XX ĔмĔрĔн 50-мĔш çулĔсенче юрланĂ

салтак юррисем

Курăк ларать сип-симĕс,

Çава мĕнле касать-ши?

Эп салтака кайнă чух

Анне мĕнле юлать-ши?

 

Карта хыçне кантăр акрăм,

Татма вăхăт çитрĕ пуль.

Ой, аттеçĕм, аннеçĕм,

Уйăрăлма вăхăт çитрĕ пуль.

 

Çинçе çырма тĕтреллĕ,

Сиксе каçма пулмарĕ.

Çакă салтак нушине

Сиксе юлма пулмарĕ.

Хĕвел çути мĕн тумас?

Хĕрлĕ кĕпи шуратать.

Кăçалхи хуйхă мĕн тумас?

Хĕрлĕ сăна шуратать.

 

Кĕрен кĕпе тăхăнсан

Шупкаланнăн туйăнать.

Эп салтака кайсассăн

Пуç килессĕн туйăнмасть.

 

Тинĕс пăхма пит тикĕс,

Каçас тенĕ чух каçма çук.

Салтак — калама пит лайăх,

Килес тесен килме çук.

 

Аслă улăх варринче

Çава касман утă пур.

Эпĕ каяс салтакра

Вилсе выртма кунĕ пур.

 

Мăн çул çинчи яштак хурăн

Мăн çул тăрăх ўкрĕ пуль,

Симĕс çулçи тăкăнчĕ пуль,

Çамрăк ĕмĕр ман иртрĕ пуль.

 

Çухрăм çурă ял хушшине

Утса, утса тухимарăм.

Утрăм, утрăм, тухса кайрăм,

Ай сыв пулăр, ай тантăшсем.

 

Тутри пурçăн, çўçи çĕрçĕн,

Вĕçтерĕттĕм — вăхăчĕ çук.

Савни сарă, куçĕ кăвак,

Пуплеттĕмччĕ — вăхăчĕ çук.

 

Çийĕм тулли — хура пуста,

Ăçта хывса çакам-ши?

Ытам тулли сар хĕрне

Кам аллине хурам-ши?

 

Çырма тулли тĕтре тăрса,

Нумай тăмасть — уçăлать.

Ай тантăшсем, хĕр тантăшсем,

Нумай тăмастăп — каятăп.

 

Çухрăм çурă урам хушши

Ним тума та юраманччĕ.

Паянхи куна çитсессĕн

Кулять тума юрарĕ.

Сивĕтет пулĕ çанталăкĕ,

Çăвать те пулĕ шурă юрĕ.

Уйăрăлать пулĕ савнийĕ,

Кулянать пулĕ çамрăк чунĕ.

 

Манăн пурччĕ кĕмĕл çĕрĕ,

Арча тĕпне выртса юлчĕ?

Манăн пурччĕ сарă савни,

Кантăк витĕр пăхса юлчĕ.

 

Анне васкать апат лартма,

Ман апатне çиес килмест.

Ман салтака каяс килмест,

Тантăшсенчен уйăрăлас килмест.

 

Ма каяс мар салтакне:

Тройка лаша кўлеççĕ,

Шап-шур парне çакаççĕ,

Тантăшсемпе ăсатаççĕ.

 

Хĕр тантăшран

уйăрăлас килмест,

Ул тантăшран уйăрăлас килмест.

 

Йăлтăр шăрча ярăмне

Çакăр çутти пĕтиччен.

Эпир тухса кайсассăн

Пăхăр куçран çĕтиччен.

 

Вăштин, вăштин çил вĕрет,

Çил армань хуçи хĕпĕртет.

Пирĕн мĕншĕн хĕпĕртес?

Алăри тутăр вĕçнĕшĕн.

 

Чупрăм хăпартăм ту çине,

Çавăрăнса пăхрăм ял çине.

Ял хушшинче ял ачисем,

Эпир каятпăр салтакне.

 

Прощай, Шашкар,

прощай, савни,

Иртрĕ манăн савăнасси.

Прощай, атте, прощай, анне,

Иртрĕ пĕрле пурăнасси.

 

Шăпчăк юрлать, кукку авăтать

Шулчăпа турат хушшинче.

Салтак юрлать юррине

Хуйхăпа шухăш хушшинче.

Эп каятăп салтака,   

Ах, мĕн тăвас, мĕн тăвас?

Вăхăт çитрĕ уйăрăлма,

Юлашки хут чуптăвас.

Вăрманкас-Шашкар ялĕ, Д.П. Вершков çырса илнĕ. 1952 ç.

ЧПГĂИ ĂА. I уйр. 121 т. 83—89 с.

 

                       *   *   *

Ик алăра икĕ тутăр:

Пĕри пурçăн, тепри çĕрçĕн.

Çĕрçĕн тутри ай савниччĕ,

Пурçăн тутăр аки паниччĕ.

Катаран килекен квак çутине

Кăвак тутăрпа чарас çук.

Иртсе каян ай ĕмĕрне

Чатăр карса ай чарас çук.

Алри те сарă ай чечеке

Аслă улăха утса хăвартăм.

Çирĕм çулхи сар савнине

Ашшĕ томне пăрахса хăвартăм.

Урамра тăрать улма сутти,

Илмесен те тухса пăхăр.

Ай поскилсем, ай ял-йышсем,

Юратмасан та ăсатса ярăр.

Ухă та йĕп пек кĕлеткемччĕ,

Çырма та шу пек ай сăнăмччĕ,

Шур пурçăн пек ай çўçĕмччĕ.

Сăнăм шуралса ай карĕ-çке,

Çўçĕм юхса ай тухрĕ-çке.

Çитĕнтĕмĕр, ай тантăшсем,

Пĕр ярăмри шăрçа пек.

Уйрăлтăмăр, ай тантăшсем,

Вĕçен кайăк ай чĕппи пек.

Савни те санпа паллашрăмăр

Шур хут çинчи ай тĕррипе.

Паянхи кун уйрăлтăмăр

Алри пурçăн ай тутрипе.

Вĕлтĕр-вĕлтĕр вырăс тутри,

Вырăс тутри чуна хуçать.

Вырăс тутри чуна хуçмаç,

Тутăр хуçи чуна хуçать.

Юрлать те макрать ай ан тейĕр.

Тăлăх турат ай пултăм та —

Апат лартма ай апи пур,

Ăсатса яма ай атти çук.

Урара калош пурччĕ манăн,

Тăхăнмасăрах тăрса юлать пуль.

Юратнă савни пурччĕ манăн,

Уйрăлмасăр тăрса юлать пуль.

Каятăп, савни, ăсатса яр,

Санран та мăйăр ай ыйтас çук.

Санран та перчатка ыйтас çук,

Сана та йывăр ай килес çук.

Ансăр та çырма ай шу юххи,

Сиксе те каçма ай пулмарĕ.

Кăçалхи салтак ай вăхăтĕнчен

Сиксе те юлма ай пулмарĕ.

Колхоз та лаши начар тесе

Конюшнинче ан тăратăр.

Ачи те тăлăх ай тесе

Ăсатма тухма ай ан ўркенĕр.

Хурăн хуппинчен хуп пулас çук

Эп салтака кайнишĕн.

Тăвансенчен ют пулас çук,

Ют пулсан та ютшăнас çук.

Проçок тăрăх тилĕ юртать,

Урине хăмăш ай тирмест-ши?

Эп çакăн пек çўренипе

Савнин чĕри хурланмасть-ши?

Атăл çинчи кăвак тĕтри

Ка(й)рĕ пуль Атăл ай тăршшĕпе.

Ман пуç çинчи йывăр хуйхи

Ка(й)рĕ пуль ĕмĕр ай тăршшипе.

Анкарт тольне кантăр акрăм,

Пусине те кам ай суйлĕ-ши?

Эп юратнă сар савнипе

Кам пуплесе ай савăнĕ-ши?

Урари çутă ай калошне

Епле те хуса ай лартам-ши?

Хам юратнă хĕрĕсенчен

Епле те уйрăлса ай каям-ши?

Çири костюм ай суконнăй,

Хывса çакрăм кашта çине.

Хам юратнă сар савнине

Тăратса хăвартăм килĕ умне.

Ан пăх, савни, кантăк витĕр,

Эс пăхсан та эп юлас çук.

Юлсан та манăн эс пулас çук,

Ĕмĕр санпа иртирас çук.

Сăмса тутри виççĕччĕ,

Хачă татса уйăрчĕ.

Аттин улĕ виççĕччĕ,

Салтак вăхăчĕ уйăрчĕ.

Йăлăм енчен ай çил пулсан

Çĕмĕрт çеçки ай çыхланать.

Кайтăр та пĕттĕр ай тесессĕн

Манăн та чунăм ай хурланать.

Вĕç вĕç, куккук, вĕç, куккук,

Виçĕ çухрăмран ларса кан.

Савни, эпĕ тухса кайсан

Виçĕ кунтан çыру çыр.

Курак чĕпĕ кăларать,

Çитĕнсессĕн уйăрать.

Эп, тăвансем, çавăн пек

Уйрăлатăп сирĕнтен.

Шĕвĕр пўрнери çĕрĕ çĕтрĕ,

Кам тупса тăхăнĕ-ши?

Вун çич çулхи сар хĕрне

Кам çавăрса илĕ-ши?

Авăт, куккук, хытăрах,

Сан чарнасси инçе мар.

Макăр, савни, хытăрах,

Уйрăласси инçе мар.

Кил хушшине улма лартрăм

Тутлă улма тăвас пек.

Яштак пĕвĕме ўстертĕм

Тем ыр курса пурнас пек.

Улăх та тăрăх тĕтре юхать,

Кайăк вĕçни курăнмасть.

Ир те пулать, каç та пулать,

Ĕмĕр иртни сисĕнмест.

Сухан лартрăм — шăтмарĕ,

Хăра лартсан шăтас çук.

Атти карĕ — килмерĕ,

Эпĕ те кайсан килес çук.

Шаптак ялĕ, М.П. Авдеев çырса илнĕ. 1955 ç.

ЧПГĂИ ĂА. III уйр. 126 — упр. ед. 890—897 инв.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед