Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен ĕçе пĕтĕмлетес пулсан, тÿрех çапла çирĕплетмелле - пулăшу палăрмалла ÿсрĕ. Çакă юлашки виçĕ çулта ку сферăра пурнăçлакан ĕçсем валли укçа-тенкĕ ытларах уйăрнипе те çыхăннă.
Ветерансене, тыл ĕçченĕсене, пĕччен пурăнакан ватăсене килти пулăшу парасси лайăхланчĕ. Социаллă ĕçченсем шефа илнĕ ватăсем патĕнче час-часах пулаççĕ, пурнăç условийĕсене куллен тĕрĕслеççĕ, тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.
Социаллă хÿтлĕх пайĕ нушаллă-тертлĕ пурăнакан ватăсене тупса палăртса хÿтлĕхе илессипе чылай ĕçлет, кирлĕ пулăшу кÿрет.
Районта юлашки çулсенче Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче ватăсене чаплăн чыслассине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Ун йăлипе социаллă пулăшăва ÿстерес тÿллевпе аслă ăру çыннисен ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Ку енĕпе районте мĕнпур тенĕ пек организаци-предприятисем, ял хуçалăх кооперативĕсем те хăйсем патĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене уяв кĕрекине пуçтараççĕ.
|