,
варринче —
виçĕ çăмăл
автомашина.
Кашнин çинче
район çĕнсе
илнĕ ялавсем.
Вĕсене ĕçре
малта
пыракансем тытса
пыраççĕ...
Пысăк
сцена çине
район
руководителĕсем,
колхозсемпе
совхозсен,
предприятисемпе
организацисен
ертўçисем, ĕç
маякĕсем,
хамăрпа
ăмăртакан
районсенчен,
шефа илнĕ
предприятисенчен
килнĕ
хăнасем
хăпараççĕ.
Ĕçпе
юрă уявне
райкомăн пĕрремĕш
секретарĕ
В.С.Краснов
уçать. Вăрман
çийĕн Совет
Союзĕн гимнĕ
янăраса
каять.
Халăх
депутачĕсен
райсовет ĕçтăвкомĕн
председателĕ
Л.С. Софронов
районти ĕç
çыннисене
уяв ячĕпе
саламлать, ĕç
итогĕсемпе
паллаштарать.
Ун хыççăн
çур аки паттăрĕсене
чысларĕç.
Çур аки чемпионне
Ф.С.Серафимова,
хуçалăхсенче
мала тухнисене
хаклă
парнесем пачĕç.
Сцена
çине пĕрлештернĕ
хор вырнаçса
тăрать.
Дирижер алне
сулса ярать
те, çĕршер
сасă пĕрлешсе
вăрман çийĕн
мăнаçлăн
янăраса
каять.
Çĕр-планета
чĕнет
пурнăçа
юратма,
Тĕнчипе,
пур йышпа
çирĕп миршĕн
тăма.
Пĕрлештернĕ
хор хыççăн
сцена çине
районти
культура работникĕсен
коллективĕ
тухать...
Коллектив
хыççăн
коллектив
улшăнчĕ
сцена çинче.
Пĕринчен
тепри
пултаруллăрах.
Жданов ячĕпе
хисепленекен
колхозри,
Ярапайкассинчи,
Шурчари
вокалпа
инструментсен
ансамблĕсем
хитре кĕвĕсемпе
çамрăксене
савăнтарчĕç.
Уявра
художество
пултарулăх
коллективĕсенчен
нискассисем
мала тухрĕç.
«Сельхозтехника»
пĕрлешĕвĕн
коллективĕ —
иккĕмĕш,
ярапайкассисем
виççĕмĕшсем
пулчĕç. Вĕсене
Хисеп
грамотисемпе
чысларĕç.
Çавăн пекех хĕрарăмсен
ансамблĕсенчен,
уйрăм
юрăçсенчен
чи
пултаруллисем
Хисеп
грамотисене
тивĕçрĕç.
Уявра
спорт
вăййисем те
чылай пулчĕç.
Уйрăмах
волейболла
вылякансем
патĕнче
куракансем
те йышлă. Кунта
пĕрремĕш
вырăна МПМК
команди,
«Хлебороб»
колхозпа
«Сельхозтехника»
пĕрлешĕвĕн
командисем
иккĕмĕшпе
виççĕмĕш
вырăнсене çĕнсе
илчĕç.
Шăчă
çине
хăпаракансене,
кире пуканĕ
йăтакансене,
бум çинче
михĕпе çапса
кĕрешекенсене
курма
интереслĕ
пулчĕ.
Савăнăçлă
иртрĕ уяв. Вăл
районти ĕç
çыннисене
малалла
татах та
тăрăшарах ĕçлеме
вăй-хал пачĕ.
Çĕнтерў
ялавĕ. 1983 ç. Çĕртме
уйăхĕн 11-мĕшĕ.