Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Клуба тирпей-илем кӗртрӗç

Ял клубӗ вырӑнта пурӑнакан халӑхшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кунта уявсемпе концертсем, пухусемпе тӗлпулусем иртеççӗ, спектакльсем лартаççӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑмӑртанаççӗ.

Вӑрман Енӗш клубӗ чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркине тытса пырать. «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗпе театр кружокӗ ӑнӑçлӑ ӗçлеççӗ кунта. Тавра пӗлӳ кӗтесӗ тӑван халӑхӑн кун-çулӗпе, унӑн пуян историйӗпе паллаштарать. Стендсенче вырӑнти ӗçпе вӑрçӑ паттӑрӗсем, тӑван ял пурнӑçӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсен ӗç-хӗлӗ сӑнланнӑ.

Культура вучахне тирпей-илем кӗртес тесе çу каçипех тӑрӑшрӗç ӗçченсем. Чи малтанах чӳречесене улӑштарчӗç. Укçа-тенкӗ енчен ялти хастарсемпе Герасимов В.Н. хресчен фермер хуçалӑхӗ пулӑшрӗç.

Н.И. Артемьев пуçарӑвӗпе сӗтелсемпе саксене, урайпа алӑксене сӑрларӗç, сценӑна капӑрлатрӗç. «Тумлантарсан тунката та пукане»,- тенӗ чӑвашсем. Йывӑç çурт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ. Çӗнӗ чӳрече каррисем çаксан пушшех илемленчӗ вӑл.

Çак кунсенче Ямашран пукансем илсе килчӗç, вӗсене çуса тасатса вырнаçтарчӗç. Клуб хӑнасемпе ял-йыша кӗтсе илме хатӗр ӗнтӗ.

 

фоторепортаж

 

Ямашевское сельское поселение

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика