Е.А.Андреев çуралнăранпа
90 çул çитнĕ май ИРТТЕРНĕ
УЯВ
Сценари
Сцена çинче Е.А. Андреевăн портречĕ
çакăнса тăрать. Уяв пуçланнине пĕлтерсе «Алран
кайми аки-сухи» юрă янăрама пуçлать. Ертсе пыракансем
çăкăр-тăварпа тухаççĕ.
— Ырă кун пултăр, хисеплĕ
ял-йыш, хаклă юлташсем!
Чăваш халăхĕ яланах ĕç паттăрĕсемпе
пуян пулнă, ĕç ўсĕмĕсемпе мухтанма пултарнă.
Кашни хресчен сĕтел çинчи пуянлăх,
çăкăр-тăвар мĕнле майпа килнине чунĕпе
ăнланать. Çемье тутă пултăр, çĕршыв
хăвачĕ пуянлантăр тесе хĕвелпе пĕрле ура çине
тăрса мĕн сĕм каçчен уй-хирте тăрăшса вăй
хурать. Куллен тар тăкса ĕçленипе кăна хресчен, хăйĕн
ĕçпе пиçĕхнĕ аллисем витĕр кăларса,
ăшă та кăпăшка çемçе çăкăр
хакне ăнланать, ăна хисеплеме пĕлет. (Çăкăра
сĕтел çине хурать.)
Районти паллă çĕр ĕçченĕсенчен пĕри
— Евтихий Андреевич Андреев.
— Çуралтăн эсĕ чăвашра,
Çăмăл пулмарĕ сан шăпу,
Çапах та эс пуçна усмарăн,
Вăй-хăватна эс шеллемерĕн.
Эс тырă акрăн, авăн çапрăн,
Эс çĕр ĕçне пит чаплă турăн.
Хăвăн чысна çўлтех-çке тытрăн,
Халь хисепе эс тивĕç пултăн.
— Паянхи кун эпир Муркаш районĕнче
çеç мар, пĕтĕм Чăваш Республикипе паллă, 30
çул хушши «Знамя труда» хуçалăх ертўçи пулса ĕçленĕ
Социализмла ĕç Геройĕ Е.А. Андреев çуралнăранпа 90
çул çитнине паллă тума пуçтарăнтăмăр. ĕç
геройĕн пултарулăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен пĕрле
ĕçленĕ ĕçтешĕсемпе, тус-юлташĕсемпе,
тăванĕсемпе аса илесшĕн, унăн пуян опычĕпе районта
тата республикăри хуçалăхсенче мĕнле усă курни
çинчен калаçасшăн.
Халĕ çак тĕлпулăва уçма эпир сцена
çине Муркаш район администраци пуçлăхне В.И. Вязова чĕнетпĕр.
Район администраци пуçлăхĕн
сăмахĕ.
«ĕç геройĕсен юрри» юрă.
— Паянхи тĕлпулура пирĕн Е.А. Андреевăн юратнă
юррисем те янăрĕç. Вĕсенчен пĕри вăл — «Песня о
тревожной молодости» юрă. (Юрă янăрать.)
— Çакăнта ларакансенчен нумайăшĕ Евтихий
Андреевича питĕ лайăх пĕлет, çапах та кĕскен тепĕр
хут унăн пурнăçĕ тата ĕçĕсем
çинче чарăнса тăрасшăн.
Евтихий Андреевич 1912 çулта Варпуç (Хозанчино) ялĕнче
вăтам хресчен çемйинче çуралса ўснĕ. Мăн Чураш
шкулĕнче ултă класс вĕренсе пĕтернĕ. Пĕчĕкренех
хресчен ĕçне кўлĕннĕ: тырă вырнă, ака-суха
тунă, утă çулнă. ĕçре маттуррине кура 1933
çулта çирĕм пĕр çулхи çамрăка,
счетовод пулса ĕçлекенскере, колхоз председателĕ пулма
суйланă. 1934—1935 çулсенче Хĕрлĕ Çарта
тăнă. Унтан таврăнсан каллех председатель пулса ĕçленĕ.
1941—1945 çулсенче Тăван çĕршывăн аслă
вăрçине хутшăннă. Вăрçă
хыççăн пилĕк çул хушши çĕршыври Хатĕрлў
министерствин Муркаш районĕнчи уполномоченнăйĕ пулса ĕçленĕ.
1951 çулта ăна, пултарулăхне кура, пилĕк
хуçалăха пĕрлештерсе пысăклатнă «Знамя труда»
колхоза ертсе пыма суйланă.
Халĕ çав çулсене аса илме Е. Андреевăн ĕçтешĕсене
сăмах паратпăр.
Парти обкомĕн пĕрремĕш
секретарĕ пулса ĕçленĕ Илья Павлович Прокопьев асаилĕвĕ
хыççăн панă ыйту.
— Эсир хăвăр асаилўсенче Е. Андреева
çĕр ывăлĕ çеç мар, çĕр
хуçийĕ те тесе паллă тăватăр. Мĕнре
курăннă вăл?
Чăваш Республикин профсоюз
организацийĕсен председателĕ пулса ĕçленĕ Клара
Ильинична Груздева сăмахĕ хыççăн панă ыйту.
— Эсир Е. Андреев патне вăл тыр-пула
пуçтарса кĕртес ĕçе мĕнле йĕркеленине курма
та, вĕренме те килнĕ. Мĕне вĕреннĕ Эсир унтан?
«Передовик» хуçалăх ертўçи,
Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă Валериан
Семенович Краснова панă ыйту.
— Район руководителĕсем хушнине ялан туса пыратчĕ-и
вăл?
Партин Муркаш райкомĕн пĕрремĕш
секретарĕ пулнă Владимир Федорович Григорьева панă ыйту.
— Е. Андреев çынсемпе ĕçлеме,
хутшăнма пĕлнĕ теççĕ нумайăшĕ. Мĕнре
курăннă вăл?
Муркаш райисполкомĕн председателĕ
пулса ĕçленĕ Леонид Софронович Софронова панă ыйту.
— Тепĕр чухне Е. Андреев хуçалăха
механизацилес ĕçе хирĕç пулнă тесе каланине илтме
пулать. Чăннипех çапла пулнă-ши?
«Сеятель» хуçалăх
ертўçи пулса ĕçленĕ Сергей Афанасьевич Афанасьева
панă ыйту.
— Эсир Евтихий Андреевичпа пĕр вăхăтра
хуçалăхсене ертсе пынă. Мĕнле çыхăнусем
пулнă сирĕн унпа?
«Суворов» хуçалăхра
ертўçĕ пулса ĕçленĕ Василий Павлович Павлова
панă ыйту.
— Ертўçĕсен Евтихий Андреевичран вĕренмелли
нумай пулнă теççĕ. Эсир мĕне вĕреннĕ
унран?
«Свобода» хуçалăх
ертўçине Кронид Ефимович Сретинские панă ыйту.
— Эсир хальхи вăхăтри пултаруллă
хуçалăх ертўçи. Хăвăра унăн вĕренекенĕ
тесе калама пултаратăр-и?
«Чувашсетьгазăн» Муркаш филиалĕн
директорне Владимир Михайлович Рубцова панă ыйту.
— Эсир те çамрăк ертўçĕ пулса
ĕçленĕ вăл вăхăтра. Сирĕн унран вĕренни
пулнă-и?
«Ой, ты рожь», «Пур тăванпа пухăнса» юрăсем.
— «Знамя труда» хуçалăха Е. Андреев 30 çул хушши
ăнăçлă ертсе пынă. Çĕр улми туса илес, сĕт
сăвас, аш-какай туса илес ĕçре çак хуçалăх
республикăра яланах чи малтисен шутĕнче пулнă. Евтихий Андреевич
малашлăха витĕр курса тăнă, тухăçлăхпа
перекетлĕхшĕн тăрăшнă, ĕçре çĕннине,
усăллине тăтăшах пурнăçа кĕртнĕ.
Хуçалăх кунран-кун пуянланса пынă. Колхозниксен ĕç
укçи те республика шайĕнчен пысăк пулнă. ĕçри
пысăк çитĕнўсемшĕн 1966 çулта ăна Социализмла
ĕç Геройĕ ятне панă. Ленин, ĕçлĕх Хĕрлĕ
Ялав, Октябрь Революцийĕн орденĕсемпе наградăланă.
Халĕ сцена çине Е. Андреевпа пĕрле «Знамя труда»
хуçалăха ура çине тăратас тата пуянлатас ĕçре
тăрăшнă çынсене чĕнетпĕр.
Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава
тивĕçлĕ агрономне, Ленин орденĕн кавалерне Еннафа
Алексеевна Ильинана.
Ыйту.Хуçалăхри ĕç дисциплини пирки мĕн
калама пултаратăр Эсир?
Счетовод пулса ĕçленĕ
Василий Владимирович Чубукова.
Ыйту. Колхозниксен пурнăç шайĕ пысăк пулнă
теççĕ хуçалăхра. ĕç укçи мĕнле
тўлесе пыратчĕç сире?
ĕçлĕх Хĕрлĕ
Ялав орденĕн кавалерне Нина Тихоновна Тихоновăна.
Ыйту. Колхозниксем юрататчĕç-и ăна?
ĕçлĕх Хĕрлĕ
Ялав орденĕн кавалерне, чĕрĕк ĕмĕр ытла уй-хир
бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ Викентий Терентьевич
Волкова.
Ыйту. ĕç режимĕ мĕнле пулнă сирĕн
хуçалăхра?
— Çĕр ĕçĕпе
кăна интересленмен Евтихий Андреевич, вăл больницăна, шкула
пулăшса пынă. Муркаш район больницин тĕп врачĕ пулса ĕçленĕ
Николай Арсентьевич Аршуткина тата шкул директорĕнче ĕçленĕ
Михаил Яковлевич Гаврилова.
Ыйту. Мĕнпе пулăшса пыратчĕ вăл сире?
«Колхозниксен ĕç юрри», «Пшеница золотая» юрăсем.
— Е. Андреев питĕ пултаруллă ертўçĕ пулнă.
Ытларах хăйĕн вăхăтне ĕçпе
çыхăнтарнă, çав вăхăтрах чун пуянлăхне,
илемлĕхне çемьене панă. Вĕсем Татьяна Егоровнăпа,
мăшăрĕпе, икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ.
Унăн икĕ мăнук: Олегпа Вадим.
Халĕ сцена çине унăн хĕрне Валентина
Евтихиевнăна тата мăнукĕсене чĕнетпĕр.
— Хисеплĕ юлташсем!
Кăçал май уйăхĕнче Валентина Евтихиевна
тăрăшнипе хăйĕн ашшĕне халалласа питĕ чаплă
кĕнеке тухрĕ. +на кăларма пулăшнă пултаруллă
çынна — Раççей Федерацийĕ тата Чăваш Республикин
культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Валентина
Андреевна Ивановăна сцена çине чĕнетпĕр.
Ыйту. Валентина Андреевна, çак кĕнеке мĕнле
çуралчĕ?
«Пĕчĕкрен, пепкерен» юрă.
— Ĕçчен çынсем пирте
нумай,
Кашниншĕн савăнатпăр.
Эпир те вĕсем пек пулма
Кунран-кун тăрăшатпăр.
Евтихий Андреевич паянхи кун та пирĕн
асрах. Ахальтен мар эпир кăçал район «Хисеп кĕнекин» пĕрремĕш
страницине унăн ятне çырса хутăмăр.
Вăл пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăрать. Районти
хуçалăх руководителĕсем Евтихий Андреевич ĕçĕсене
малалла туса пыма тăрăшаççĕ, вăл вĕрентнĕ
пек ĕçлесе пыраççĕ.
Кашни çул районта Евтихий Андреевич ячĕпе тĕрлĕ
спорт мероприятийĕсем ирттеретпĕр.
Андреев ячĕпе хисепленсе тăракан хуçалăх («Знамя
труда» пулнă) ертўçине — Николай Валентинович Рудакова сăмах
паратпăр.
Ыйту. Николай Валентинович, Эсир хăвăр
хуçалăхра Е. Андреев пуçланă ĕçсене мĕнле
туса пыратăр?
— Хисеплĕ ял-йыш, хăнасем! Сирĕн умра
— пирĕн малашлăх. Вĕсем те ўссе çитсен паянхи тĕлпулăва
манмĕç, Е. Андреевăн ĕçĕсене малалла тăсĕç.
Халĕ искусство шкулĕн ачисем хăйсен пултарулăхне
кăтартĕç.