Анне, эс пĕрре çĕр çинче

Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе ирттерекен уяв

Сценари

— Ырă кун пултăр, хаклă çыннăмăрсем: хисеплĕ аннесемпе асаннесем, аппасемпе йăмăксем, юлташсем!

Акă паян та эпир çак залра ăшă кăмăллă, ырă чун-чĕреллĕ, калама çук илемлĕ хĕрарăмсене, аннесене куратпăр.

— Хĕвел пек çутă çыннăм, анне,

Çук санран çывăххи тĕнчере.

Эс кўретĕн кил-çурт илемне,

Юратса ўстеретĕн пире.

Эх, аннеçĕм, анне,

Яланах эс çĕклен чĕрене,

Тайма пуçăм сана.

Ертсе пыракансем пуç таяççĕ. Искусство шкулĕн ачисем ташлама тухаççĕ.

— Анне... Мĕн тери çывăх çын вăл пирĕншĕн. Вăлах пире кун-çул парнеле­т, ăс-тăн парать, ĕçе вĕрентет.

Ачасем вара çитĕнсе çитсен, кайăк чĕпписем пек, йăваран вĕçсе тухса кайса мăшăр тупаççĕ, пурнăç çулĕ çине тăраççĕ, çемье çавăраççĕ. Хăйсем те çынсем умĕнче ырă ята тивĕçсе хисеплĕ çынсем пулса тăраççĕ. Çапла пулмалла та. Кашни амăшĕн пысăк ĕмĕчĕ вăл — сывă, ĕçчен, тўрĕ кăмăллă ачасем ўстересси.

— Пирĕн районта маттур ачасем ўстерме пултарнă амăшĕсем, паллах, питĕ йышлă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем пирĕн уява хутшăнма та кăмăл турĕç. Тархасшăн, кĕтсе илĕр.

Ташă ушкăнĕнчи ачасем хисеплĕ амăшĕсене сцена çине çавăтса тухаççĕ.

— Тавах сире çавăн пек лайăх ачасем çитĕнтерме пултарнишĕн.

«Улми улмуççинчен аякка ўкмест», — теççĕ халăхра. Тĕрĕсех те пулĕ. Пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕн ĕçне-хĕлне сăнаса, вĕсенчен тĕслĕх илсе пыраççĕ пирĕн ачасем.

Паян пирĕн ĕçчен аннесем — чăн-чăн ал ăстисем çинчен те калаçас килет. Çемьере ачасем йышлă пулин те вĕсем вăхăт тупса тĕрлĕ япаласем çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, пĕчĕкреххисем валли хитре теттесем ăсталаççĕ. Çак пултарулăха ĕçчен амăшĕсем ачисене те куллен вĕрентсе пыраççĕ. Çакăн пек амăшĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллашăпăр та ĕнтĕ эпир паян, çавăнпа вĕсене сцена çине кăларас, ал ĕçĕсене кăтартас терĕмĕр.

Нумай ачаллă амăшĕсем сцена çине тухаççĕ.

Ыйту.  Хăвăр туса пыракан ĕçе эсир ачасене мĕнле явăçтаратăр?

— Хĕрарăм вăл — пурнăç тыткăчи тесе ахаль каламан пулĕ халăхра. Вăлах çемье ăшши, кил ăшши. Хăйĕн пепкисене ура çине тăратассишĕн, чипер çын тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать. Хамăр ачасене эпир ăру ятне малалла тăсасса шанса, ватлăхра вĕсемпе йăпанса пурăнма çурататпăр-çке-ха. Анчах пурнăçра инкек-синкек вара пирĕн аннесен çўçне вăхăтсăрах шуратать.

Аслă тĕнче вăрçи, Афганистанри, Чечняри хирĕçўсене пула мĕн чул хĕрарăм пĕччен тăрса юлчĕ, мĕн чул амăшĕ ывăлĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Пирĕн районти çемьесемшĕн те çак инкек аякран иртсе каймарĕ.

— Эпир пурте пĕлетпĕр: Исетерккĕ ялĕнче чăвашсен мухтавлă амăшĕн палăкĕ аякранах курăнса ларать. +на Татьяна Николаевна Николаевăна халалласа лартнă. Вăл сакăр ывăл çуратса ўстерсе Тăван çĕршывăн аслă вăр­çине ăсатнă. Григорий (Совет Союзĕн Геройĕ), Егор, Иван, Павел вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă, Фролпа Родион фронтран йывăр аманса таврăннă хыççăн нумаях пурăнайман...

Çак палăкра паян эпир ăна çеç мар, районти хăйсен ачисене çухатнă мĕнпур амăшĕсен сăнарне куратпăр.

Амăшĕ ачисене инçе çула ăсатсан каялла таврăнасса кĕтет, шанать. Çак шанчăк нихçан та ан çухалтăр. Çакăнта пуçтарăннисен ячĕпе палăк патне кайса чечексем хурар. Пуçа таяр.

— Çут тĕнчене пурте телей курма çуралаççĕ, анчах пурнăç аллинче шăпи урăхла вылять. Йывăр шăпа. Кĕтмен инкек-синкек ачасене амăшĕсенчен уйăрать, тăлăха тăратса хăварать.

Йывăр самантсенче ачасен çухалса кайма та май пур, çапах та ырă çынсем сахал мар çĕр çинче.

Тăлăх ачасене пăхса ўстерекен амăшĕсене сцена çине чĕнеççĕ.

Ыйту.  Шикленмерĕр-и ачасен малашнехи пурнăçне хăвăр çине илме?

— Аннесем тĕрлĕрен-çке вĕсем. Хăшĕсем инкеке лекнĕ ача-пăчана хăйсен ăшшине, хўттине илеççĕ. Теприсем вара, куккук евĕр, пĕчĕк пепкисене чун параççĕ те пăрахса хăвараççĕ.

«Тăлăх ача юррине» юрлаççĕ.

— Хака тăмасть çуратасси,

Çын тăвасси хакра.

Килте пулсан ача сасси

Илемлĕ пурнăçра.

 

— Паян уява хутшăнакан, çак залра ларакан хисеплĕ ача амăшĕсен пурин те пысăк çемье. Йышлă çемьере вара ĕçĕ те питĕ нумай, апла пулин те пур йывăрлăхсене те çĕнтерсе пыма тăрăшаççĕ пирĕн аннесем. Вĕсем ачисене куллен ĕçе вĕрентсе пыраççĕ, çавăнпа та ывăлĕ-хĕрĕсем ĕçчен, маттур çитĕнеççĕ, туслă пурăнаççĕ. Пушă вăхăта та хаваслă ирттерме пĕлеççĕ. Юрă-ташăпа туслашаççĕ.

Кил-йышри лару-тăру ашшĕсенчен те нумай килет. Вĕсем пулăшса, ăнланса пымасан аннесене, паллах, çăмăлах пулман пулĕччĕ. /çчен, ки­лĕшўллĕ çемьесем ял хушшинче те хисепре.

Çакăн пек мăшăрсемпе те эпир сире паллаштарас терĕмĕр...

Сцена çине темиçе мăшăр тухать.

— Упрасчĕ аннесене... Вăл юнашар пулсан тĕнче илемлĕ. Аннесене них­çан та манас марччĕ, вĕсен чĕрисене çунтарса кун-çулне кĕскетесрен сыхланасчĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна чунĕсене савăнтарасчĕ, уявсенче те, ахаль кунсенче те аннесене пĕчĕк парнепе, ăшă сăмах каласа чун-чĕрисене ăшăтасчĕ. Вĕсен илемлĕ çўçĕ вăхăтсăр ан шуралтăр, хитре сăнĕ-пичĕ ан тĕксĕмлентĕр.

— Хисеплĕ аннесем, асаннесем, аппасем, йăмăксем!

Тепĕр хут сире пурне те Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунатпăр. Сирĕн çумра яланах мăшăрăрсем пулччăр. Вĕсем сире амăш тивĕçне çўлте тытса пыма пулăшса пыччăр. Ачасем вара хăйсен пурнăçĕпе, ĕçĕсемпе сире телей кўччĕр.

Пурнăç малаллах шутăр. Хаваслă ача-пăча сасси ялан янратăр.

Сцена çине пултарулăх ушкăнĕсем тухаççĕ, концерт кăтартаççĕ.

 

                        

Назад        Содержание        Вперед