Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Видеоновости » Комсомольски районĕнчи нумай ачаллă çемье çĕнĕ çуртлă пулчĕ

18 января 2018 г.

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Шăхранри нумай ачаллă Тимкинсен çемйи хăтлă çурт хуçи пулчĕ. Çак саманта вĕсем пилĕк çул кĕтнĕ. Кил уççине вĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç.

 Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Тимкинсен çемйинче ултă ача. Чи асли 20 тултарнă, кĕçĕнни 6-ра. Татьяна Максимовна ачисемпе Каçал тăрăхне çичĕ çул каялла Канаш районĕнчен куçса килнĕ. Амăшĕн капиталĕпе йывăç çурт туянса çак ялта тĕпленнĕ. Паллах, пысăк çемьене унта пурăнма тăвăр пулнă.

 Кĕске вăхăтра ял вĕçĕнче çĕнĕ  çурт ÿссе ларнă – ăна федераци программипе хăпартнă. Проект хакĕ - 2 миллион та 900 пин тенкĕ. Подрядчик ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тунă. Халĕ кунта пурăнмалли майсем хулари пекех: газ тата ăшă шыв пур. Ĕненме те йывăр, тет савăнса кил хуçи.
Халĕ çуртра сĕтел-пукан вырнаçтармалли çеç юлнă. Аслă ывăлĕ Артем çакăн валли укçа ĕçлесе илме Мускава каяс шухăшлă. Хĕрĕ Наташа, Шупашкарти педагогика колледжĕнче музыка учительне вĕренекенскер, фортепиано пирки ĕмĕтленет.

Çынсен çурт-йĕр ыйтăвне татса парассипе районта кăçал та ĕçлĕç. Нумай ачаллă тата 8 çемье черетре тăрать.
Источник: http://chgtrk.ru/news/18131

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика