Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

21.02.2020 Василий Эктелĕн «Хурăн çырли уçланки»

 

Тăван литературăна кăмăллакансем Василий Эктелĕн (1950–2005) ятне илтнех. Пултаруллă çыравçă тĕрлĕ жанра алла илнĕ: Василий Петрович  – туйăмлă сăвăç та, тарăн публицист та, хĕрÿ литература критикĕ те, ача-пăча çыравçи те, художниксем пирки чылай статья çырнă сумлă художество критикĕ те.

Кăларăма сакăр калавпа («Рак хуранĕн юрри», «Вырăс хĕрачисемпе туркмен ачи», «Хурăн çырли уçланки», «Чĕнмен хăна» т.ыт.те) икĕ повесть («Лили», «Юрату урокĕсем») кĕнĕ. Юратупа курайманлăх, кĕвĕçÿпе каçару, тасалăхпа нĕрсĕрлĕх, ырăпа усал тата ытти тема этеме яланах шухăшлаттарнă, тавлаштарнă. Василий Эктел произведенийĕсенче сăнланнă ĕçсем те вулакана хумхантарма пăрахмаççĕ, пурнăçа тĕрлĕ енлĕн кăтартаççĕ.

«Хурăн çырли уçланки» калаври вун пиллĕкри Радик тăххăрмĕш класа çуллахи каникултан йăлтах улшăнса таврăнать. Мĕне пула. Тен, кама. Çамрăк çын вĕри, хĕрÿ ĕмĕчĕсем хăюллă. Юн вĕрени тем патне те илсе çитерме пултарать. Йăнăш утăм тăвасси питĕ ансат.

 «Аташуллă каç» калаври Саша авланнине пăхмасăрах туйăмсен авăрне пуçĕпех чăмать. Пуйăсри кĕтмен тĕлпулу унăн ăс-пуçне йăлт арпаштарса ярать. Вăхăтлăх киленĕç кÿнĕ пикене «тин килнĕ те пăчланнă телей» вырăнне хурать çамрăк арçын, ăна тепĕр пуйăса ларса хăвалама та хатĕр.

«Лили» повесть йывăр çемьере çитĕнекен çамрăк хĕр кун-çулĕпе паллаштарать. Лилин ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Амăшĕ ĕçке ярăннă, çĕнĕ арçынсем тупăнсах тăраççĕ унăн. Вун пиллĕкри хĕр тепĕр чухне тăраниччен апат та çиеймест, мĕншĕн тесен укçа çук. Лили çинчен вулакансене дядя Гена текен сăнар пĕрремĕш сăпатран каласа парать. Вăл хăйне евĕр философ пек тухса тăрать пирĕн ума, тăтăшах тарăн шухăша путать.

Хаклă вулакансем! Эсир Аслă Таяпа ял вулавăшне килсе Василий Эктел çырнă  «Хурăн çырли уçланки» кĕнекене илсе вулама пултаратăр.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика