Чӑваш писательне Лазарева (Агакова) Александра Назаровнӑна 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чуна çывӑх тӑван сӑмах» литературӑпа краеведени каҫӗн сценарийӗ
1-мӗш ертсе пыракан: Ырӑ кун пултӑр, хисеплӗ тӑвансем.
2-мӗш: Ҫак тӗл пулӑва паян эпир Александра Назаровна Лазарева ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллатпӑр.
1-мӗш: Александра Назаровна чӑвашсен хӗрарӑм писателӗсенчен пӗри. Вӑл 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑвш Республикин Муркаш районӗнчи Тури Томлай ялӗнче, вӑтам хресчен ҫемьинче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта Анат Кӗнерти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗренсе тухнӑ, ҫав ҫулах Балашов хулинчи авиаци техникумне вӗренме кайнӑ. Унтан вӗренсе тухсан, ăна Батайскри пилотсен шкулне янă. Ун хыççан вăл пĕр хушă граждан авиацийĕнче ĕçленĕ.
2-мӗш: 1939 çулта А. Лазарева Шупашкарта куçса килнĕ, хӗрарӑмсен пӗрремӗш экскадрильин пилочӗ пулнӑ май вӑл «Сунтал» журнала «вӗҫсе» кӗнӗ те часах чаплӑ ҫыравҫӑ пулса тӑнӑ.
Шупашкарта А. Лазарева "Ленин çулĕпе" журнал редакцийӗн сотрудникӗ пулнӑ, кайран Чӑваш АССР Министрсен совечӗ ҫумӗнчи Радиокомитетне куҫнӑ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл Радиокомитетра литература пайĕн редакторĕ тата диктор пулса ӗҫленӗ.
1-мӗш: Литература ӗҫне ҫыравҫӑ 1938 ҫулта пуҫӑннӑ тесе палӑртма пулать. Унӑн «Ҫутӑ ӗмӗт» ятлӑ пӗрремӗш калавӗ 1938 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленсе тухать. Ҫак калавшӑн автор илемлӗ произведенисен конкурсӗнче преми илме тивӗҫ пулнӑ. Ҫак ҫулах ҫыравҫӑ летчиксен пурнӑҫне тӗплӗн уҫса паракан хайлав – «Сывлӑшра» (1939) калӑплать. Тепӗр ҫулта вара тӳрех виҫӗ калав хайлать: «Иккӗмӗш тӗл пулу», «Телейлӗ вӗҫев», «Ҫеҫенхир ҫеҫки».
2-мӗш: А. Лазарева ачасем тата ҫамрӑксем валли ытларах ҫырнӑ. «Шурӑ кӗпе» (1940) калавӗ чӑваш литературинче паллӑ вырӑн йышӑннӑ. Унта ӗҫлеме кӑмӑллакан хӗр пирки ҫырса кӑтартнӑ. Капиталина ҫепӗҫ хӗр, анчах хӑюллӑ та. Вӑл юратнӑ каччине Леняна юратни ҫинчен пӗрремӗш пӗлтерме пултарать.
1-мӗш: 1945 –мӗш ҫултанпа Александра Назаровна литература ӗҫӗпе анчах пурӑнма пуҫлать. «Ватӑ юман», «Лӗпӗш», «Кин», «Телейлӗ тӗлпулу» калавсем аслӑ вулакансен чунне тыткӑнлама ӗлкернӗ ӗнтӗ. Вӗсен хушшинче «Юр ҫӑвать» калав палӑрса тӑрать. Унта ҫыравҫӑ авланнӑ арҫынпа ҫамрӑк хӗрарӑм хушшинчи тӗлӗнмелле кӑсӑк хутшанусене уҫса панӑ.
2-мӗш: Александра Лазарева тӗп сӑнарӗсем ӑслӑ, ӑнкӑруллӑ, ӗҫчен, тирпейлӗ, сӑмахран, «Ҫӗнӗҫул умӗн» калавра икӗ юлташ ҫӗнӗ ҫул валли хатӗрленӗ чӑрӑшсемпе шофӗра канва лекнӗ машинӑна кӑларма пулӑшаҫҫӗ.
1-мӗш: Лазарева ҫут ҫанталӑка юратни куҫ умӗнчех. Ҫут ҫанталӑкӑн кашни вӑхӑчӗ пирки чуна парса тивмелле ӳкерсе кӑтартма пултарать. Сӑмахран, «Улӑхра» калаври кӗркунне сӑнарӗ:
«Сентябрь – кӗрхи уйӑх шутланать, анчах унчухне те ҫуллахи пекех ӑшӑ кунсем пулаҫҫӗ-ха. Паян та ҫанталӑк питӗ лайӑх-мӗн. Кӑвак тӳпе тап-таса, ниҫта пӗр пӗлӗт татки те ҫук, колхоз сачӗ хыҫӗнчен хӑпарса тухнӑ хӗвел ҫав тери кӑмӑллӑн ҫутатать, хӑй ӑшшине ним хӗрхенмесӗр ҫӗр ҫине сапать…»
2-мӗш: Александра Назаровна хăйĕн калавĕсемпе повеçĕсенче пуринчен ытларах чăваш хĕрарăмĕн патша самманинчи кун-çулне, Октябрьти революци хыççăн ирĕке тухнă хĕрарăм çутталла туртăннине, вăл халăх ĕçне хăюллăн хутшăннине кăтартса парать. Писательницăн ку таранччен тухнă "Чипер Анна" (1956), "Ырă ĕмĕт" (1960), "Пирĕн таврара" (1963) кĕнекисенче пуринче те сăмах чăваш хĕрарăмĕн шăпи çинчен пырать.
1-мӗш: "Çурхи кăмăл" кĕнеке А. Лазаревăн унччен тухнă калавĕсемпе пĕрлех çĕнĕ произведенийсĕм те кĕнĕ. "Хула хĕрĕ" повеçре чăваш хĕрарăмĕсем Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче çĕнĕ пурнăçшăн, хăйсен телейĕшĕн епле кĕрешнине кăтартнă. "Тайга хăрушă мар", "Манми ят", "Паттăрсем вилĕмсĕр" калавсенче автор чăваш хĕрарăмĕсен патриотизмне, вĕсем хамăрăн Тăван çершыва тăшмансенчи хÿтĕлеме яланах хатĕррине кăтартса панă. "Шурӑ кĕпе", "Çурхи кăмăл" калавсенче вĕсен ĕçри хастарлăхĕ çинчен каланă.
2-мӗш: 1945 çултанпа - А. Лазарева КПСС членĕ, 1960 çултанпа - СССРти Писательсен союзен членĕ. Ăна "1941 - 1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастарлă ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. 1967 çулта, писательница 50 çул тултарнă май, А. Лазаревăна Чăваш АССР Верховный Совет Президиумĕн Хисеп грамотине панă.
1-мӗш: А. Лазарева ачасем валли те чылай çырать, пионерсемпе шкул ачисен пурнăçне сăнласа кăтартать ("Савăнăç", "Кĕсле янăрать" кĕнекесем).
Писательницăн уйрăм произведенийĕсене вырăсла, украинла, белорусла, марилле тата удмуртла куçарса кăларнă.
2-мӗш: Вулакансене ҫакӑн пек кӗнекесем парнеленӗ вӑл: «Савӑнӑҫ» (1955), «Ырӑ ӗмӗт» (1960), «Сутӑ пӗве» (1960), «Пирӗн таврара» (1963), «Кӗсле янӑрать» (1964), вырӑсла «Когда пела Тоня», «Светлый пруд» кӗнекесем кӑларнӑ.
1-мӗш: Александра Назаровна ҫырнисӗр пуҫне обществӑ пурнӑҫӗнче те палӑрса тӑнӑ. 1967 ҫулта писательсен 20-мӗш съезчӗнче писательсен союзӗн членӗ ятне илнӗ. Ҫав ҫулах чӑваш литературине аталантарас тӗлӗшпе тухнӑ ӗҫсемшӗн ЧР Верховный Совет Президиумӗн Хисеп грамотине, 1974 ҫулта вара «Ялав» журнал 50 ҫул тултарнӑ ҫул Чӑваш обкомӗпе Чӑвш АССРӗн Министрсен Совечӗн грамотине илме тивӗҫ пулнӑ.
2-мӗш: Ҫын пурнӑҫе хутлам чаршав пек,
Тӗтреллӗ, ҫумӑрлӑ кун пек.
Килет ҫурхи янравлӑн, шавлӑн,
Каять кӑра кӗр сӑнӗпе.
1978 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1-мӗш: Ваҫҫа Аниҫҫи, Трубина Мархви, Валентина Эльби, Мария Ухсай … - сахалӑн вӗсем, хӗр арӑм писательсем. «А.Н. Лазарева ҫав пӗчӗк йышӑн пӗр ҫутӑ ҫӑлтӑрӗччӗ», тет Юлия Силэм. Тӑван литературӑна аталантарас тӗлӗшпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ вӑл. Ҫавӑншӑн манмастпӑр ӑна, ырӑпа аса илсе, пултарулӑх ӗҫӗнчи ҫитӗнӗвӗсемшӗн тав тӑватпӑр.
2-мӗш: А. Лазарева – Леонид Агаков халӑх писателӗн мӑшарӗ, ҫывӑх юлташӗ, ӗҫтешӗ. Ҫавна май эпир библиотекӑра «Пурнӑҫ тӑрӑх ҫума ҫумӑн» кӗнеке куравӗ йӗркелерӗмӗр. Унта А. Лазаревӑпа Л. Агаков кӗнекисене вырнаҫтартӑмӑр.
1-мӗш: Халӗ эпир сире викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама ыйтатпӑр.
2-мӗш:
- А. Н. Лазарева ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнӑ? (1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑвш Республикин Муркаш районӗнчи Тури Томлай ялӗнче, вӑтам хресчен ҫемьинче ҫуралнӑ)
- Ӑҫта тата кам пулма вӗренсе тухнӑ вӑл? (1933 ҫулта Балашов хулинчи авиаци техникумӗнче пилот пулма вӗренсе тухнӑ).
- Хӑйӗн професийӗпе миҫе ҫул ӗҫленӗ? (1936—1939 ҫулсенче, 4 ҫул)
- А. Лазаревӑн пӗрремӗш калавӗ мӗн ятлӑ, хӑҫан пичетленнӗ, ӑҫта? (Унӑн «Ҫутӑ ӗмӗт» ятлӑ пӗрремӗш калавӗ 1938 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленсе тухать)
- Шупашкара Лазарева хӑҫан куҫса килнӗ? (1939 çулта А. Лазарева Шупашкарта куçса килнĕ)
- Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл ӑҫта ӗҫленӗ? (Вăрçă вăхăтĕнче вăл Радиокомитетра литература пайĕн редакторĕ тата диктор пулса ӗҫленӗ)
- Хӑҫан вӑл СССР писателӗсен членӗ пулса тӑнӑ? (1960 çулта)
- А. Лазаревӑн мӑшӑрӗ кам пулнӑ? (Леонид Агаков)
- Миҫе ҫулта А. Лазаревӑн чӗри тапма чарӑннӑ? (1978 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Вӑл 61 ҫулта пулнӑ.)
- Паллӑрах кӗнекисене асӑнӑр. («Савӑнӑҫ» (1955), «Ырӑ ӗмӗт» (1960), «Сутӑ пӗве» (1960), «Пирӗн таврара» (1963), «Кӗсле янӑрать» (1964), вырӑсла «Когда пела Тоня», «Светлый пруд» кӗнекесем кӑларнӑ)
1-мӗш: Тавах сире, хаклӑ тӑванӑмарсем, тимлӗн итленӗшӗн. Тепре тӗл пуличчен, сывӑ пулӑр.