Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

26.11.2020 Тĕрĕ ăсти - Зинаида Большакова

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ чăваш тĕррин кунĕ тесе палăртнă.

Ĕлĕкренпех чăвашсем тăван çĕршыва çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ. Тĕрĕ вăл – чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри. Чăваш тĕррин илемĕ такам чунне те канăçтарма пултарать, хуть те мĕнле куçа та илĕртет. Кĕвĕ пек илемлĕ, илĕртÿллĕ тĕрĕ çинчен нумайăшĕ куçне илеймест. Мĕн тери паха вăл. Калăн, тĕрĕре халăх чунĕ хăй усранать тесе. Çын чĕрине хаваслă уяври пек çĕклентерсе яраççĕ вĕсем. Çутçанталăк хăй парнеленĕ тейĕн ку илеме: тĕрĕре – Атăл хумĕсен мăнаçлăхĕ, сарă тулă пучахĕсен илемлĕхĕ, хĕвел ăшшийĕпе шевлийĕ те – пурте, пурте пур. Чăваш тĕрри. Вăл пирĕн чуна хăйне евĕр илемĕпе тыткăнлать. Тĕрĕ чĕрĕ пек. Ун çине пăхас та пăхас килет.  

Тĕрлеме пысăк чăтăмлăх, тăрăшулăх кирлĕ. Чаплă тĕрĕ тума чунĕпе пуян, кăмăлĕпе çепĕç, ăс-хакăлĕпе пысăк çын çеç пултарать. Çакăн пек çынсем пирĕн тăван халăхăн, чăваш халăхĕн нумай. Вĕсенчен пĕри Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕнче пурăнакан Зинаида Большакова. Вăл тĕрлеме пĕлмен япала çук та пулĕ. Тĕррисем унăн шăрçа пек, асамат кĕперĕ пек юхса пыраççĕ. Вăл çĕлеме, çыхма, тĕрлеме ăста. Хăй ĕмĕрĕнче тĕрленĕ тĕрĕсен, çыхнă япаласен шучĕ те çук. Пушă вăхăт тупăнсанах çыхма-тĕрлеме ларать вăл. Тепĕр чух çĕрле 2-3-чен те ĕçе алăран пăрахмасть, хăпартланса çыхать е тĕрлет.

Ĕлĕк чăваш хĕрĕ 5 çула çитсенех хăйă çутинче ларса тĕрĕ тĕрленĕ. Хăйне валли, пулас мăшăрĕ, тăванĕсем валли парне, тупра хатĕрленĕ. Пур чăваш хĕрĕ те тĕрлеме пĕлнĕ. Тĕрлеме пĕлмен хĕр юрăхсăр шутланнă. Ĕлĕк-авал чăваш хĕрарăмĕ тĕрĕ тĕрлесе сахал мар вăхăт ирттернĕ. Уйрăмах хĕр чухне тĕрĕпе нумай вăхăт ирттернĕ. Пĕве çитнĕ хĕрсем хăйсене валли ĕмĕр ĕмĕрлемелĕх çи-пуç туса хатĕрленĕ, ăна тĕрлесе капăрлатнă. Унсăр пуçне минтер пичĕсем, сĕлкесем, алăк каррисем тата ыттисем те. Тĕрĕпе качча килнĕ хĕр пуян, ĕçчен шутланнă. Туй халăхĕ те унăн туприне курма, пахалама пултарнă. Вĕсене пурне те çын курмалли вырăна çакнă. Çак йывăр ĕçе вĕсем çулталăк тăршшĕпех туса пынă. Хĕлле çип арласа хатĕрленĕ, çур еннелле пир тĕртме тытăннă, пахча ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн утă çине е тырă вырма тухичченех тĕрĕ тĕрленĕ. Уйрăм япаласене хăшпĕр уяв кунĕ тĕлне хатĕрленĕ.

http://gov.cap.ru/Info.aspx?type=news&id=4329613&gov_id=534

https://vk.com/club194578022

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика