|
|
Федотова-Оланьгай Любовь Александровна
07.03.1963
|
Л. А. Федотова-Оланьгай 1963 ҫулхи мартӑн 7-мӗшӗнче Хуравар ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Тавӑтри вӑтам шкула (1980), Шупашкарти машинӑсем тӑвакан техникума (1986), бухгалтерипе менеджерсен курсӗсене (1993) пӗтернӗ. 1980-1993 ҫулсенче Шупашкарти приборсем тӑвакан заводӑн ача-пӑча садӗнче, механика цехӗнче токарьте, инженер-диспетчер, экономист пулса ӗҫленӗ. 1994-2006 ҫулсенче – республикӑри акционерсен ҫурт-йӗр тӑвакан «Монолитстрой» уҫӑ обществин яваплӑ специалисчӗ. 2006 ҫултанпа тулли мар яваплӑ «Трейд-Инвест» ӗҫ коллективӗнче суту-илӗвӗн ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫре вӑй хурать.
Л. Федотова-Оланьгайӑн пӗрремӗш сӑвӑ йӗркисем 1986 ҫулта хут ҫине выртнӑ.
Л. Оланьгай тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленсех тӑрать. Унӑн хайлавӗсене «Ялав», «Тӑван Атӑл» тата «Лик» журналсенче, «Кладовая природы», «Православный собеседник», «Молодежный курьер», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Советская Чувашия» республика хаҫачӗсенче тата «Тӑван ен», «Пурнӑҫҫулӗпе» район хаҫачӗсенче тупса вулама пулать.
Унӑн харӑссӑнах вырӑсла тата чӑвашла кĕнекесем тухаҫҫĕ. Виҫӗ кӗнеке авторӗ: «Лань луговая» (2000), «Атте пехилӗ» (2004), «Белые Одежды» (2006).
Л. А. Федотова-Оланьгай пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Любовь Федотова-Оланьгай // Тӑван Атӑл. – 2010. - № 11. – С.130-132.
Егоров, В. С. Федотова-Оланьгай Любовь Александровна:ст./ В. С. Егоров // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 544-545: портр.