Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

23.04.2020 «ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ИЛЕМĔ СĂВĂРА» АКЦИНЕ ПУРТЕ ХУТШĂНАР

Чăваш наци библиотеки Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи илемĕ сăвăра» акци ирттерет. Унта  юратнă поэтсен сăввине е  хăвăр çырнă сăвăсене  чăвашла  вулама юрать. Сăввисем çак темăсемпе пулмалла: чăваш чĕлхине сăвапласа, ачасем валли çырнă сăвăсем, вăрçă çинчен çырнă сăвăсем.

   Акцие хутшăнакансен сăвă вуламалла, видеоролик çырса  социаллă тетелсенче ятарлă хештегпа (люблю чувашский) вырнаçтармалла е çак адреспа ярса памалла: kray@nbchr.ru.

  Сăвă вулакансем, анкета  тултарсан  пурте  электронлă майпа сертификат илме тивĕçлĕ пулĕç.

    «Чăваш чĕлхи илемĕ сăвăра» акцине Елчĕк районĕн Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ. Пурне те ăнăçу сунатпăр!

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика