Кил-йыш пĂтти
Кил-йыш пăттине кĕркунне тата çуркунне çинĕ.
Пăтă, икерчĕ, пашалу е йăва пĕçернĕ. Килти
ватă çын кил картине тухса хĕвел тухăç енне
пăхса кĕлтунă. Унтан пăттине сарайне, кĕлет умне,
каска пуканĕ çине пĕрер кашăк хунă. Юлашкинчен пўрте
кĕрсе сĕтел çине лартнă. Кил-çурт туррисене кĕлтунă,
ваттисене асăннă. Кил-çурта сыхлама, çемьери
çынсен сывлăхне упрама, çăкăр-тăвар перекетне
пама ыйтнă. Хĕрт-сурта пăтă панă. Пĕрер
кашăк пăтă вучаха, кăмака çине, сакайне
пăрахнă. Ун хыççăн сĕтел хушшине ларса
пăтă çинĕ, сăра ĕçнĕ.
Ку йăлана тума тĕп килтен уйрăлса тухнă тăванĕсен
çемйисене чĕннĕ, ачи-пăчисем те хутшăннă. Килнĕ
çынсене кашнинех йăва çитмелле пулнă.
Патаккасси ялĕ, Е. Матвеева (1897) каласа панинчен.