Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Театр историйĕ

 

Театрсен хăйсен кун-çулĕ,

Хăй пурнăçпе вăл пурăнать.

Ялан малти ретре вăл пулĕ,

Ялан пурнăçа вăл çутатать.

Артист – театрăн пĕр пĕрчи вал,

Анчах та унсăр ним те çук.

Артист – хĕвел, валах çут çăлтăр,

Вăл çутатать хăй çуннă чух!

 

Хăйĕн тахçанхи йăли-йĕркипе Оринин - чăннипех те театр сали. Оринин халăх театрĕ ял историйĕнче темĕнле уйрăм, пысăк вырăн йышăнса тăрать. Ĕлĕкех, кино та, телевизор та пулман чухнех этемлех театр енне туртăннă. Меншĕн тесен театр – илĕртÿ тĕнчи, театр – туйăмлăх тĕнчи, театр – асамлăх тĕнчи. Шекспир каланă сăмахсене аса илсе «Оринин ялĕ вăл хăй театр» тесе калас килет. Чăн та, Оринин ялĕнче театр ĕçне хутшăнман çынна тупма та йывăр. Театр чапĕ вара тахçанах тăван Муркаш районĕнчен тухса пĕтĕм Чăваш Республикипех сарăлнă. Кунти çынсем театра чунĕпе парăннă çынсем. Орининти халăх театрĕн историйĕ 1918 çулта, хальхи К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш драма театрĕ çуралнă çул, Орининти пуçламăш шкулта кĕркунне, Чикме хулинче вĕренекен Михаил Моисеевпа Анисим Ильин студентсем тăрăшнипе çуралнă. Вĕсем, шкул çуртĕнче сцена ăсталаса А.С.Пушкинăн «Борис Годунов» трагедийĕнчи «Литва чиккинчи хупахра» сценкăна выляса панă.

Каярахпа драма кружокĕ Шиллерăн «Хаярлăхпа юрату», Н.Островскин «Хăв пурнас килнĕ пек ан пурăн» ятлă пьесăсене халăх умне кăларнă. Вăл вăхăтра чăвашла çырнă пьесăсем пулман, вырăсларан чăвашла куçарма тивнĕ.

 1930 çулсем хыççăн колхозсем йĕркеленсе çирĕпленсе пынă май ялти культура вучахĕсем — клубсемпе вулав çурчёсем уçăлма тытăннă. Ку вăхăтра Орининта тата Мулкачкасси ялĕнче çĕнĕ клубсем уçăлнă. Вăл вăхăтра Орининти драма кружокне ялти хастар çамрăк СП. Павлов - Этмин ертсе пынă. Драма кружокĕ Ф.Павловăн «Ялта», П. Осиповăн «Айтар» драмисене Мулкачкасси клубĕнче выляса панă.

1935 çулсенче Орининти драма коллективне Чăваш драма театрĕ шефа илет. Шупашкарти артистсем тата режисерсем час-часах Оринина килсе ялти артистсене пьесăсем суйласа илме, спектакльсем лартма пулăшаççĕ, вĕсене Шупашкарти театра чĕнсе репетицисенче мĕнле ĕçленине кăтартаççĕ, спектакльсем кăтартса, вĕсене сÿтсе явнă çĕре хутшăнтараççĕ, сцена искусствине вĕрентсе нумай ăс-тăн параççĕ.

1945 çултан пуçласа театр ушкăнĕ пултаруллă, искусствăна чунтан парăннă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсемпе чăмăртанса вайланать. Ăна вăрçăран аманса таврăннă салтак П.Н.Андреев ертсе пырать, клуб ертÿçи пулса ĕçлет. Театр искусствине çав тери юратаканскер, хăйĕн тавра çавăн пекех хастар çынсене пуçтарса театр ĕçне малалла тăсать.

Çултан çул хăйсен ăсталăхне туптани Оринин тăрăхĕнчи «артистсене» çитĕнÿ тума   май парать.

1963 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, пĕр улшăнмасăр Культура вучахĕн ертÿçи пулса, театр искусствине чунтан парăннă çын В.П.Васильев ĕçленĕ. Культура çуртĕнче яланах ĕçлекенсен хисепне/штат/ хушма пултарса В.П. Васильев театр валли професси илнĕ режиссера П.Н.Ванюшина ĕçлеме чĕнсе илнĕ.

Пĕрремĕш спектакль валли Петр Никифорович П.Н.Осиповăн «Кушар» пьесине уйăрса илнĕ. Спектаклĕн премьерине /1967 çулта/ пьеса авторне, П.Осипова та чĕннĕ.

1966 çулта вĕсене «халăх театрĕ» хисеплĕ ятне параççĕ. Çак чыса  вĕсем  республикăри ялсенчи театр коллективĕсенчен маларах тивĕçеççĕ.

1969 çулхи Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи  Автономиллĕ Республикăсен наци халăх  пултарулăхĕн театр исусствин творчествăлла конференцийёнче орининсем Ф.Павловăн «Ялта» пьеси тарăх лартнă спектакльне «чи  лайăххи» тесе йышннă. Ун çинчен центрти хаçат-журналсенче те тăтăшах çырнă. ЧР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе творчествăри çитĕнÿсемшён тата никĕсленнĕренпе 50 çул тултарнă Орининти халăх театрне Хисеп грамотипе тата ЦК ВЛКСМ Хисеп грамотисемпе чысланă.

 1974 çулта Чăваш телевиденийĕпе халăх театрĕсен фестивалĕнче Х.Уяр çырнă «Шурча таврашĕнче» спектакле кăтартнă, лауреат ятне тивĕçнĕ.

Палăртса хăварас пулать, ялти, артист ĕçне вĕренмен каччăсемпе хĕрсене пĕр çĕре пухса, майĕпен-майĕпен сцена çинче выляма вĕрентсе хăнăхтарса пырас тĕлĕшпе нумай тăрăшнин, шанчăк паракан çамрăксемпе куллен-кун тăтăшах ĕçленин усси куç умĕнчех. Театра тăван халăх пĕлет, юратать. Нумай спектакльсемпе савăнтарчĕ вăл куракансене. Тĕслĕхрен, П.Осиповăн «Кушар», Ф. Павловăн «Ялта», А.Ларченковăн «Пĕр хурăн çеç пĕлет», Н.Айзманăн  «Шикли шикленнĕ – кĕрĕк пĕркеннĕ», Х.Уярăн «Шурча таврашĕнче», В.Ухлинăн «Каччă юратăвĕ», Н.Сидоровăн «Хусах Ваççа авланать», Г. Медведевăн  «Кĕлленнĕ юрату», А.Зайцевăн «Манăн хĕрлĕ мăкăнĕм», Н.Сидоровăн «Авлансан каччă пулаймăн» спектакльсене халăхра паянхи кун та лайăх астăваççĕ. Вĕсене тĕрлĕ çулсенче П.Н. Ванюшин, С.И.Алексеев, А.Н.Павлов режиссерсем лартнă.

Театр искусствине Орининсем ачаранах юратма, ăнланма хăнăхса пыраççĕ. Кунта ачасем театр тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума вĕренеççĕ, хăйсен пултарулăхне туптаççĕ. М.Ухсай пьеси тăрăх лартнă  «Тăрнашкка», Ф. Панфиловăн «Сказка о Емеле лодыре,  царевне Несмеяне, царе Горохе и о волшебном щучьем слове» юмаха Оринин халăх театрĕн режиссерĕ И.В.Сапожникова 2011-2012 çулсенче лартнă.

2014 çултанпа Оринин халáх театрĕнче режиссер пулса Чáваш патшалáх академи драма театрĕн артисчĕ, Чáваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Аркадий Андреев ĕçлет. Вáл Н.Угарин пьеси тáрáх «Тĕпсĕр сáпкари ача сасси», Н.Сидоровáн «Кантáкран шаккарĕ хамáр ял каччи», А.Ларченковáн «Çĕмĕрт каллех çеçкере», П.Осиповáн « «Икĕ каччáн пĕр шухáш» спектакльсене лартрĕ. Паянхи кун сцена çинче аслисемпе пĕрле çамрáксем йышлá пулни чуна савáнтарать. Шанас килет, вĕсенчен хáшĕ-пĕрисем професиллĕ артистсем те пулĕç.

 Орининти халáх театрè хáйĕн 100 çулхи юбилейне паллá тáвать.  Вáрáм та тумхахлá çул-йèрпе вáл чыслáн утрè, малалла та утасса шанас килет.

 

 

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика