Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

МАКСИМ ТИМОФЕЕВИЧ БЕЛЬЦОВ

                     

Кивĕ Чукал композиторĕ М.Т.Бельцов çуралнăранпа 87 – çул.

Ырă çын вилет – ят юлать, тесе, çакна М.Т.Бельцов композитор çинченех каланăн туйăнать.

Хăй текех çук пулин те, унăн юррисем паян та янăраççĕ. Максим Тимофеевич – пирĕн ентеш. Вăл 1923 çулхи майăн 24-мĕшĕнче  Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă.Ялти шкула пĕтерсен пулас композитор Улатăр педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ.Шăпах çкăнта юрă-кĕвĕпе лашнă çамрăк, музыка  тĕнчинче  малтанхи утăмсем тунă, тĕрлĕрен инструментсемпе выляма хăнăхнă. Малалла  Патăрьелĕнчи педагогика тезникумĕнче вĕреннĕ.униа вăл вĕреннĕ хушăрах студентсен хорне тата Патăрьелĕнчи художество пултаруллăх ушкăнне ертсе пынă, хăйĕн юррисене кĕвеленĕ.

1942 çулхи майран пуçласа 1945 çулхи октябрьчен композитор фронтра пулнă. Вăрçăра та искусствăран уйрăлман салтак, хăй çапăçнă минă-летчиксен батальонĕнче пултаруллăх ушкăнне йĕркелесе янă. М.Т.Бельцов вăрçăран кăкăр туллии  орден-медальпе таврăннă.Салтак шинельне хывсан М.Бельцов тăвн ялĕнчи шкулта учительпулса ĕçлеме тытăннă, çак хушăрах Шупашкарти учительсен институтне заочно пĕтернĕ.Кайран вăл Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ шкул-интернатра вĕрентнĕ.

Кивĕ Чукалта ĕсленçулсенче композитор ялти çамрăксемпе хор йĕркелесе янă. Вăл ертсе пынă коллектив чапĕ район тулашне сарăлнă.

М.Т.Бельцов ертсе пынă коллектив республика акатуйне те пĕрре çеç маар хутшăннă. Композитор художество пултаруллăх коллктивне 30 çул пĕр тÿсевсĕр ертсе панă.

М.Т.Бельцов тивçлĕ канăва 1986 çулта Кивĕ Чукальтан Шупашкарк куçса кайнă.

М.Бельцов 60 яхăн юрă кĕвеленĕ. Вĕсем радиопа 1959 çултанпа янăраççĕ. Вăл композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикинчи хор обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧАСССР 40 çул çитнĕ ятпа иртнĕ фестиваль Лауреачĕ.

2000 çулта мартăн 13-мĕшĕнче унăн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă.

 

 

 

Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика