Çурхи акана тухни
Çурхи кунсем çывхарсассăн ял халăхĕ акана
тухма хатĕрленнĕ. Кашни яваплă ĕçе
пуçăнас умĕн вара тĕрлĕрен йăла-йĕрке туса
ирттернĕ: ака кăларни, ака пăтти, вăрлăх кăларни,
вăрлăх пăтти, акатуй т.ыт.те.
Чи пĕлтерĕшлĕ йăласенчен пĕри — ака
кăларни.
Акана тухиччен чăвашсем мунча хутса кĕнĕ, таса
çи-пуç тăхăннă. Ку йăла Çĕр
амăшне хисепленине пĕлтернĕ. Акана тухнă кун салма яшки пĕçернĕ.
Ăна чи малтан кил картине илсе тухса лашана çитернĕ. Ун
хыççăн тин пурте пĕрле ларса апатланнă. Турăш
умĕнче кĕлтунă. Турăран
çак пысăк ĕçе йĕркеллĕ пуçласа
йĕркеллĕ вĕçлеме, тырра инкек-синкекрен сыхлама тата
тулăх тыр-пул пама ыйтнă.
Акана çăмăл кун (юн кунпа эрне куна, çуна
праçник кунне тиркенĕ) ир-ирех никам куриччен тухса кайма
тăрăшнă. Миçе çын уя кайнă, çавăн
чухлĕ çăмарта пĕçерсе илсе тухнă. Унсăр
пуçне тата вăрлăх çăмартисем илнĕ. Вĕсенчен
пĕри пĕчĕкрех пулнă. Тырă акнă чухне
вăрлăх çăмартисене тырăпа хутăш ана çине
пăрахнă. Пуççапса сăмах каланă:
«Хăмăш пек хăмăлне пар, çăмарта пек тĕшшине
пар».