Чăваш Республикинчи Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕ Ватă çынсен кунĕ ячĕпе районта "Пиçсе çитнисен тата ăслисен çулĕпе" ятпа акци иртет. Ăна "Нумай пурăнакансене - чечексем", "Ырă ĕç", "Шăпа парнеленĕ тĕл пулусем" ятпа ирттерме сĕнетпĕр. Çавна май, çулланнисене чысласа, вырăнсенче тĕрлĕрен мероприятисем пулччăр. Ылтăн, кĕмĕл туй ирттернисем, ĕç коллективĕсенчи 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем, çавăн пекех 60 çултан иртнĕ арçынсен ячĕпе мĕншĕн ăшă сăмахсем калас мар-ха. Ветерансенпе çамрăксен организацийĕн, вăрăм çул утса тухнисемпе вĕренекенсен тĕл пулăвĕсене йĕркелемелле. Çулланнисене тыр-пул пухса кĕртнĕ, фермăсене хĕле хатĕрленĕ, картишĕсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте пулăшсан питех те аван пулмалла. Пĕчĕк тупăш илекен пенсионерсене социаллă пулăшу памалла. Ыркăмăллăх апачĕсем, культурăпа-массăллă мероприятисем тÿллевсĕр концертсем те хавхаланттарччăр ватăсене.
|