ĔçкĔ-çикĔ такмакĔсем

 

Пĕрре, иккĕ, виççĕ,

Ташлама тохас терĕм.

Ташлама тохас терĕм те

Чуна йăпатас терĕм.

 

Кала, кала, гармонист,

Ахаль тумăп эп сана.

Чĕрĕк литр «московски»

Сиен кўмĕ вăл сана.

*   *   *

Çавра кўлĕре,

Шыв çавр(ă)нать-и вара?

(Э)пер кунта ташланăшăн

Намăс пулать-и вара?

Интереслĕ тĕлĕк куртăм,

Никама та каламас.

Тепĕр чĕрĕк ĕçтермесен

Ним туса та кăтартмас.

 

Эп ташлама тухатăп,

Уткаласа çўретĕп,

Уткаласа улталаса

Сăрине те ĕçетĕп.

 

Итакачкасси ялĕ. С.М. Паргеев çырса панă.

 

Симĕс утă ме сикет?

Тимĕр сенĕк сиктерет.

(Э)пер кунта ме сикетпĕр?

«Московски» сиктерет.

Ула ĕне пăрушĕ

Ула пулать-и вара?

(Э)пер кунта ташланăшăн

Намăс пулать-и вара?

 

Пальто, пальто, пальтоях

Виç тўмеллĕ пулсан та.

Старик, старик, стариках

Хура, лутра пулсан та.

 

Симĕс курăк сухан мар,

Таптасан та ним те мар.

(Э)пер кунта ют çĕрте мар,

Ташласан та ним те мар.

 

Кăрчи-кăрчи кăрчами

Карчăк кутне пăркалать,

Карчăккинне анчах мар,

Хамăр(ă)нне те пăркалать.

 

Кăрчи-кăрчи кăрчами

Сирпĕнтерчĕ маччана.

Мачча хăми тĕп-тĕрлĕ,

Пирĕн питсем хĕп-хĕрлĕ.

 

Лаппи-лаппи, лаппипе,

Лаппи пĕтсен тунипе.

Пирĕн лаппи пĕтес çук,

Туни вĕçне юлас çук.

 

Ташши-ташши,

Сала кайăк ташши.

Сала кайăк ташши мар,

Нискассисен ташши.

 

Пулатех, пулатех,

Ташши-юрри пулатех.

Ташши-юрри пулмасан та,

Намăс курма пулатех.

 

Юман-и-ха сир(ĕ)н урай,

Çăка-и-ха сир(ĕ)н урай?

Эпир ташă пуçласан

Чăтать-и-ха сир(ĕ)н урай?

 

Юман-и-ха сир(ĕ)н урай,

Çăка-и-ха сир(ĕ)н урай?

Юман пулсан аватпăр,

Çăка пулсан хуçатпăр.

Пўрт умĕнче йăмра пур,

Йăмра çинче тăмра пур.

Тăмра нумай каламасть,

Ыр çын нумай ташламасть.

Нискасси ялĕ, Ева Васильевна тата Николай Иванович Петровсем пухнă. 2003 ç.

 

*   *   *

Ма кайрăм-ши Макара?

Каймаллаччĕ Сахара.

Сахар арĕм пулнă пулсан

Сиктеретчĕ сăпкара.

— Кай, кай Ивана,

Ма каймастăн Ивана?

— Кайса пăхрăм Ивана,

Ыталамасть вăл мана.

Ан пăхăр пире,

Ан тиркĕр пире.

Эпир кунти çынсем мар,

Паллаймастăр пире.

Атапай ялĕ, Е.К.Колбасова çырса илнĕ. 1989 ç.

Анне мана каларĕ:

Кĕрен тутăр çых терĕ.

Ĕçке-çике тухсассăн

Ташласа юрла терĕ.

Урапи куссах пырать,

Тусанĕ вĕçсех пырать.

Юрламăттăм, ташламăттăм —

Ĕмĕрĕм иртсех пырать.

Витри çутă пулсан та

Шыв ямасăр лартас мар.

Ĕçсе çирĕмĕр пулсан та

Савăнмасăр ларас мар.

Пулă çирĕм, пулă çирĕм,

Халĕ шыв ĕçес килет.

Кукăль çирĕм, сăра ĕçрĕм,

Халĕ ман ташлас килет.

Саркаланса каю çултăм

Путексене çитерме.

Сăра ĕçрĕм, сăра ĕçрĕм

Саркаланса ташлама.

Авкаланать, хуçкаланать

Тесе ан калăр пире.

Хăта-тăхлач сăрийĕ

Авкалантарать пире.

Эп вăрмана каяс çук,

Упа сарри татас çук.

Эпир ўсĕр пулас çук,

Упаленсе каяс çук.

Хоп тесе каласси

Çўçе хуппи сўни мар.

Юрланипе ташлани

Çынна усал туни мар.

Ура тăсса лармасан

Çут калуша кам курать?

Авкаланса ташламасан

Пире кунта кам курать?

Хура çĕрçĕн тутăрне

Юсамасăр çыхас мар.

Тăвансем патне килнĕ чух

Ташламасăр каяс мар.

Хорнуй ялĕ, Р.Ю.Филиппова (1971) çырса панă. 2003 ç.

 

*   *   *

Хура кĕрĕк хăтсăр пулчĕ

Те сак çинче каснăран.

Ман кĕлеткем хăтсăр пулчĕ

Те тăлăххăн ўснĕрен.

 

Тур лашийĕ туртать тесе

Возне йывăр ан тийĕр.

Çук çын хĕрĕ чăтать тесе

Ытла йывăр ан калăр.

 

Турă лашине кўлнĕ кун

Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ.

Эп çитĕннĕ вăхăтра

Самани пулчĕ вăрçăллă.

 

Шăпчăк калать: шип-шип тет,

Санăн телей çук-çук тет.

Манăн телей çуккине

Ăçтан пĕлчĕ-ши шăпчăкĕ?

 

Вăрман чăтлăх, кĕрме çук,

Пуртти катăк, касма çук.

Юрлать, савăнать теççĕ пуль,

Юрламасăр чăтма çук.

 

Уличари тăваткал çăлне

Тăваттăн тăрса ан ăсăр.

Ой, тăвансем, ял-йышсем,

Тăваттăн тăрса ан тиркĕр.

 

Утмăл хăма пĕр кĕпер,

Вун улттăнах каçрăмăр.

Утмăл çулхи хуйхине

Вун улттăрах куртăмăр.

 

Сатин саппун çакман çын

Сатин хакне ăçтан пĕлет?

Хуйхă тытса курман çын

Çын хуйхине ăçтан пĕлет?

Вомпăкасси ялĕ, М.М.Кузнецова (1929) çырса панă. 1999 ç.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед