Мăн Выла ял тăрăхĕнче пурĕ 1279 çын шутланать. Вĕсем виçĕ ялта пурăнаççĕ. Чи нумай пурăнакансен йышĕнче Марфа Николаевна Николаева. Вăл Çирĕккасси ялĕнчен, тăлăх арăм, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, ултă ача амăшĕ. Иртнĕ уйăхра 98 çул тултарчĕ. Марфа Николаевна нумай çул тăван колхозра ĕçленĕ. Вăл 98-та пулин те, хăйне лайăх туять, пурнăçĕ çинчен мăнукĕсене, мăнукĕсен ачисене каласа парать. Çывăх çыннисене хăй пекех нумай çул пурăнма сĕнет.
Нумай çул пурăнассипе иккĕмĕш вырăнта - Çирĕккассинченех Матрена Андреевна Андреева. Вăл апрельте 95 çул тултарчĕ, тăлăх арăм, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.
|