Апчар тĂрĂхĕнчи туй юррисем
Çич, çич,
çич çырма,
Çич çырма урлă
каçрăмăр.
Ни çырли çук,
çеçки çук.
Çакă яла çитрĕмĕр,
Ни сар хĕр çук, çыр хĕр
çук,
Хура хĕр куçран каймарĕ,
Уйрăлса пĕтме пулмарĕ.
Çуркуннене çитсессĕн
Вишни çурать шап-шурă.
Тутлийĕ те пур унта,
Йўççийĕ те пур унта.
Ой кинĕм, Анук кин,
Çичĕ юта пырсассăн
Лайăххи те пур унта,
Япăххи те пур унта.
Пирĕн инке хаяр мар,
Ни хаяр мар, кутăн мар,
Çуркуннене çитсессĕн
Суса сухан ларттарать,
Кĕркуннене çитсессĕн
Суса сухан к(ă)ларттарать,
Ой кинĕм, Анук кин,
Çак хăлхана кĕрет-и?
Ой кинĕм, ачаш кин,
Эпир ачаш тенĕшĕн
Ачашланса ан çўре.
Пирĕн пата пырсассăн
Ачашланма апу çук.
Апу пор та поррине,
Çавах çитмест
хăвăнне.
Шурă-шурă çăмартине
Шуратрăмăр, çирĕмĕр.
Ой кинĕм, Анна кин,
Юратрăмăр, илтĕмĕр.
Сайки, сайки кулачийĕ.
Эпир касса çимесен
Типсе каяс сасси пур.
Çакă ялăн хĕрĕсем
Эпир килсе илмесен
Ватта юлас сасси пур.
Çичĕ тиртен кĕрĕкне
Йăтмашкăн та вăй кирлĕ,
Тăхăнма та пў кирлĕ.
Ой кинĕм, Анна кин,
Çичĕ юта тухсассăн
ĕçлеме те вăй кирлĕ,
Пурăнма та ăс кирлĕ.
Хурăн çырли теесе
Хурăн тăрринче ўсес çук.
Ой кинĕм, Анна кин,
Эп ыр çын хĕрĕ теесе
Мăнна хурса çўрес çук.
Ой инки, кин килчĕ (2 хут),
Юрататăн пулсассăн
Мăн
çăкăрна йăтса тух,
Юратмастăн пулсассăн
Анкартине кайса тăр,
Шăтăк витĕр пăхса
тăр.
Ой инки, кин килчĕ.
Мăн çăкăрпа
тухатни,
Шур пирпеле тухатни.
Мăн çăкăрпа
тухсассăн
Пурнăç тулăх килет тет.
Шур пирпеле тухсассăн
Кун-çул вăрăм килет тет.
Ой инки, кин килчĕ,
Хĕвел çути кин килчĕ,
Уйăх çути кин килчĕ.
Ăшши ўктĕр кил çине,
Çути ўктĕр ял çине.
Апчар ялĕ, О.Е. Сапожниковăран (1914) С.А. Сапожникова
çырса илнĕ. 2003 ç.