Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Вăрмар районĕнчи ялта пăртан кÿлепесем тунă

31 января 2017 г.

Вăрмар районĕнчи ялта пăртан кÿлепесем тунă

Республикăн экономика министерствинче „Чăваш Ен çутисем - 2017” йăлана кĕнĕ конкурса пĕтĕмлетеççĕ. Ун вăхăтĕнче хĕллехи чи илемлĕ çуртсемпе урамсене, ялсемпе хуласене палăртаççĕ. Конкурса тăтăшах Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕ те хутшăнать. 

Леонид Петров, Михаил Солин

Энĕшпуçне кĕрсенех „Эпĕ тăван яла юрататăп“ стеллăна асăрхатăн. Тĕп урамри чиркÿ умĕнчи лаптăк та хăйĕн патне илĕртет. Çулла кунта фонтанран шыв сирпĕнсе тăрать, хĕлле вара асамлăх тĕнчи хуçаланать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пуçарнипе бассейна шăнтса варрине чăрăш вырнаçтарнă. Ăна тĕрлĕ çутăсемпе капăрлатнă. Çавăн пекех пăртан кÿлепесем тунă. 

- Кÿлĕрен кайса пăрсем касса килтĕмĕр. Ёлка йĕри-тавра 8 юпа купаласа хăпартрăмăр, çутăпа илемлетрĕмĕр, - каласа парать Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. 

Олег Иванов çакăн пек пăр кÿлеписене пĕрремĕш хут Салехардра курнă. Унăн илеме тăван тăрăхра та тăвас кăмăл çуралнă. 

- Хастар çынсем пулăшрĕç. Кам пăра пăчкăпа касса, кам машинпа турттарса панă. Купаланă чух илсе пани те паха, - тăсать сăмахне Олег Иванов. 

Лаптăк ял çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăнă. Кунта ача-пăча пĕрмай хĕвĕшет, çитĕннисем те çакăнта час-час тĕл пулаççĕ. 

- Каçхине ĕçрен таврăнатпăр - хитре гирляндăсем çунаççĕ, çынсем час-час сăн ÿкерĕнеççĕ, - каласа парать ялта пурăнакан Александр Александров. 

Энĕшпуçсем тирпей-илем кĕртессипе районти тата республикăри ăмăртусене пĕрремĕш çул мар хутшăнаççĕ. 2015-мĕшĕнче вĕсем „Чăваш ЕН çутисем“ конкурсра ялсем хушшинче малти вырăна тухнă. Кăçал та тÿресем вĕсен тăрăшулăхне тивĕçлĕ хакласса шанаççĕ. 
Источник:http://chgtrk.ru/?c=view&id=14862

 

Вăрмар районĕнчи ялта пăртан кÿлепесем тунă
Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика