Г.С.Мальцев (псевдоним Кенаш мучи) çыравçă, сăвăç – 1929 çулхи февралěн 10-мěшěнче  Элěк районěнчи Чăрăшкасси ялěнче хресчен çемьинче çуралнă. Геннадий Степановичăн пурнăç çулě такăр пулман. Ассакассинчи çичě çул вěренмелли шкула пěтернě хыççăн, Аслă Отечественнăй вăрçă çулěсенче пулас сыравса почтальон, звеньевой пулса еслене.

 1947–1948 çулсенче Вăрнарти уй-хир тата сад ăстисене хатěрлекен ял хуçалăх шкулěнче пěлěве ÿстернě. Пěр вăхăт агроном пулса ěçленě . Шкула çÿренě чухнех район хаçатне  заметкăсем çырма тытăннăскер, каярахпа та хаçат–журналсемпе сыхăнăва татман. Ăнсăртран мар ěнтě ăна, хастар ялкора, 1949 çулта Вăрнар хаçачěн редакцине ěçе илнě . Унта хастар çамрăк радиоорганизатор  тивěçěсене пурнăçласа пынă. Çапла майпа Г.С. Мальцевăн пултарулăх çулě район хаçачěнче пуçланнă .

   vvvvvvvvvvvv

 

1949–1952 çулсенче Геннадий Мальцев Совет çарěнче службăра тăнă. Унтан таврăнсан висě çул хушши тěрлě вырăнсенче ěçленě. Унăн ěçě ял хуçалăхěпе, радио, телевиденипе çыхăннă, республика хаçачěсене çырса тăма та вăхăт тупнă .

1961–1965 çулсенче вăл малтан Мускавра, унтан Ленинградра партин Аслă шкулěн журналистика уйрăмěнче вěреннě. Алла диплом илсен Йěпреç район хаçачěн редакторěнче, Шупашкар район хаçачěн редактор заместителěнче, «Капкăн» журналта тимлет.

       1976–1985 çулсенче Геннадий Степанович – Чăваш Республикин Писателěсен союзěн илемлě литературăна пропагандăлакан бюровăн заведующийě. Çав вăхăтрах повеçсем, сăвăсем калаплать çыравçă. Унăн пěрремěш кěнеки «Юратăва упра» ятпа тухнă, ăна яш–кěрěм ăшшăн кěтсе илнě. Çакăн хыççăн ытти кěнекисем те

   vvvvvvvvvvvv

 

кун–çути курнă: «Çухалнă кун» (1974), «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă» (1976), «Пирěн асанне» (1978), «Парне кунě» (1979), «Олегпа Валерик тусěсем» (1982) .

      Поэзи анинче те ăнăслă ěçлене Г.С.Мальцев. Вăл çырнă чылай сăввисемпе чăваш композиторěсем Ф. Лукин, А.ОрловШуçăм, А.Сергеев,  Ю.Кудаков , А. Бурундуков, Г. Маркиянов юрăсем  хывнă .

     Г.С. Мальцев хăйěн вăрăм мар ěмěрěнче кулăшла калавсем, тěрленчěксем, очерксем, повеçсем çырса пичетлерě, ăсталăхне чăтăмлăн çине тăрса устерсе пычě. Юлашки çулсенче пысăк произведенисем çырма вăй-хал çитерчě, анчах та вěсем пичетленсе тухасса кěтсе илеймерě. Мальцев Г.С. 63 çула кайсан, 1991 çулхи декабрěн 10–мěшěнче вилсе кайрě .

     СССР Журналистсен союзěн, 1979 çултанпа СССР Писательсен союзěн членне Г.С. Мальцева (Кенаш мучие) Чăваш АССРěн Верховнăй Совечěн Президиумěн РСФСР Писательсен союзěн, Пěтěм Союзри «Пěлÿ» обществин «Хисеп грамотисемпе», «Отличник культурного шефства над селом» знакпа наградăланă.   

 

         vvvvvvvvvvvv

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

  Г.С.Мальцев пурнăçěпе

         тата пултарулăхěпе паллаштаракан  

          паллăрах статьясемпе рецензисем :

 

·   Тимуков А.Н.  Мальцев Геннадий Степанович //Краткая чувашская энциклопедия – Чебоксары , 2001 – с.260

·   Геннадий Степанович Мальцев // Ефимов Л.А. Элěк Ен – Элěк, 1994 – с.287-288.

·   Дмитриев-Шашкар В. Пěрле ěçленěччě эпир… [Иртнине аса илсе  Г.Мальцев писатель çинчен] // Ленин çулěпе / Элěк районě) – 1994 апр.-19-е.

·   Мальцев Г. Силантий – ман юлташ : [Калав. Г.Мальцев 60 çул тултарать]. – // Коммунизм ялавě – 1989 -  февралěн 10-мěшě.

·   Агивер Ф. Этем пурнăçě – этем масарě // Тăван Атăл – 1996 – 6№ - 70-71 с.

·   Белов Л. Юлташăм çинчен /Л.Белов//Тăванъен (Шупашкар р-нě). – 1997 – 19 çурла

·   Иванова И. Мальцева асăнса /И.Иванова // Хыпар – 1999.- 12 нарăс.

·   Лукин А. Мěн-ма сунме васкатăр, сăлтăрсем?: [Сăвă] / А.Лукин // Лукин А. Ялан санпа, ялан пěрле.- Шупашкар, 1995. – с.111-112.

·   Степанов В. Пултарулăх çулěпе / В.Степанов // Пурнăс çулěпе (Элěк р-нě).- 1999 – 16 нарăс.

·    Булавина Л. Вечер памяти в Литературном музее / Л.Булавина// Чебоксар. новости. – 1999 – 12 февр.

 

 

ÇЫРАВÇИСЕМ ЭЛĚК ЕН

 

 


Аликовская  центральная  районная библиотека

 

 

 

 

 

Пултарулăх çулěпе

 

 

Геннадий Мальцев çуралнăранпа 75 çул çитнě май

 

     

 

 

 

 

          с. Аликово - 2004 г.

назад