|
|
Шашкина Любовь Аркадьевна
08.03.1972
|
1972- мĕш çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче, вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Çак ялти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Шкул хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, 1993-мĕш çулта Элĕк районĕнчи Мăн Выла ялĕнче кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ пама пуçланă.
Любовь мĕн ачаранах кĕнекесем вулама юратать. Уншăн библиотека тăван кил хыççăн чи юратнă вырăн пулса тăрать.
Вăл юрлама та ăста, сăвăсем те шăрçалать. Студент чухне, университетра (ЧГУ) тухса тăракан «Ульяновец» хаçатра, «Самант» журналта та пичетленнĕ унăн сăввисем.
Халĕ Любовь Шашкина Мăн Выла ялĕнчи шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, ачасене литературăпа, тĕрлĕ çыравçăсен пултарулăхĕпе çыхăннă мероприятисене явăçтарас ĕçре те тимлет, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнтарать. Хăй библиотекăра иртекен чылай мероприятине хутшăнать.
Л. А. Шашкина пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Арти, Р. Çĕр пин сǎмах ǎстисем/ Рита Арти//Чǎваш хĕрарǎмĕ.- 2013.- 30 чук (№47).- С.2: фото.
Силивестрова, А. Вĕрентекен ачасемшĕн амǎшĕ вырǎнĕнĕнче/ А. Силивестрова// Пурнӑҫҫулӗпе .- 2012.- 08 нарас (№13).- С.3.
Юхма,Мишши. Унǎн поэзийĕ лĕпĕш пек[ Любовь Шашкина поэтǎн пултарулǎхе çинчен] /М. Юхма// Пурнǎç çулепе.-2014.- 20 сурла(№60).- С. 2:фото