Янасал тĂрĂхĕнчи туй йĂли-йĕрки

Свадебный обряд в Александровском округе

Уйрăм çемье пултăр тесен каччăн авланмалла, хĕрĕн качча каймалла. Каччăпа хĕре пĕрлештерсе çĕнĕ кил-йыш чăмăртама туй тумалла. Çамрăк çемье чăмăртанни пысăк уяв шутланать, ĕмĕрлĕхе асра юлать.

XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи тата хальхи вăхăтри туйсем çинчен ваттисем каланă тăрăх тата хам курни-илтни тăрăх мĕн пĕлнине каласа парасшăн.

Хĕр килне евчĕ яни. Çемьере ывăл ача ўссе çитĕнсе каччă пулать. Ашшĕ-амăшĕ вара ывăлне авлантарасси çинчен сăмах хускатать. Ывăлĕн килĕштернĕ е пăхса хунă хĕрĕ пуррине пĕлме тăрăшать. ĕлĕкрех каччăсем хĕрсене улахсенче, вăйăра, пасарта е пухăсенче суйланă. Пĕр-пĕринпе курса калаçнă, паллашнă. Чиркĕве кайсан та каччăсем хăйсем килĕштернĕ хĕрсемпе юнашар тăма тăрăшатчĕç тетчĕ пирĕн мамак. Каччăн суйланă хĕрĕ çук пулсан ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем хăйсем шыранă. Качча илмелли хĕр мĕнле йăхран, тăванĕсем мĕнле çынсем пулнине, вĕсен ĕçченлĕхне, кăмăлне тишкернĕ. Çичĕ-сакăр сыпăка çитмен тăвансене пĕрлештермен. Çавăнпа качча тухнине «çичĕ юта» тухни тенĕ. Пирĕн енче тата çакăн пек йăла пур: пĕр ялтан тепĕр яла хĕр пама юрать, анчах каялла (тепĕр майлă) юрамасть. Сăмахран, Шарпаша Çĕньял Апашран çулсеренех хĕрсене качча илеççĕ, чиперех пурăнаççĕ çак çемьесем. Шарпашран Çĕньял Апаша хĕр пама юрамасть теççĕ. Çак йăлана пăхăнмасăр 1970—1975 çулсенче икĕ хĕр кайрĕç. Пĕри чирлесе кайса вăхăтсăр вилчĕ. Теприсем нумай та пурнаймарĕç, уйрăлчĕç. Кайран хĕрарăмĕ те чирлесе кайрĕ çамрăклах çĕре кĕчĕ. Халĕ хĕрпе каччă пĕр-пĕрне килĕштерсен Çĕньял каччи хĕр килне Шарпаша пырать. Апашпа Янасал хушшинче те интереслĕ хутшăнусем. Мĕн ĕлĕкрен Апаш хĕрĕсем Янасала ытларах качча каяççĕ. Исетерккĕ, Ваçкасси, Кĕртекасси, Купăрля ялĕсенче Отарккăран, Çĕньял Апашран, Шарпашран, Хупахушкăнĕнчен, Чуманкасси Апашран килнĕ хĕрсем питĕ нумай. Ача чухнех илтнине астăватăп: камăн та пулин хĕр ача çуралсан: «Янасалсем валли», — тетчĕç.

Пур енчен те тишкерсе тухнă хыççăн хĕр килне евчĕ яраççĕ. Евчĕ пулма тăвансенчен е ялти пĕр-пĕр калаçма юратакан пултаруллă çынна хушаççĕ.

Хĕр килне çитсен малтанах ĕç-пуç мĕнле пыни, сывлăх, выльăх-чĕрлĕх çинчен калаçкалать. Унтан: «Сирĕн çитĕнсе çитнĕ пушмак пăру пур тенине илтсе килтĕм, çав пăрăва эпир илесшĕн, — тесе юптарса калаçма пуçлать. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ мĕн çинчен сăмах пынине лайăх ăнланать, вĕсем хĕрне качча пама кăмăлĕсем пулсан та тўрех килĕшмеççĕ, каччи камне, унăн ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Евчĕ калаçкаласан-калаçкаласан çавăратех ашшĕ-амăшне.

Енчен те хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ хирĕç пулсан евче хăваласа кăларса янă. ĕç тухмасан хăш чух каччă хĕре вăрласа кайни те пулнă ĕлĕк. Халь каччипе хĕрĕ килĕштерсен çеç ячĕшĕн вăрланă пек тăваççĕ тепĕр чух.

Евчĕ хĕр килĕнче калаçса татăлсан авланакан каччă килне пырса хĕр патĕнчи калаçусем çинчен тĕплĕн каласа парать. Вара хĕре çураçма кайма шутлаççĕ.

Хĕр çураçни. Хĕр çураçма авланакан каччă енчен мăшăрсăр шутпа — пиллĕкĕн е çиччĕн каяççĕ. Унта каччă, унăн ашшĕ (ашшĕ çук пулсан пускашшĕ), хăйматлăх ашшĕ, евчĕ тата тăванĕсем пулаççĕ. Янасал тăрăхĕнче амăшĕсем те кайнă, халĕ те хăш-пĕрисен амăшĕсем кайни çинчен илтнĕ.

Каччă енчен пынисемпе хĕр ашшĕ-амăшĕ калаçса татăлсан, хĕрĕ хăй килĕшнине пĕлтерсен каччипе хĕрне ялти тăванĕсене чĕнме кăларса яраççĕ. Тăванĕсем пухăнсан çăкăр-тăвар, сăра-эрех пуçласа пĕр-пĕрне хăналама тытăнаççĕ. Çак вăхăтра туя хăçан тăвассине, парне таврашĕ парасси çинчен калаçса татăлаççĕ. Туйне çĕнĕ уйăх тухсан, виçĕ, пилĕк е çичĕ эрнерен тума, туй пуçĕсене палăртса хураççĕ.

Хĕр килне хĕр çум пулмалли хĕр тантăшĕсем, хурăнташри йăмăкĕсемпе акăшĕсем те пухăнаççĕ. Качча каякан хĕр валли мĕнле ĕçсем туса пулăшмалли пирки калаçса татăлаççĕ (сăмса тутрисем, пуç тутрисем, ал шăллисем тĕрлесси т.ыт.те).

Çураçма пынисене качча каякан хĕр парнесем, каччăн амăшĕ пыман пулсан ун валли те парне парса ярать.

ĕлĕк урапа е çуна çумне хĕр çумĕсем пĕчĕк шăпăр çакса янă, халь — машина айне. Çак ялтан хĕрсем татах качча кайччăр тенине пĕлтерет теççĕ.

Хĕр çураçма çавра çăкăрпа, чăкăтпа, четвĕрт эрехпе пыраççĕ. Каялла хĕр килĕнчен пуçламан çавра çăкăр, чăкăт тата пушаннă четвĕртне тултарса парса яраççĕ.

Çăкăр пуçлани. Çураçма кайнисем ир енне киле çитеççĕ. Каçхине каччă килне тăванĕсем «çăкăр пуçлама» пухăнаççĕ. Çак йăлана тума ялта пурăнакан чи çывăх тăванĕсене чĕнеççĕ. Вĕсене хĕр çураçни тата туйне хăçан тăвассине пĕлтереççĕ. Туй пуçĕ, кĕçĕн кĕрўсем кам пулассине палăртаççĕ. Евчĕ те кунтах пулать. ĕвчĕн ĕçĕ туй иртсе кайсан пĕтет.

Туя хатĕрленни. Хĕр çураçнă хыççăн икĕ енче те туя хатĕрленме пуçлаççĕ. Сăра-эрех тăваççĕ. Туй арăмĕсем хăйсен туй çи-пуçĕсене юсаççĕ, капăрлатаççĕ. Туй юррисем вĕренеççĕ. Уйрăмах хĕр çемйинче ĕç нумайрах. Малтанах хатĕрлесе хуман пулсан пушшех те йывăр. Тўшекĕ-çытарĕ, кĕпи-тумтирĕ, парнесем хатĕрлемелле. Сăра-эрех, апат-çимĕç пĕçермелле т.ыт.те.

Туй кунĕ умĕн кăмăлча яни. Туй кунĕ умĕн пĕр-ик кун маларах кăмăлча(в) (пăлчав) яраççĕ хĕр килне. Каччи каймасть, тăванĕсенчен пĕр виçĕ çын хĕр килне кучченеçсемпе каять. Ку йăлана икĕ енчи хăтасен, хĕрпе каччин шухăш-кăмăлне пĕлме ирттернĕ. Тепĕр чух туйне палăртнă кун ирттерме пĕр-пĕр чăрмав сиксе тухма пултарать. Хăш чух хĕрпе каччă пĕрлешессине пăрахăçлани те пулать. Ун пек чух çураçма кайсан хĕр енчен панă парнисене каччă енчисем каялла тавăрса параççĕ. ĕç-пуç палăртнă пекех пырать пулсан икĕ енчисем те кучченеçсем улăштараççĕ, калаçкаласа лараççĕ, хăналанаççĕ те киле таврăнаççĕ.

Çураçнă хĕр. Çураçнă хĕр хĕр çумсемпе пĕрле япала хатĕрлеме пуçлать, çи-пуçне арчана тултарать. Арăм тунă чух тăхăнмалли тум çĕлетет, ами-шўлкеми, кут хыç ленти, сурпан, масмак хатĕрлет. Каччă килĕнче çакма ал шăлли тĕрлет, тўшек пичĕсем çĕлет. Çураçнă хĕр пĕччен çўремест, унпа пĕрле яланах тантăшĕсем, инкĕшĕ е ытти тăванĕсем пулма тăрăшаççĕ. Туйччен вăл тăван тавралăхпа сывпуллашать, çăва çине кайса килет, тантăшĕсене пухса улах лартать.

Туй кунĕ. Туя хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ. ĕнер икĕ енчи хăта килĕсенче те кукăль, çўхў, тутлă çимĕç­сем пĕçерсе тултарнă, паян татах пĕçереççĕ. Туй ĕçки-çикине хутшăнакан тăванĕсен те эрех-сăра, кучченеç çителĕклех.

Ирхине ирех хăта килĕсенче туй шилĕкĕ тă­ваççĕ. Кил хушшинче вăрмантан касса килнĕ çамрăк çăка чавса лартаççĕ, шăтăкне тăприне тултариччен пĕр кĕленче эрех хураççĕ, кайран хытă тапта-тапта шăтăкне тăпра тултараççĕ. Юнашар сĕтел, йĕри-тавра тенкелсем лартаççĕ. Çăка çине тĕрленĕ ал шăлли çакаççĕ. Çакна шилĕк карти теççĕ. Халĕ ăна хĕр  килĕнче анчах лартаççĕ.

Чăваш туйĕ пуян, çыпăçуллă та чыслă йăла. Мĕн хыççăн мĕн пулассине, хăш йĕркине кам тытса пырассине малтанах палăртса хунă. Ар туйĕ — каччă килĕнче, хĕр туйĕ  çураçнă хĕр килĕнче пуç­ланать. Икĕ туйĕ те пĕр кунах тапранса хăйсен çирĕп йĕркипе пулса пыраççĕ. Икĕ килĕнче те малтанах чĕнсе хунă аякра пурăнакан тăванĕсем ирех килсе çитеççĕ. Ялти тăванĕсене кăнтăр иртсен пĕр сехет тĕлĕнче «пичке пуçлама» тесе чĕнсе тухаççĕ.

Каччă килĕнче пичке пуçланă хыççăн кĕçĕн кĕрўсене тумлантараççĕ. Кĕçĕн кĕрў пулма каччăн çывăх тăванĕсенчен авланман каччăсене суйлаççĕ, вĕсем виççĕ таран пулма пултараççĕ. Умĕсене капăр чĕрçиттисем çакаççĕ, пуçа тăхăнмалли хатĕрсене илемлĕ хăюсемпе капăрлатаççĕ.

Туй арăмĕсемпе туй ачисем те пухăнаççĕ. Ар­ çынсем халь ĕлĕкхи пек çи-пуçпа çўремеççĕ, костюмпа е кĕпе вĕççĕн, хĕлле — ăшă тумтирпе. Туй арăмĕсем çулла — хура шупăрпа, тĕрленĕ тутăрпа; хĕлле — хура сăхманпа, çўçеллĕ пурçăн е çĕрçĕн тутăрпа каяççĕ. Умĕсене капăр чĕр­çитти, ама, шăрçасем, хыçала кут хыç лентисем çакаççĕ, тĕртсе тунă мурккаллă пиççи (пиçиххи) çыхаççĕ. Хушпу пурри хушпу тăхăнать.

Туй тухса кайиччен каччă килĕнче пурне те сĕтел хушшине лартса яшка çитереççĕ, сăра-эрехпе пĕр хут çаврăнаççĕ. Унтан кĕçĕн кĕрўсем ташă-юрă пуçласа параççĕ, вĕсем хыççăн туй арăмĕсемпе туй ачисем кăштах юрласа ташлаççĕ те хĕр илме кайма тухаççĕ.

Чи малтан туй пуçĕ тапранса тухса каять (туй пуçĕпе арăмĕ тата пĕр туй арăмĕ е туй ачи), кăшт каярах — кĕрў каччи, хăйматлăх ашшĕпе хăйматлăх  амăшĕ. Вĕсем хыççăн пĕтĕм туй халăхĕ тапранать. ĕлĕк лашапа çўренĕ чух туя 10—15 е 30 лав таранах кайнă. Уйрăмах пирĕн енче Янасал тăрăхĕнчен туя йышлăн пыратчĕç. Янасал тăрăхĕ çичĕ-сакăр ялтан тăрать. Пĕр ялĕнчен туй каять пулсан ытти ялĕсенчен те тапранса тухатчĕç. Халь ун пекех вăйлă тумаççĕ туйсене.

Ял халăхĕ туй кайнине курма пухăнатчĕ, туя каякансене ырă сунса пиллесе кăларса яратчĕ.

Каччă килĕнче туя кайман тăванĕсем, евчĕ, амăшĕ юлать. Хĕр илсе килессе кĕтсе сĕтел çине уяв апачĕ лартса хатĕрлеççĕ.

Хĕр килне чи малтан туй пуçĕ çитет. Хăйĕн кучченеç хутаçне хĕр çумсене салтма хушать, унта кучченеçсемпе пĕрле хутаç салтаканĕ валли парне те пулать. Хĕр енчи тăванĕсене сĕтел хушшине лартса четвĕртне пуçлать, арăмĕ кучченеçпе сăйлать.

Кĕрў каччинчен хапха алăкĕ уçма укçа ыйтаççĕ, укçа парсан тин кил хушшине кĕртеççĕ. Кĕрў каччине антарма хĕр  ашшĕпе амăшĕ çăкăр-тăварпа, эрехпе тухаççĕ, пĕчĕк кавир е утиял çине антараççĕ, укçа та хурса параççĕ. Хĕрне тумлантарса тĕпеле е уйрăм пўлĕме лартаççĕ, унпа юнашар — хĕр тусĕсем.

Туй халăхĕ сĕтел хушшине ларса тухнă вăхăтра кĕçĕн кĕрўсем хĕр çумĕсенчен сăра витри, алтăр туянаççĕ, сăрине те укçалла илеççĕ. Унтан ташă-юрă пуçласа параççĕ те сăра ĕçтерме пуçлаççĕ.

Туй халăхĕ пўртрен кил хушшине тухать. Параппан, хут  купăс сасси, юрă-такмак янрама пуçлать. Туй сасси инçете янăраса илтĕнет пулсан лайăха теççĕ.

Туй курма килнĕ халăх, çав шутра ачи-пăчи те, тăп-тулли.

Хăйматлăхĕ, унтан кĕрў каччи эрех ĕçтерме тухаççĕ. Вĕсене пукан çине çитар хурса лартса урра! йăтаççĕ. Пукан çинче лараканĕ четвĕртрен черккене тултарса икĕ хутчен çынсем çинелле сапать, виççĕмĕшне хăй ĕçет.

Шилĕк картинче кĕрў каччине хĕрĕн йăмăкĕ е акăшĕ кĕпе тăхăнтартать. Каччи ăна тутăр парнелет, кайран иккĕш ташласа илеççĕ.

Туй пуçĕсем каччă килне тапранса тухса каяççĕ.

Туй халăхне каяс умĕн шилĕк картине лартса апат çитереççĕ. Çав вăхăтра пўртре хĕрĕпе каччине сĕтел хушшине лартаççĕ. Хăйматлăх амăшĕ хĕр илсе тухнă чухнехи юрăсене юрлать:

Ах хĕрĕм Марук пур,

Час тапранса часрах тух.

Час тапранса тухмасан

Çын туприпе тухать теç.

Час тапранса тухсассăн

Хăй туприпе тухать теç.

Пире çын тупри кирлĕ мар,

Час тапранса часрах тух.

Хĕрпе каччине çăмарта çитереççĕ, унтан сĕтел умне тăратаççĕ. Тур кĕтессинче çурта çунать. Каяс хĕр тур кĕтесне ал шăлли çакать.

Тăванĕсене, ашшĕ-амăшне сĕтел хушшине лартаççĕ. Малтан ашшĕ-амăшĕ, унтан ытти тăванĕсем пил сăмахĕсем калаççĕ. Хĕрпе каччи кĕрекере ларакансене эрех-сăра ĕçтерсе тухать. Парне пама йышăннă пулсан хĕр тăванĕсене парне парать. Тăванĕсем те хирĕç парне параççĕ.

Хăйматлăх ашшĕ укçа тўлесе хĕр тўшекне илет, унтан арăмĕпе (хăйматлăх амăшĕпе) хĕрпе каччăна çавăтса, хушша çын е ача кĕресрен асăрхаса илсе тухать. Вĕсем хыççăн туй халăхĕ те тухать. Каччă туйĕ хĕр килĕнчен тухса каять. Кĕçĕн кĕрўсенчен пĕрне хĕр килне хăвараççĕ, унăн хĕр енчи тăванĕсене (хăта халăх) пуçтарса каччă килне илсе пымалла. Каччă туйĕ кайнă хыççăн ĕлĕкрех хĕр çумсем хĕр япали леçме каятчĕç, курна тетчĕç ăна. Тăван-хурăнташри каччăсем те каятчĕç.

Çĕнĕ çынсене каччăн амăшĕ çăкăр-тăварпа, пĕчĕк кашăк çупа кĕтсе илет. Кинĕн чĕлхи çемçе пултăр тесе çу хыптарать. Унтан пўрте шур пир тăрăх уттарса кĕртет. Сĕтел хушшине лартса çăмарта çитерет. Çĕнĕ çын чĕнтĕрлĕ, тĕрĕллĕ ал шăллисем çакать. Хăшĕ — виççĕ, тепри — пиллĕк е çичĕ ал шăлли таран çакать. Курма пынă çынсем çĕн çыннăн ĕçĕсене пăхса пахалаççĕ.

Туй арăмĕсем пўртре юрлакаласа ташласан килĕсене саланаççĕ.

Çĕнĕ çынна арăм тума пускиле е тăванĕсем патне илсе каяççĕ. Унта ăна чăваш арăмĕн çи-пуçне тăхăнтартаççĕ, сурпан, масмак сырăнтараççĕ, тутăр çыхтараççĕ. Çĕнĕ çынна илме каччăпа пĕрле купăсçă тата тăванĕсем пыраççĕ, юрласа-ташласа хăйсен килне илсе каяççĕ.

Çĕнĕ çын упăшки енчи тăванĕсене парне парать. Лешсем те хирĕç парне е укçа параççĕ. Çакăнта евче те парне тивĕçет.

Çак йăла-йĕркене туса пĕтернĕ вăхăта курна та çитет хĕр япалипе (арча тата тумтир). Курна хĕрсен хăйсен юрри-такмакĕ:

Исни, сана мĕн кирлĕ?

Симĕс арча кирлĕ-и?

Симĕс арча кирлĕ полсан

Симĕс четвĕрт йăтса тох.

Аки, сана мĕн кирлĕ?

Хора постав кирлĕ-и?

Хора постав кирлĕ полсан

Хоран кокли йăтса тох...

Йыснăшĕпе акăшĕ, çĕнĕ çынсем ĕнтĕ, вĕсене хирĕç четвĕртпе, кукăльпе тухаççĕ. Кукăльне касма курна хĕрсене хушаççĕ: кукăле пĕрре касма пуç ласа, çĕççе кукăльтен кăларса ямасăр виçĕ хут касса тăхăр е вун пилĕк касăк тумалла. Ăна хĕрĕсем малтанах вĕренсе пыраççĕ. Япалисене кĕртнĕ хыççăн курна хĕрсемпе каччисем пўрте кĕрсе хăна пулаççĕ, юрласа ташлаççĕ те каялла каяççĕ.

Вĕсем кайнă хыççăн хăта халăх çитет, туй ĕçки-çики малалла тăсăлать.

Хальхи вăхăтра япала леçме уйрăммăн каймаççĕ. Хăта халăхĕпе пĕрле темиçе хĕрпе каччă пыраççĕ çеç. Хăта халăхĕ те туй хыççăнах пымасть, тепĕр кунне çеç пырать. Хăш-пĕр чухне туй хыççăн тўрех кайни те пулать.

Хăта халăхĕ килсен каллех хăйĕн йĕрки. Малтан каччă енчисем, кайран хĕр енчисем пĕр-пĕрне сăйлаççĕ, унтан ташă-юрă пуçлаççĕ, шур апат е çĕн çын яшки çитереççĕ. Шур апата ахаль çимеççĕ, парне е укçа парса кашăк илмелле.

Каччă енчи тăванĕсем çĕнĕ çынсене укçа е парнесем парса ташлаттараççĕ. Çапла пĕрле ĕçсе-çисе, юрласа-ташласа савăннă хыççăн хурăнташлă пулса тăнă тăхлачсемпе хăтасем килĕсене каяççĕ.

XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче туй ĕçки-çики эрне тăсăлатчĕ. Хăта халăх килсе кайнă хыççăн кĕçĕн хăта халăх та килетчĕ тепĕр кунне. Хăта халăхĕ тата пĕр килте çеç мар, каччăн ялти мĕнпур тăванĕсем патне кĕрсе тухатчĕ, кунĕпех çўретчĕç вара çавăн пек. Кĕçĕн хăта халăх килсен çĕнĕ çынсене шыв çулĕ пуçлаттаратчĕç, ку йăлан хăйĕн йĕрки пур. Çĕнĕ хăта-тăхлачсене ăсатсан татах тепĕр пĕр-ик кун ялти халăха хăналатчĕç. Ку ĕçкĕ каччă патĕн­че те, хĕр килĕнче те тăватă-пилĕк куна тăсăлатчĕ.

Эрне иртсен каччă енчи çывăх тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕ, çĕнĕ çынсем хĕр килне шилĕк карти пăсма каятчĕç. ĕçсе-çисе йĕрки-шуне туса шилĕк пăсатчĕç.

Каччă енчен хĕр килне тавăрна халăх каятчĕ. Ăна тўрех тумасан та  юрать тетчĕç. Туйĕ çуркунне пулнă пулсан тавăрна халăхĕ кĕркунне те кайма пултарать, калаçса татăлнă тăрăх ĕнтĕ. Тавăрна та хĕр енчи тăванĕсем патĕнче килĕрен киле çўрет. Çавăн пек çўрени çĕнĕ çынсене икĕ енчи тăванĕсемпе те çывăхрах паллаштарни пулать. Кашни тăванĕ вĕсене мĕнле кĕтсе илсе ăсатни ĕмĕр асра тăнă, тăванлăх-хурăнташлăх туйăмне сўнме паман.

 Халĕ çултан-çул туй йăли-йĕрки кĕскелсех, ансатлансах пырать. Хăш-пĕри туй йăлисене пĕр кунтах, теприсем икĕ кунта ирттерсе яраççĕ. Каччă туйĕ хĕр илсе кайнă чух шилĕк картине тўрех пăсса хăварать. Тепĕр кунне хăта халăхĕ хĕр хыççăн килсе каять, шыв çулĕ уçаççĕ те — туй çакăнпа вĕçленет.

Туй йăли-йĕрки кăштах улшăннă пулсан та хальхи хĕрсемпе каччăсем чăваш туйне хисеплени, мăн асаттесен йăлисене тытса пыни чуна савăнтарать.

Авалхи йăласене хисеплесе тытса пырсан, юрри-ташшине юратсан, ламран лама куçарса пырсан — халăх пĕтмест.

Ваçкасси ялĕ, Л.Н.Ильина (1952) çырса панă. 2003 ç.

 

В Александровский округ входит десять деревень: Александровское (Янасал), Васькино (Ваçкасси), Изедеркино (Исетерккĕ), Паймурзино (Кĕртекасси), Юрмекейкино (Купăрля), Шербаши (Шарпаш), Одаркино (Отарккă), Оргалькино (Хупахушкăнь), Карманкасы (Çĕньял Апаш), Чуманкасы (Чуманкасси Апаш).

Здесь издавна сложился своеобразный обычай. Из одной деревни в другую девушек выдают, но обратно не берут. Например, из Шербаш в Карманкасы девушки замуж  выходят, а из Карманкасов в Шербаши — нет. В 70-е годы XX в. две семьи нарушили эту традицию: выдали дочерей в ­д. Шербаши. Но у обеих судьба оказалась трагической. Аналогично с давних времен в с. Александровское, д. Васькино, Изедеркино, Паймурзино, Юрмекейкино выходят девушки из д. Шербаши, Одаркино, Оргалькино, Карманкасы, Чуманкасы.

Прежде чем посылать сватов в дом девушки, досконально изучают род. Когда находят, что с этим родом можно породниться, только тогда засылают сватов.

Сватать ходят, предварительно обговорив все через сваху. В обряде сватовства принимает участие и мать жениха.

Сваты возвращаются утром, а близкие родственники жениха собираются вечером, пробуют хлеб невесты, выбирают посаженых родителей, руководителя свадебного поезда, дружков.

За один-два дня до свадьбы трое родственников жениха едут на сговор. Если по каким-либо причинам свадьба расстраивается, подарки возвращают.

В дни подготовки к свадьбе невеста одна не ходит. Ее всюду сопровождают подружки или родственницы. В это время она прощается с родной стороной, обязательно посещает кладбище, могилы родных. Перед свадьбой устраивает прощальные посиделки с подругами.

В день свадьбы в обоих домах (и у невесты, и у жениха) ставят шилĕк.

Дальние родственники приезжают рано утром, ближних приглашают к 13 часам. В этом округе участницы свадьбы надевают хушпу.

Односельчане жениха обязательно провожают свадебный поезд, благословляют его.

Свадьба должна быть шумной, веселой. Если свадьбу слышно далеко — это добрая примета.

После всех церемоний в доме невесты одного дружку оставляют для сопровождения свадебного поезда невесты в дом жениха.

Молодых, как и везде, родители жениха встречают хлебом-солью, свекровь подносит невесте ложку сливочного масла, чтобы она была любезна и приветлива.

Приданое невесты привозит хăта халăх в этот же или на следующий день. По сложившейся традиции, веселятся, поют и пляшут, едят суп молодой, выкупая ложки.

В 70-е годы прошлого века свадебная церемония длилась неделю. На второй день еще раз приезжал свадебный поезд невесты принимать участие в очередном ритуале: молодая в новой семье должна была первый раз идти за водой. Потом еще день-два угощали односельчан как в доме жениха, так и в доме невесты. Через неделю молодые с родственниками ездили в дом родителей невесты разбирать шилĕк. Примерно через полгода сторона жениха наносила встречный визит. Их тоже принимал каждый дом родню не­весты. Это была добрая традиция: так знакомили новую родню. Родственным отношениям чуваши придавали особое значение. Кто как встречал — вспоминалось годами, не давало гаснуть чувству родственности.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед