XX ĔмĔр
пуçламĂшĔнче юрланĂ салтак юррисем
Вăштин-вăштин тутăр вĕçет,
Çавă тотăр ме вĕçет?
Ял-йышсене прощай тăвас.
Прощай, прощай, су полăр.
Кикак кайăк, хур кайăк
Кĕр каять те çур килет.
Эпĕр çапла килессине
Турă пĕлет! (Прощай!..)
Вăштин-вăштин çил армань
авăртат,
Çăнăхĕ тохни корăнмаст.
Пирĕн ăшра вот çонат,
Тĕтĕмĕ тохни корăнмаст.
Умлаç лартрăм, сад турăм,
Умли пулчĕ шуп-шурă.
Татрăм, сотрăм — тотăр илтĕм,
Салтака кайма йорарĕ.
Ой-ой атти, ой атти,
Ĕлĕк мана шота хорман.
Кĕренкен çăккăр виççĕ
Партăр, прощай, су полăр.
Аттерен юлтăм сакăр çулта,
Аннерен юлтăм вун ик çулта.
Çитĕнтĕм çитрĕм çирĕм ик
çула,
Салтак кайма йорăхлă полтăм.
Аттен ывăлĕ поличчен
Чол моклашки полас-мĕн, (2 хут)
Куççуль кларас хойхи çок.
Тăманине ме тунă-ши?
Роща хăтне ямашкăн.
Пер каятпăр салтака
Патша влаçне сыхлама.
Атăл варрипе прахут килет,
Ик еккипе хум çапать.
Хумран хумăш пулас çук,
Пер салтакран хăтăлас çук.
Палан йўçне пас тытать,
Нумай тăрмас, тăкăнать.
Ой ял-йышсем, тантăшсем,
Нумай пурăнмастпăр, каятпăр.
Вăштин-вăштин çил арман артат.
Çил арман хуçи хĕпĕртет.
Пер каятпăр салтака,
Патша чунĕ хĕпĕртет.
Сала кайăк, ме пытанан
Хулчă тытса каяс пек?
Салтак, эсĕ ме макратăн
Ыран-паян вилес пек?
Шăпчăк юрлать юррине
Шулчăпа торат хошшинче.
Салтак йорлать йоррине
Хуйхăпа куççуль хошшинче.
Эпĕ ме кулянатăп?
Атти-апи юлнăшăн.
Атти-апи юлнăшăн мар,
Хам сонни юлнăшăн.
Кукку, ме хытă ататăн,
Ыр сассуна ме са(я) яран?
Сонни, ме макăран,
Ыр куççульна ме са(я) яран?
Пусма вĕçĕнчи тур лаши,
Нумай ан тăр чаваса.
Урапа çинчи салтакне
Нумай ан тăратăр — ăсатăр.
Кукку çури
ăçта ўсет?
Пăлтăрчан çунатти айĕнче.
Эпĕр ăçта каятпăр?
Кăнтăр енне тинĕс хĕррине.
Уй варринчи утма çулпе
Эпĕ отса çўрерĕм.
Вон çичĕ çола эп
çитрĕм,
Халăх хошшине тохмарăм.
Йăран çинчи
мăкăньне
Вăрлăх хурăр, ан
татăр.
Ял варринчи сар хĕрĕ
Эп киличчен порăнтăр.
Атăл урлă каçнă
чуне
Кимĕ çине хум çапрĕ.
Эп салтака кайнă чуне
Сонни çине хойхă çапрĕ.
Уй варринче вот çонать
Ăшшишĕн мар, çуттишĕн.
Эп салтака каятăп,
Каясшăн мар, юласшăн.
Салтак, салтак тийетчĕç,
Эпĕр салтак полтăмăр,
Алла пăшал тытрăмăр,
Тăшмана хирĕç петĕмĕр.
Сад картинчи тур лашине
Ан тĕкĕнĕр, çитĕри.
Салтака кайма тăрсассăн
Хама ăсатма юрарĕ.
Ĕлĕк салтака кайсассăн
Ĕмĕр иртет — килмелли
çук.
Хĕрлĕ Çара
кайсассăн
Пурнас килет — яраççĕ.
Уйăх тухать çутăлса,
Çути ўкет çĕр
çине.
Салтак хăпарать юрласа,
Юрри юлать халăх çине.
Ой, ой атти, ой атти,
Чунтан-вартан ан кулянăр.
Эп салтака кайсассăн
Виçĕ çултан килетĕп.
Кукку аттат йўç çинче,
Карчăк савăнса хурланат.
Салтак юрлать урапа çинче,
Сонни илтсе хурланат.
Кўл çинчи кайăк кăвакал,
Нумай ан курăн — тытаççĕ.
Ой çамрăксем, çамрăксем,
Хĕрлĕ Çара пурне те илеççĕ.
Хуна юман йывăççине
Касрĕç карĕç квентелĕх.
Ял варринчи Петрине
Илчĕç карĕç Хĕрлĕ Çара.
Мăн улăхри тихисем
Кашкăр тытасран шикленеççĕ.
Пуян ачи Çтаппанĕ
Хĕрлĕ Çара каясран шикленет.
Виç ой орлă каçрăмăр
Виç йотри хĕрсене курмашкăн.
Эпĕр Хĕрлĕ Çара каятпăр
Виç çул влаçа сыхламашкăн.
Ĕлĕк эпĕ шутра пулман,
Уйра кĕтў пăхса çўресе.
Вăхăт çитрĕ — этем пултăм,
Хĕрлĕ салтак эп пултăм.
Мăн улăхри хур пулкки,
Кикак текен пĕре те çок.
Эп салтака кайнă чуне
Манпа пыракан тантăш çок.
Хĕл те пулчĕ, çур та пулчĕ,
Сонни пир тĕртсе пĕтерчĕ.
Пирне сутрĕ, тутăр илчĕ,
Салтака кайма юрарĕ.
Тыр пуссинчи ырашĕ
Темме хытă хомханать.
Ял хушшинчи çамрăкĕсем
Темме хытă ашкăнаççĕ.
Кĕркунне кайăксем кайнă чуне
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Салтака ачасене илнĕ чуне
Вĕçĕ-хĕррисĕр утаççĕ.
Атăл варринчи кайăк кăвакалĕ
Пĕччен татăлса юлнă пулĕ.
Пĕччен юлнă салтакне
Ăсатса ўнеçтерекен çук.
Токшик
ялĕ, И.Г. Казаков пуçтарнă. 1928 ç. ЧПГĂИ ĂА.
I уйр. 14 т. 186—188 с.