Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2014.03.21 «Шкул ачисем юратнă çыравçăпа тěл пулчěç»

«Алманчăри пěтěмěшле вăтам пěлÿ паракан» муниципалла бюджетлă вěрентÿ учрежденийěн 8-мěш класěнче вěренекенсем Николай Ишентей çыравçăпа тěл пулу ирттерчěç.

Ялти вулавăш ěçченě Т. Каруева вулакансене кěскен çыравçăн пурнăçĕпе паллаштарчě.

Паян «Атăл – Волга» издательство суртĕнче вăй хуракан çыравçăн пултарулăх арчинче тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавсем пур, вуншар кĕнеке пичетленсе тухнă.

Николай Петрович ачасене «Кěрешўпе юрату» кěнекипе паллаштарчě.  Кěнекене икě повеç кěнě. Иккěшěнче те пěр тема – юрату пěрлештерет. Кěнекери геройсем чăн-чăн юрату пуррине ěненеççě, уншăн кěрешеççě. Кěрешўсěр юрату килмест. Повеçре каласа кăтартнă юрату историйě тўрремěнех çакна ěнентерет. Таса туйăма сыхлама таса кěрешў кăна вăй-хал çитерě.

«Чěрепе планета» (Планета и сердце) кěнеке çинче автор уйрăммăн чарăнса тăчě. Автор ачасене кěнекене кěнě произведенисемпе паллаштарчě, хăшне-пěрне вуласа та пачě. Кěнекере маларах çырнă сăвăсемсěр пуçне вулакан умне пěрремěш хут тухаканнисем те чылай. Ку кěнекене республикăра иртекен «Литературăлла Чăваш Ен: çулталăк кěнеки» конкурса тăратнă.

Çавăн пекех автор вулакансене çěнě кěнекисемпе те паллаштарчě.

Ачасем çыравçа тěл пулушăн тав туса малашне нумайран та нумай произведенисем çырма, татах пулма сунчěç, асăнмалăх сăн ÿкрĕç.

Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика