ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Киремете çырлахтарни

Янасал тăрăхĕнчи çынсем, хăйсен авалхи тĕн йăли-йĕркисемпе пурăнакансем, Аслă киреметрен хăраса пурăннă. Киремет хаяр турăсенчен пĕри шутланнă. Вăл çынсем çине çилленсен тĕрлĕ инкек-синкек е чир-чĕр яма пултарнă имĕш.

Çынсем çырмара е хирте пĕччен ларакан ватă йывăçа (ытларах хурама йывăçĕ ку), çавăн пекех вăрман хĕрринче ўсекен йывăçа та Киремет йывăççи тунă. Ун патĕнче тĕрлĕ чўк кĕллисем каланă, Киремете парне парса çырлахтарнă. Çаксене çынсем хăйсем е ачисем чирлесрен, выльăх-чĕрлĕхе мур килсе пĕтересрен хăраса тунă.

Ял-йышпа чўкленĕ чух выльăх е кайăк-кĕшĕк пуснă, сăра тунă, эрех ĕçмен.

Киремет вырăнне пăрахнă парнесене, укçана ачасене илме хушман. «Киремет йывăçĕ тытать», — тенĕ.

Киремет йывăçĕсем Янасал тăрăхĕнчи кашни ял çывăхĕнчех пулнă. Халь ку йывăçсем хăрса пĕтнĕ ĕнтĕ, хăшĕ-пĕрин кăк-тымарĕсем те юлман.

Тахçан авалах Киремете чўклеме пĕр тирĕк пăтă, икĕ татăк çăкăр, тăхăр пашалу, тăхăр вак укçа, тăхăр çурта тата чустаран тунă тăхăр чĕр чун кĕлетки е этем кĕлетки илнĕ. Çăкăр татăкĕсене хуçса илсе уйрăм турилкке çине хунă, пăттине те кăштах уйăрса илнĕ. Çаксене Киремете панă, пашалусене çисе янă. Чустаран тунă кĕлеткесене выльăх-чĕрлĕх е килти çынсенчен хăшĕ те пулин чирлесен парне пама усă курнă.

Çак йăла XIX ĕмĕр вĕçĕнче те тĕл пулкалатчĕ, 5 пуслăх е 20 пуслăх кĕмĕл укçасем пăрахакансем пурччĕ теççĕ Риккошкăнь карчăкĕсем.

 

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче пупсенчен вăрттăн, уйрăм килсенче, кĕçĕн чўксем тунă.  Виçĕ ялпа ирттерекен мăн чўк вырăнĕ Шокка картинче пулнă. Юлашки хут 1891 çулта виçĕ ялпа тунă: ваçкассисем, купăрлясем тата риккошкăньсем. Лаша, вăкăр, така пусса чўкленĕ. Кашни кĕркуннех килĕрен салат пухса çĕнĕ тырă е çĕнĕ салат сăри вĕретсе пĕрле ĕçнĕ.

 

                        

Назад        Содержание        Вперед