Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Чăваш Енри Аттепе анне çулталăкĕ хупăнчĕ

11 декабря 2017 г.

Паян Чăваш Енри Аттепе анне çулталăкĕ савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ. Çакна халалланă уяв Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Енри тĕслĕхлĕ çемьесем пухăнчĕç. Вĕсенчен пĕринпе - Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте пурăнакан Смирновсемпе Вероника Павлова тĕл пулчĕ. 

Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Ялти культура керменĕнче спектакль лартма хатĕрленеççĕ. Вырăнти артистсем пушă вăхăт тупăнсанах репетицине васкаççĕ. Вĕсене клуб ертÿçи Елена Смирнова хавхалантарса тăрать, канаш-сĕнÿпе пулăшать. Вăл çичĕ çул ĕнтĕ ялти пултарулăх çурчĕн ĕçне йĕркелесе пырать. Мăшăрĕ Александр Геннадьевич клубра газ операторĕнче тăрăшать, «культура вучахĕн» пурнăçне хастар хутшăнать. Ачисем те шкул хыççăн тÿрех ашшĕ-амăшĕ патне васкаççĕ. 

Елена тата Александр Смирновсем çак ялтах çуралса ÿснĕ. Каччă салтакран таврăнсан çемье çавăрнă. Вунпĕр çул вĕсем килĕштерсе пурăнаççĕ, икĕ арçын ача та пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Чи пĕчĕкки Мария çулталăк та сакăр уйăхра çеç. Çемье пур енлĕ хастар. Тăтăшах пултарулăх конкурсĕсене, ăмăртусене хутшăнать. Мăшăрăн сăмахĕпе, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе тата юратса пурăнни вăй-хăват парать. 
Вунă çул каялла культура керменĕпе юнашар ял халăхĕ хăйĕн вăйĕпа чиркÿ хăпартма пуçланă. Халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ. Çак пархатарлă пуçарура Смирновсен тÿпи те пур. 

Ял çыннисем чиркĕве çывăх вăхăтра хута ярасса шанаççĕ. «Вăй-хал пур чух ÿркенме кирлĕ мар. Кашни çĕнĕ куна йăл кулăпа пуçламалла», - теççĕ Смирновсем. 

Аттепе анне Çулталăкне пĕтĕмлетекен уявра, паллах, Смирновсене те курма пулчĕ. Залра пине яхăн хăна. Вĕсем пур хулапа районтан килсе çитнĕ. Кашни çемьен шăпи хăйне евĕр кăсăклă. Пурте пĕрле вара вĕсем республикăна паянхи кунĕ тата пуласлăхĕ. 

Республика пуçлăхĕн сăмахĕпе, Чăваш Енре пĕлтĕрхипе танлаштарсан, мăшăрланакансем нумайланнă, уйрăлакансем вара сахалланнă. Михаил Игнатьев çемьесене патшалăх енчен малашне те пулăшса пырассине палăртрĕ. Чи хастаррисем вара уяв сцени çине хăпарчĕç, хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Источник:http://chgtrk.ru/news/17829

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика