Манăн асатте – ветеран.
Манăн асатте, Тимофеев Иван Тимофеевич, Хирти Мăнтăр ялěнче 1914-мěш çулта çуралнă. Ачалăхě те çак тăрăхрах иртнě. Ялти шкула пěтернě хыççăн пултаруллă çамрăка Хусан хулине, рабфака вěренме яраççě. Вěренсе пěтерсен Тутар республикинчи Аксу районěнчи шкулта ěçлет. Халăха вěрентсе, ěçе юратса пырать, ачасемпе ял çыннисем умěнче ырă ят çěнсе илет.
1939-мěш çулта асатте хěрлě армеец пулса тăрать. Каярах Вагаршепат хулинче службăра пулать. Унтах кěçěн сержант званине илет. Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан Иван Тимофеевича уйрăм мотострелковăй полка куçараççě. Иранра та службăра пулать манăн асатте.
Каярахпа Крым çурутравěнчи хаяр çапăçусем пуçланаççě. Тавралăх хăрушшăн кěрлесе тăнă. Сывлăшра самолётсем хуçаланнă. Снарядсем, минăсем çурăлнă, пульăсем шăхăрнă, танк гусеницисем чăнкăртатнă. Тимофеев кěçěн сержант расчёчěсем фашистсем еннелле снаряд хыççăн снаряд кăларса янă. Сасартăк çывăхрах хыттăн кěрěслетнě . Малаллине асатте нимěн те астумасть. Ăна, тăнне çухатнăскере, пирěн разведчиксем асăрханă. Вěсенчен пěри ураран йывăр аманнă артиллериста санчаçе янă. Унтан Тимофеева тылри госпитале ăсатнă.
Сывалса тухнă хыççăн Иван Тимофеевича 43-мěш стрелковăй уйрăм бригадăн артиллери дивизионне яраççě. Керчь хули çывăхěнче, наступлени вăхăтěнче асаттене тепěр хут амантнă. Çакăн хыççăн виçě уйăх госпитальте выртать вăл. Сывалса тухсан, Çурçěр Кавказра ирěке кăларассишěн пынă çапăçусенче пулать Иван Тимофеевич. 1943-мěш çулхи март уйăхěнче, Краснодар хули çывăхěнче, пěр хаяр çапăçура татах аманать манăн асатте. Дербент хулинчи госпитале вырнаçтараççě ăна. Унта çав вăхăтра тиф чирě çÿренě. Врачсем аран çăлса хăварнă Тимофеева.
Суранěсем тÿрленеççě пулсан та снаряд ванчăкě ěмěрлěхех иккěмěш группăри инвалид туса хурать. Вара асаттен Хирти Мăнтăра, çуралнă яла таврăнма тивет.
Ялта вара пурнăç юхăнсах çитнě. Пур çěрте те ěç алли кирлě пулнă. Манăн асатте алă усса ларма пултарайман. Икě çула яхăн колхозра бригадир пулса ěçленě. Вăрçă пěтсен, çулталăкран çемье çавăрнă. Хăйне валли Мария Илларионовнăна, Терпит ял хěрне, мăшăр суйласа илнě.
Мěн кăна тума пěлмен-ши манăн асатте? Вăл шкулта та вěрентнě. Асаннепе иккěшě тăватă ача пăхса ÿстернě. Пурне те аслă пěлÿ панă. Эпир вара, унăн мăнукěсем, асаттене яланах тěслěх вырăнне шутлатпăр.
Шел пулин те, паянхи кун асатте пирěн çумра çук. Анчах унăн çутă сăнарě пире яланах вăй-хăват парса тăрать, пурнăçра таса та тÿрě пурăнма хушать.
Аслă Çěнтерÿ пулнăранпа утмăл çул çитнě май асаттене халалласа эпě сăвă та çыртăм :
Паттăр салтак.
Ун чух кěрленě Аслă вăрçă,
Хаяр, хăрушă çапăçу.
Тăван çěр-шывăн ывăл-хěрě
Кар тăнă çирěппěн ун чух.
Хăрушă вăрçă, Аслă вăрçă.
Пěр вěçěм пульă шăхăрать.
Унта кунта чанлатнă хурçă,
Снаряд та минă çурăлать.
Тăшман пульли, хěн-хур, асап,
Çук, хуçайман сире, салтак.
Эсир кěрешнě те çěнтернě
Телейлě пурнăç парнеленě.
Мухтав сире, фронтовиксем,
Хастар та паттăр салтаксем!
Икě сăн ÿкерчěк
Çулсем иртеççĕ сисĕнмесĕр,
Тытса чараймăн алпала.
Сехет йĕппи шăвать кĕтмесĕр,
Чупать васкавлăн малалла.
Шел мар кунсем, çулсем иртнишĕн,
Кусать-ха пурнăç урапи.
Ман халăх пулнă-пурăннишĕн
Пуянланать ун кĕнеки.
Эппин, халь вуласа пĕлер-и
Асамлă çав кĕнекене.
Асаттесен çулне йĕрлер-и,
Тĕпчер-и йывăр пурнăçне?
Ик сăн ÿкерчĕк алăра ман,
Кăшт çуркаланнă хĕррисем…
Хаваслăх мĕнлине те маннăн
Йăл кулăсăр хитре сăнсем.
Пĕрин çинче пĕр харсăр каччă
Ларать пит шухăшлăн пăхса.
Тăван çĕре вăл юрататчĕ,
Çĕр-шывшăн кайрĕ те вăрçа.
Хăрушă вăрçă йăлт çунтарчĕ
Хуласене, вăрмансене,
Тăхлан çумăрĕсем çутарчĕ
Тăван енри çĕрсем çине.
Тăшман алхасрĕ шикленмесĕр,
Вĕлерчĕ мирле çынсене,
Нимле чуна та хĕрхенмесĕр
Чĕр юн юхтарчĕ çĕр çине.
Çав каччă тăшманпа кěрешрě
Усмасăр вăйлă аллине.
Фашист тěп пултăр, пěттěр терě,
Çывхартрě Çěнтерÿ кунне.
Телеграфист пулса хастаррăн
Вăл пурнăçларě тивěçне.
Раççей çыннин ятне ямарě,
Упрарě вăл çěр-шыв чысне.
Нумай нуша курма тÿр килнě,
Çÿренě вилěм çывăхрах.
Пуçне усман сержант, ас илнě
Тăван килне-вăй тупăннах.
Текех сăмах тăсса лармастăп,
Шутлатăр пуль: мěнле тете? .
Эп мухтанса, чăнах, калатăп:
Ку çын вăл – манăн асатте.
Ак тепěр сăн ÿкерчěк илтěм,
Пăхать чипер хěр ман çине.
Ку хěр те ман юратнă çыннăм.
Ку- манăн савнă асанне.
Медведева Р. С. (1919 – 1997)
Хастар, хăюллă çамрăк пулнă
Ман асанне çав вăхăтра.
Пуçланнă вăрçă - тухса утнă,
Пуçне усман хăрушлăхра.
Малтан çулсем вăл йěркеленě,
Тумхахлă вăрçă çулěсем.
Унтан çыхăнуçа вěреннě,
Пěлтернě тěрлě хыпарсем.
Шофёр ěçне те алла илнě
Ман пултаруллă асанне.
Тем чул апат турттарнă - килнě
Фронтри пур салтаксем патне.
Сěм тěттěм каç вăрман кашланă,
Шикленнě мěскěн чун- чěре,
Ман асанне пěччен васканă,
Пěрех çитнех çитес çěре.
Пур çулăм витěр утса тухнă
Хытарнă хăйěн кăмăлне.
Тăшман тулашнă, вěрнě, урнă -
Çěнтереймен хěр ěмěтне.
Халь сÿннě ěнтě вăрçă вучě,
Кěрлесе иртнě тупăсем.
Хаяр тăшманăн шалчи тулчě,
Пуçланчěç мирлě сар кунсем.
Манми суран туса хăварчě
Хăрушă вăрçă пурнăçра.
Мěн чул телейлě кун çухалчě,
Çынсем выртаççě тăпрара.
Асаттепе ыр асаннеçěм
Текех çук ěнтě çěр çинче,
Çапах манмасть вěри чěремçěм
Вěсен чăн- чăн паттăрлăхне.