Публикации
 На главную
  Фильтр: Не установлен.  Режим просмотра записи  

48 çынна пулăшрăмăр

30.09.2006 
"Пурнăç çулĕпе"Аликовская районная газета"
Ватлăха никам та кĕтмест. Анчах çав вăхăтрах пăрăнса юлаймăн. Ку тапхăр пăшăрханусăр иртмест. Пĕрисем, сăмахран, пĕччен тăрса юлнă, теприсен тупăшĕ ытла сахал. Ун пеккисене пулăшу кирлех. Çавна тĕпе хурса, ватă çынсен кунĕ ячĕпе 48 çынна хавхалантарма палăртрăмăр. Вĕсене пенси фончĕ урлă укçа уйăрса панă.
Чылай ватăсене санаторисемпе кану çурчĕсене кайма путевкăпа тивĕçтеретпĕр. Çак кунсенче кăна ку çăмăллăха Питĕшкасси ялĕнчи Владимир Андреев ĕç ветеранĕ тивĕçрĕ. Вăл республикăри ветерансемпе инвалидсен реабилитаци центрĕнче сывлăхне çирĕплетет.

Отдел соцзащиты Аликовского района
TopListСводная статистика портала