МБУК «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Юнтапа ял тарахĕ ( Яндобинское сельское поселение)

 

Юнтапа ял тарахĕ:

 

 

 

Галкин Александр Алексеевич

12.02.1928-09.04.2002

 

А. А. Галкин Чулкаҫ ялӗнче 1928 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнче Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Юнтапари ҫичӗҫул вӗренмелли шкулта, унтан Нурӑсри педагогика училищинче вӗреннӗ. Унтан пӗр ҫул хушши физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗнче ӗҫленӗ. 1953 ҫулта Чӑваш педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор, аслӑ редактор, редакци заведующийӗ, тĕп редакторӑн заместителӗ пулса ӗҫленӗ. 1971-1980 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» журналта главнӑй редакторта ĕҫленӗ. 1963 ҫулта ӑна СССР писателӗсен Союзӗн членне илнӗ.

Поэтӑн малтанхи сӑвви («Шыв хӗрринче») «Ялав» журналта пичетленнӗ. Поэтӑн Чылай сӑввисене чӑваш композиторӗсем юрра хывнӑ.

А. Галкинӑн ҫакӑн пек кӗнекесем тухнӑ: «Читлӗхри хӑнасем» (1955), «Пӗчӗк ӗҫҫыннисем» (1958), «Тӑван тавралӑхра» (1959), «Сурӑм шарлакӗсем» (1961), «Юптарусем» (1963), «Туссем» (1964), «Аптраман Раман» (1968), «Ҫунатлӑ Улӑп» (1969), «Пичке пӑкки» (1974), «Шӳтлесе мар» (1977), «Вӑйӑран вӑкӑр» (1978), «Кукӑр пӑшал» (1981), «Сиплӗ сӑмах» (1988). Вӑл вырӑсларан чӑвашла та куҫарнӑ.

Поэта пархатарлӑӗҫӗсемшӗн икӗ хутчен Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн, РСФСР Верховнӑй Совечӗн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ, Чӑваш Республика культурин тава тивӗҫлӗӗҫченӗн хисеплӗ ятне панӑ.

Галкин Александр Алексеевич 2002 ҫулхи апрелӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилсе кайнӑ.

 

А. А. Галкин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Енейкина, Г. Ӑсталӑх пархатарӗ / Г. Енейкина // Тӑван Атӑл. – 1993. - № 3.

Александр Алексеевич Галкин: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 278-279.

Сементер, Ю. Ҫӗн йӗркелӳ мыскарисем / Ю. Сементер // Хыпар. – 1996. – 21 пуш.

Григорьев, И. Пархатарлӑҫул / И. Григорьев // Хресчен сасси. – 1997. – 9 раштав.

Алексеев, О. Ӗҫлӗҫынсен пархатарӗ: [А. Галкин – 70 ҫул] / О. Алексеев // Хыпар. – 1998. – 11 нарӑс. – 3 с.

Ананьева, А. Ӑсталӑхпа пултаруллӑх: [Чӑваш халӑх поэчӗ А. А. Галкин 70 ҫул тултарчӗ] / А. Ананьева // Пурнӑҫҫулӗпе. – 1998. – 12 февр. – С.3.

Луч, Г. Унӑн поэзийӗҫирӗп тӗллевлӗ / Г. Луч // Хресчен сасси. – 1998. – 11 нарӑс.

Сементер, Ю. «Едкие» строки / Ю. Сементер // Совет. Чувашия. – 1998. – 25 февр.

Элментер, И. Тивӗҫлипе хакланӑ / И. Элментер // Хыпар. – 2000. – 13 авӑн.

Галкин Александр Алексеевич // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2002. – 13 апр. - С.3.

Павлов, В. Ял-йыш ентешне чысларӗ: [А. А. Галкин поэт-лирик] / В. Павлов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2003. – 16 июль. – С.1.

Галкин Александр Алексеевич: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.91-92: портр.

Ефимов, Л. А. Галкин Александр Алексеевич: ст. /         Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.                    Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С.145-146: портр.

 

 

 

 

Канюков Владимир Яковлевич

08.01.1926 – 18.05.1983

 

Владимир Яковлевич Канюков 1926 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнкас Юнтапа ялӗнче ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Юнтапари тулли мар вӑтам шкул, 1943 ҫулта Нурăсри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1943 – 1946 ҫулсенче В. Канюков Совет Ҫарӗнче пулнӑ. 1946–1947 ҫулсенче Мускаври библиотека институтĕнче вӗреннӗ. Кайран Шупашкарти педагогика институтне куҫнӑ. Ӑна филологи наукисен докторӗ М. Я. Сироткин профессор лекцийӗсем уйрӑмах хавхалантарнӑ. В. Канюков 1950 ҫулта институтран ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. Ӑна унтах ӗҫлеме хӑвараҫҫӗ.

1954 ҫулта «Основные этапы развития чувашской детской литературы» ятлӑӗҫшӗн филологи наукисен кандидачӗ ятне панӑ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче литературӑпа искусство секторӗн сотрудникӗ тата заведующийӗ пулса ӗҫлет, литературӑпа тӗпчев ӗҫне анлӑн хутшӑнать. Владимир Яковлевич К. Ивановпа Ҫеҫпӗл Мишши, Н. Шупуҫҫыннипе Ф. Павлов тата ыттисем ҫырнисене пухса кӑларас енӗпе тӑрӑшать, тӗпчев ӗҫӗсем ҫырать.

Ҫыравҫӑ чылай кӗнеке кӑларнӑ: «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» (1964), «Касрӑм-касрӑм пӗрене» (1967) – ачасем валли пухса хатĕрленĕ сӑвӑ-юрӑ кӗнекисем, «Николай Шупуҫҫынни», «Трубина Мархви» - паллӑ писательсен пурнӑҫӗпе пултаруллӑхӗҫинчен ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вырӑсла ҫак кӗнекесем тухнӑ: «От фольклора к письменности» (1971), «Проблемы народности классической чувашской литературы и фольклора» (1973), «Развитие литературы и народные художественные традиции» (1979).

1964 ҫулта СССР Писательсен союзне кӗнӗ учёнӑй литература ыйтӑвӗсемпе хаҫат-журналта вуншар статья пичетленӗ.

В. Я. Канюков Шупашкарта 1983 ҫулхи майӑн 18-мӗшӗнче вилнӗ.

 

В. Я. Канюков пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Владимир Яковлевич Канюков: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 283-284.

Алексеев, О. Пултаруллӑ критик-литературовед, педагог / О. Алексеев // Хыпар. – 1996. – 6 кӑрлач.

Юмарт, Г. Ача-пӑча литературин критикӗ / Г. Юмарт // Хыпар. – 2001. – 11 кӑрлач.

Канюков Владимир Яковлевич: ст. //   Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.190-191: портр.

Михайлова, Т. В. Канюков Владимир Яковлевич: ст. / Т. В. Михайлова, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С.275: портр.

 

 

 

 

Мальцев (Кенаш Мучи) Геннадий Степанович

10.02.1929 – 09.12.1991

 

Г. С. Мальцев 1929 ҫулхи февралӗн 10-мӗшӗнче Чӑрӑшкасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах вӑл ӗҫе кӳлӗннӗ: ялта почтальон, звеньевой, агроном пулса ӗҫленӗ. 1949 ҫулта Вӑрнар районӗнче радио редакцийĕнче ӗҫлеме пуҫлать. Ун хыҫҫӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра литература сотрудникӗ, Йӗпреҫ районӗнче тухса тӑракан «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат редакторӗ, «Капкӑн» журналта пай заведующийӗ пулса ӗҫлет.

1949-1952 ҫулсенче Г. Мальцев Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ. 1961-1965 ҫулсенче Мускаври тата Ленинградри партин аслӑ шкулсенче журналистика уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1979 ҫулта ӑна СССР писателӗсен Союзӗн членне илнӗ. Г. Мальцевӑн чӑвашла ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Ҫуралнӑ кун» (1974), «Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ» (1976), «Пирӗн асанне» (1978), «Парне кунӗ» (1979), «Олегпа Валерик тусӗсем» (1982).

Г. Мальцев ҫырнӑ кулӑшла сӑвӑсемпе калавсене такам та вуласа киленнӗ пулӗ. Вӑл поэзире те тарӑн йӗр хӑварнӑ. Чӑваш композиторӗсем Ф. Лукин, А. Орлов-Шуҫӑм, А. Сергеев, Ю. Кудаков тата ыттисем вӑл ҫырнӑ сӑвӑсене юрра хывнӑ.

Г. Мальцева Чӑваш АСССР Верховнӑй Совечӗн Хисеп Грамотипе тата «Отличник культурного шефства над селом» знакпа наградӑланӑ.

Г. С. Мальцев 1991 ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче вилнӗ.

 

Г. С. Мальцев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Геннадий Степанович Мальцев: ст. //                    Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 287.

Иванова, И. Мальцева асӑнса / И. Иванова // Хыпар. – 1999. – 12 нарӑс.

Степанов, В. Пултарулӑх ҫулӗпе / В. Степанов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 1999. – 12 февр.

Мальцев (Кенаш Мучи) Геннадий Степанович: ст. //                 Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.255: портр.

Михайлова, Т. В. Мальцев (Кенаш Мучи) Геннадий Степанович: ст. / Т. В. Михайлова, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.   Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 340-341: портр.

 

 

 

   

Родионов (Ӗмӗт) Иван Владиславович

1986 г.р.

 

 

И. Родионов 1986 ҫулта Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи вӑтам шкул, Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтне вӗренсе пӗтернӗ. 2005 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин писательсен Союзӗн членне илеҫҫӗ.                         И. Родионов сӑвӑсем ҫырать, унӑн тӑватӑ кӗнеке тухнӑ («Чӗре туйӑмӗсем», «Чун-чӗре туртӑмӗ», «Юрату вӑрансан» тата ыт.). Хӑй ҫамрӑк пулин те, унӑн сӑввисенче хальхи пурнӑҫ вӗресе, шавласа тӑрать. Иван Родионов ачаран чӑваш литературине юратса ӳснӗскер, тавралӑха сӑнама, ҫут ҫанталӑк илемне туйма-курма пӗлет, ҫавӑнпах ӗнтӗ ун чун-чӗринчен илемлӗ сӑвӑсем шӑрҫаланса тухаҫҫӗ. Сӑввисем кӗвӗллӗ пулнӑ май, композиторсем юрра хываҫҫӗ.

Чулкаҫра клуб заведующийӗнче ӗҫленĕ.

 

И. В. Родионов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Терентьев, Г. Ҫамрӑк сӑвӑҫҫуралчӗ / Г. Терентьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2005. – 5 июнь. – С.5.

Ефимов, Е. Л. Родионов Иван (Ӗмӗт): ст. /                   Е. Л. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.                             Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 448.

 

 

Яндекс.Метрика
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика