Литературная Чувашия: книга года 2011
|
|||||
Отзывы читателей
Эссе о прочитанной книге Раисы Сарби «Илемпи юмахӗсем».
Нумаях пулмасть Раиса Сарпин «Илемпи юмахӗсем» кӗнекине шӗкӗлчесе тухрӑмӑр. Кӗнекене икӗ юмах тата пилӗк калав кӗртнӗ. Пурне те вуласа тухнӑ хыҫҫӑн мана ытларах «Хӑравҫӑ Марине» калав тыткӑнларӗ. Калавӑн ятне вуласанах Марине мӗнрен хӑранӑ-ши текен ыйту канӑҫ памарӗ мана. Кунта Куҫук ӗҫне тӑвичченех паттӑрланать, мухтанать. Маринене те вӑл ним ҫук ҫӗртенех хӑравҫӑ, чӑх чӗри тесе кӳрентерет, арҫын ача темерӗн. Анчах тытман упа тирне сӳме хушман пек, Куҫукӑн паттӑрлӑхӗ вышка ҫинчен каялла аннӑ чухне самантрах таҫта ҫухалать. Аялалла пӑхса илет ҫеҫ Куҫук – ҫавӑнтах хӑранипе урай ҫумне лӑпчӑнать. «Хӑравҫӑ» хӗр ача мухтанчӑк юлташне ҫак инкекрен мӗнле хӑтармаллине чухласа илет. Куҫука пулӑшас тесе Марине, хӑй хӑранине манса, юлташне ҫӑлма васкать. Тухса ӳкнӗ пусма вырӑнне хӑйӗн тутӑрне ҫыхса хӑврмаллине те тавҫӑрса илет. Эпӗ Марине шанчӑклӑ тус пулнине пӗлтӗм. Вӑл Куҫука инкекре пӗччен пӑрахса хӑвармасть, унран хӑравҫӑ тесе те кулмасть. Марине хӑй хӑранине ҫӗнтерсе Куҫука аяла анма пулӑшать. Ман шутпа, юнашар Марине пек шанчӑклӑ туссем пурри – чи пахи. Куҫукшӑн ку пӑтӑрмах урок пулчӗ. Шанас килет, малашне вӑл Маринене урӑх кӳрентермӗ. Ҫак калав мана питӗ килӗшрӗ. Эпӗ тата хам Марине вырӑнӗнче пулнӑ пулсан мӗн тӑвӑттӑмччӗ-ши тесе шутларӑм. Хуравӗ ҫӗйӗнчех тупӑнчӗ. Эпӗ те хамӑн юлташа пулӑшӑттӑм. Кӗнекери ытти хайлавсем те ӑса вӗрентеҫҫӗ. Пушкина Надежда, читатель Москакасинской библиотеки
Эссе о прочитанной книге Юрия Скворцова «Избранное».
«Сурăм хěрě» повеçре çыравçă чи малтан çут çанталăк илемне, икě çамрăкăн именчěк юртăвне, чăваш хěрě пит ěçченне малти вырăна хурать. Çут çанталăка сăнланă чух автор Каçликка варě çинчен ěненмелле çырса парать? Кунта пěтěмпех тěрěс çырнă. Каçликка варěпе çамрӑк чух эпě те сахал мар чупса çÿренě. Сурăм шывěнче шыва та кěнě, пулă та тытнă. Каçликка варě çумěнче вăрман пур. Эпир унта пуракпа сахал мар çырла пуçтарнă. Юрий Скворцов хăй те, Хурăнкассинче çуралнăскер, унти çěр- шывпа киленсе пурăннă, юратнă. Çавăнпа та пуль, кирек ăçта кайсан та, кирек мěнле çынсемпе пулсан та - тăван ялах, тăван ял çыннисенех аса илнě. Кирек мěнле хулара пулсан та – Санька пур пěрех ял ачи. «Сурăм хěрě» хайлава Юрий Скворцов хăй пурнăçě çинчен çырнă, Сухви (ятне ылмаштарнă) унăн килěштернě хěрě пулнă. Повеçри Сухви сăнарě вара ман юлташ тусăмăн амăшě пулать. Ку повеçри ěçсем пурнăçра чăн пулнă. Тен, çавăнпа çывăх пуль мана Скворцов çырнисем? Ман юлташ амăшě каласа панă тăрăх, вăл нумай ачаллă çемьере ÿснě. Сухви вěренмен пулсан та ăслă пулнă, ěçе тирпейлě те çыпăçуллă тума пултарнă. Тавракурăмě ансăр пулсан та – пысăк чěреллě вăл, ыттисем туйманнине туйма пултарнă. Уншăн ăна ял халăхě мухтанă та, хěрхеннě те. Сурăм пуххинче Саняна амăшě Сухвипе пěрле пулма хушать. Ăна пěремěк çитерме те, карусельпе ярăнтарма та хушать (Ах, мěнле юрататтăм эп Сурăм пуххине!). Саньăпа юлташěсем Сурăм пуххинче пěрле вăхăта ирттернě. Ун юлташěсем Сухвирен мěнле кěнекесем вулани çинчен , вуланă кěнекесен тěп сăнарěсем çинчен ыйтса хěр кăмăлне хуçнă. Юлташěсемпе пынă май Саня Сухви аякка юлнине те сисмен. Кунта çакна калас килет: «Мěншěн-ха Саня хăй юлташěсене Сухви камне каламасть, ăна лайăх мар туса хурать. Юлташěсен ыйтӑвěсем хушшинче хăварса хěре варалать». Çакăнта таптаннă та ěнтě Сухвин чунě. Сухви Саня çине тарăхать. Пухăра, Саньăран уйрăлсан, Варвари инкěшě кěтÿ кěтнě çěрте мěн каланине аса илет. Утне çитмен туртине тенě пек Сухви Саньăран уйрăлса юлсан пачах калаçман, сăмах татман каччăна хăйне вăрлаттарать. Мěн тери йывăр пулчě пуль ăна çакна тума! Сурăм пуххинче хальхи вăхăтра та хěрсем вăрласси пăрахăçа тухман. Хайлавра Сухви те, Саня та хӑйсен телейне хӑйсем таптанӑ. Айӑпӗ те, ҫын чунне амантни, илемне курманни. Ҫын чунне аркататпӑр, суранне тӳрлетместпӗр. Кайран вара шӑпа ҫине яратпӑр. Ҫавӑнпа такӑнать кал – кал чупакан кун-ҫул йӗрки. Ҫаканта каласа хӑварас килет. Сухви качча кайнӑ хыҫҫӑн та пулсан хулана кайса учителе вӗреннӗ, ялти ачасене нумай ҫул хушши вӗрентнӗ. Юрий Скворцовӑн хайлавӗсене вырӑсла куҫарса кӑларни ун пултарулӑхӗпе ытларах ҫынна паллашма май парать. Автор шухӑшӗнчен парӑнмасӑр, тӗплӗ ӗҫленӗ куҫаруҫӑ. Тав самахӗ калас килет ӑна. Андреева Галина Павловна, библиотекарь Анаткасинской библиотеки
Раиса Сарпин «Илемпи Юмахĕсем» кĕнекине хак пани. Пĕринчен тепри интереслĕ.
«Илемпи юмахĕсем» кĕнекене савăнсах вуласа тухрăм. Унта икĕ юмахпа пилĕк калав пичетленĕ. Вĕсем пурте пĕринчен тепри интереслĕрех. Кĕнеке «Пĕчĕк сĕтел» юмахпа пуçланать. Юмахри тĕп сăнар - Илемпи. Вăл хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хатĕрленет. Ашшĕ хĕрĕ валли пĕчĕк сĕтел ăсталать, амăшĕ вара хуплу пĕçерсе парать. Мĕнле телейлĕ çемье! Илемпи питĕ савăнăçлă, пултаруллă, ырă, хитре хĕр ача. Вăл пуринпе те кăмăллă калаçать, юлташĕсемпе килĕштерсе пурăнать. Мана унăн тĕлĕкĕ те питĕ килĕшрĕ. Унти чĕр чунсем çынсем пекех калаçаççĕ, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума пĕлеççĕ. Çак юмах пире, ачасене, пурнăçра туслă пурăнма, пĕр-пĕрине хисеплеме вĕрентет. Юмаха вулама çăмăл, кăмăллă. Чĕлхи таса, хитре, сăмахĕсем чуна çывăх. Уйрăмах мана кĕнекери ÿкерчĕксем кăмăла çĕклерĕç. Ÿкерчĕксем çине пăхсан хама çав юмаха лекнĕ пек туйрăм. Юмахри ачасемпе пĕрле савăнтăм. Вĕсен ячĕсем те мана килĕшрĕç. Эльпи, Атнер, Эрнепи, Пинер, Илемпи - чăн-чăн чăваш ячĕсем. «Сар чечек» юмаха вара хумханса вуларăм. Кунта ырăпа усал кĕрешеççĕ. Юмахри геройсем - чĕр чунсемпе ÿсен-тăран. Вĕсем те çынсем пекех шухăшлаççĕ, калаçаççĕ, юратаççĕ. Сар Чечеке Пыл Хурчĕ юратать. Мĕн тери сисĕмлĕ вĕсен юратăвĕ. Пыл Хурчĕ Сар Чечекшĕн хăйĕн пурнăçне те пама хатĕр. Юмах вĕçĕнче вăл Сар Чечеке вилĕмрен çăлса хăварас тесе Чăрсăр Ачапа кĕрешсе вилет. Пыл Хурчĕ мана чăн-чăн паттăр пекех туйăнчĕ. Сар Чечек мана питӗ килӗшрӗ. Уйрӑмах унӑн ырӑ енӗсем - каҫарма тата йывӑр вӑхӑтра пулӑшма пӗлни. Вӑл илемлӗ пит-куҫлӑ: ырӑ кӑмӑллӑ: ӑслӑ. Ӑна Ҫӗр Шапипе кукӑр ураллӑ ывӑл. Шапашка ялан Кӳрентереҫҫӗ, унран кулаҫҫӗ. Сар чечек шӑлне ҫыртса чӑтать. Анчах та вӑл вӗсене каҫарма та хатӗр, Шапашкана вилӗмрен ҫӑлса хӑварать. Лешӗ, чунсӑрскер: тав тӑвас вырӑнне каллех ӑна асаплантарма пуҫлать. Ҫапах та Сар чечек ӑна хӗрхенет, хӑй патӗнче пурӑнма сӗнет. Шапашка ҫав-ҫавах ӑнланса илеймест хӑй йӑнӑшне. Çак юмах ырра, чунсӑрлӑха хирӗҫ кӗрешме тата илемлĕхе туйма вĕрентет. Тавралăх илемлĕ куçа илĕртет. Ӑна ӳкерчĕксенчен курма пулать. Юмахри ĕçсене тӗрӗс хак пама пулӑшаҫҫӗ вӗсем. Ӳкерчӗксемпе ӗҫсем пĕрин хыççăн тепри килĕшӳллĕн çыхăнса пыраççĕ: вуласа ӑнланма ҫӑмӑл. Ҫын хуйхипе савӑнӑҫне, ыратӑвӗпе юратӑвне курма-туйма вӗрентет автор пире ҫак юмахра. Калавсене илес пулсан кашниех хӑйне евӗрлӗ. Пурне те пурнӑҫран илнӗ. Ӗҫсем вара тӑван ялта, тӑван урамра пулса иртеҫҫӗ. Калаври геройсем те ялти ачасемпе ҫынсем. Калаври геройсем кăмăллă ачасем. Пĕрисем тирпейлĕ, таса чунлă, ӗҫчен, пултаруллă, тавçăруллă, теприсем вара хăюллă, сăпайлă, ăшă та тарават кăмăллă. Калавсенче усал ĕç тăвакансем те пур, анчах вĕсем хăйсен йăнăшӗсене ăнланса илсе тÿрлетеççĕ. Çакă та мана питӗ килĕшрĕ. Хайлавсенчи сӑнарсем инкекре юлташĕсене пулăшма яланах хатĕр. Çакăн пек ачасемпе вара пурăнма шанчăклă, хаваслă. Раиса Сарпин «Илемпи юмахĕсем» кĕнеки маншăн чи юратнă кĕнеке пулса тăчĕ. Вӑл ачасене ирсӗр те ырӑ мар енсенчен сыхласа хӑварма пулӑшать. Кӗнекери сӑнарсенчи ырлӑх, кӑмӑллӑх, ӗҫченлӗх, тавҫӑрулӑх вулакана чӑннипех те тыткӑнлать. Эпĕ унăн çĕнĕ кĕнекисене чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Крючкова Ангелина Алексеевна, читатель Моргаушской центральной районной детской библиотеки им. А.Г. Николаева
Эссе о прочитанной книге Юрия Скворцова «Избранное».
Сюжет рассказа не сложен, но психологически драматичен. На фоне взаимных симпатий возникших у молодых выступают контрастом социальные предрассудки. Первое впечатление Санька простое и вроде бы понятное. Артист ориентируется в своих впечатлениях о деревенских жителях в стандартах усвоенных городской жизнью: «Господи,- подумалось тогда Саньке, - причем здесь я, у меня своя жизнь, что мне делать с такой женой?» Апломб городского жителя, боязнь неприятия своими коллегами девушки из глубинки, ассимиляция городской жизни богемы: гастроли, репетиции, концерты. Но все изменилось при встрече в доме девушки. Совместная прогулка в лесу и природа Чувашии, описанная автором изумительно: «Где-то заворковала горлица, пролетела сорока. Ветер качнул пышные зонтики медвежьей дудки, пригнул сильные синие колокольчики. Солнце уже клонилось к закату. В небе играли, смешиваясь, два цвета: светло-голубой и сиреневый». Но концовка рассказа заканчивается неожиданно. Санька отнесся к сорванному яблоку как к обыкновенному, не зная, что Сухви загадала на яблоке своего суженного. Это и явилось яблоком раздора и решением Сухви об их несовместимости. Да и для Саньки все было не однозначно: «Зачем? Как можно? Жениться. Что я, по-твоему, тракторист или скотник какой-то? Что я, по-твоему, колхозник, буду в этой глуши жить?» О Сухви: «Что мне с ней делать в городе? Да ее еще учить и учить надо, она же еще совсем дикая!» Хотя к однозначным выводам он не пришел под давлением матери пошел свататься к Сухви. Акклиматизация девушки в городе для Санька была мелочь, но на это совсем по-другому смотрела мать Сухви: «Кому там нужен полевой цветок, коли розы есть?» да и подруга Варвара, ссылаясь на свой опыт, отговаривала, отговорила. Это все вместе и решило судьбу Сухви. На ярмарке ее похитил и увез пастух Кузьма. Санька уехал злой. Прошло пять лет. Новая не случайная встреча. Объяснение и слезы Сухви. Хотя вывод и неоднозначен. Кто пожалеет. Кто осудит девушку, но не останется равнодушным. «Прислушавшись к мнению посторонних Сухви, разрушила свое счастье с Саньком. А жаль». Также близка книга ещё и тем, что в произведениях узнаваемы родные места, герои, события. Книга в целом учит молодое поколение, что часто от принятого в юности решения зависит вся дальнейшая жизнь, что нужно дорожить настоящим. Морозов Анатолий Евгеньевич, читатель Анаткасинской сельской библиотеки
Отзыв о прочитанной книге Михаила Юхми «Ӗмӗрлӗх юрату».
Акӑ «Чечек чӗрӗлнӗ кун» повестнех илер. Повесть тӗп геройӗсем Верккапа Питрав тата вӗсен амӑшӗсем Алтаккипе Укахви. Ачасем пӗчӗк чухнех ют амӑшӗсем патӗнче ҫитӗннӗ (вӗсене ултавлӑ ҫынсем шыва кӗртнӗ чух улӑштарнӑ), ҫитӗнсе ҫитсен вара икӗ ҫамрӑк пӗр пӗрне юратнӑ, вӑрҫӑ (хӑрушӑ вӑрҫӑ) вӗсене уйӑрнӑ, пурнӑҫӗсене иккӗшӗнне те вӑхӑтсӑр татнӑ. Анчах та амӑшӗсен чӗрийӗсем ҫав-ҫавах вӗсене иккӗшне те юратнӑ (ҫуратаканни те пӑхса ҫитентерекенни те) пур-пӗрех хытӑ юратса, ӗмӗрлӗх асра тытса пурӑнма хатӗр вӗсем, чӑваш амӑшӗсем… Тарӑн шухӑшлаттаракан, ултава хирӗҫлекен повесть… Акӑ «Ӗмӗрлӗх юрату» калавнех илер. Вӑрҫӑ хирӗнчен, салтакран килнӗ юлашки ҫырупа фото, тепӗр ӑста ҫыравҫӑн Анна Павловнӑн ӗмӗрлӗх таса юратӑвӗ ҫинчен Юхма Мишши ҫав тери ытарлӑн та илемлӗн ҫырса кӑтартнӑ. «Некей – паттӑр» чӑн чӑваш ҫыннин маттурлӑхне, ҫаврӑнӑҫуллӑхне, чеелӗхне те питӗ ытарлӑн ҫырса кӑтартать Юхма Мишши. Авторӑн Чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ кашни ӗҫӗ – пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн усӑллӑ хайлавсем. «Некей – паттӑрсем» халӗ те чӑвашсем хушшинче пур, анчах та хамӑр ӑссӑрлӑха пула эпир, чӑвашсемех, ун пек маттур ҫынсене пулӑшас вырӑнне, вӗсемпе мухтанас вырӑнне – ура хурса пыма та именместпӗр… Юхма Мишшин кашни ӗҫӗнчех тасалӑх, шанчӑк, ӗненӳ – кирлӗ выранта. Ҫак пӗчӗкҫӗ кӗнекене вуласа тухсанах эпӗ хам валли, хамӑн чун-чӗре валли, пысӑк пулӑшу тупрӑм. «Ӗмӗрлӗх юрату», шанчӑк, ӗненӳ – кашни ҫынрах, яланах пулмалли ҫинчен пире автор, Юхма Мишши, чӗнсех калать… «Кашни хӗрарӑм – ытарайми тӗнче», - тет Юхма Мишши. Вӑл пирӗн ҫинчен, чӑваш хӗрарӑмесем ҫинчен, ҫапла юратса та уйрӑммӑн ырӑрах ӗненсе кӑтартса ҫырни ахаль мар пулӗ. Ӑна Чӑвашӑн таса ҫыннисем, амӑшӗпе асламӑшӗ, чӑн чӑвашӑн сӑпайлӑ та ӗҫчен хӗрарӑмӗсем тӗрӗс воспитани панӑ, ҫавӑнпа та Юхма Мишши ытларах лайӑх, тӳрӗ чунлӑ, ӗҫчен хӗрарӑмсене сӑнлать. Хальхи ҫыравҫӑ Сергей Павловах илер-ха: «Унӑн хӗрарӑмӗсем пӗр-пек нушаллӑ, ялан хӑйсене пулах тӗрлӗ йывӑрлӑхсене кӗрсе ӳкеҫҫӗ, пурнӑҫра ырринчен ытла усалне шыраҫҫӗ (тупаҫҫӗ). «Эмине» пек хӗрарӑмсем пирӗн, чӑваш хӗрарӑмӗсем хушшинче, халӗ те пӗтмен-ха. Чӑваш хӗрарӑмӗсем халӗ те арҫынсемпе тан, е тепӗр чухне вӗсенчен те маттуртараххине кулленех кӑтартса тӑраҫҫӗ. Чӑвашӑн ҫеҫ аннесем, савни ҫинчен, юрату ҫинчен 1000-1000шер юрӑ ҫуралать, вӗсенче кашнинчех сӑпайлӑх, шанчӑк, ӗненӗ, пуласлӑх… Никитина Елена Флегентовна , читатель Межпоселенческой центральной библиотеки
|
|||||