Шĕмшеш ял тарахĕ:
|
|
Волков Александр Иванович
10.10.1946-16.12.1991
|
А. И. Волков 1946 ҫулхи октябрӗн 10-мӗшӗнче Мӑн Этмен ялӗнче служащи ҫемйинче ҫуралнӑ. Этменти, Шӗмшешри, Мӑн Вылӑри шкулсенче, Чӑваш патшалӑх университетĕнче вӗреннӗ. Совет ҫарĕнче службӑра тӑнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Березовкӑри вӑтам шкулта, Чӑвашрадиора, «Тӑван Атӑл» журналпа «Молодой коммунист» хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Пурнӑҫӗн юлашки тапхӑрӗнче Чӑваш телевиденийӗн тӗп редакторӗнче вӑй хунӑ. Ҫыравҫӑн малтанхи «Яла таврӑнсан» калавӗ «Тӑван Атӑл» журналӑн 1978 ҫулхи 9-мӗш номерӗнче кун ҫути курнӑ. А. Волков 1989 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзĕн членӗ пулнӑ, вӑл 3 кӗнеке авторӗ: «Пирӗн ялсем» (1984), «Ахрӑм» (1989), «Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫылӑхӗ» (1990). А. И. Волков 1991 ҫулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлчӗ.
А. И. Волков пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Александр Иванович Волков: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 276.
Агивер, Хв. Калаҫаттӑмӑр-ӗмӗтленеттӗмӗр: [Александр Волков ҫыравҫӑн 50 ҫулӗ] / Хв. Агивер // Тӑван Атӑл. – 1996. - № 10. – С.71.
Айдаш, Ю. Саша Волкова, пурӑннине: сӑвӑ / Ю. Айдаш // Тӑван Атӑл. – 1996. - № 10. – С.71.
Александр Иванович Волков // Ялав. – 2005. - № 11-12. – С.3. – С.3.
Волков Александр Иванович: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.80: портр.
Ефимов, Л. А. Волков Александр Иванович: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 132: портр.
|
|
Лукин Аркадий Васильевич
17.03.1934 – 12.03.1995
|
А. Лукин 1934 ҫулхи мартӑн 17-мӗшӗнче Лутра Пакӑшра колхозник кил-йышĕнче ҫуралнӑ.
Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, пӗр ҫула яхӑн колхозра, районти хаҫат редакцийӗнче тата комсомол райкомӗнче ӗҫленӗ, 1954 ҫулта ӑна Шупашкара «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцине чӗнсе илнӗ. 1962 -1963 ҫулсенче А. Лукин – «Ялав» журнал редакцийӗн сотрудникӗ. 1965-1966 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Каярахпа Чӑваш писателӗсен Союзӗн правленийӗн литература консультанчӗ, радиовещани комитетӗнче ӗҫленӗ.
А. В. Лукин 1957 ҫултанпа журналистсен Союзӗн членӗ, Чӑваш Республика культурин тава тивӗҫлӗӗҫченӗ.
Поэтӑн чи паллӑ кӗнекисем: «Чӗре хӗлхемӗ» (1960), «Манӑн ҫӑлтӑр» (1962), «Ҫӗнӗ уйӑх» (1963), «Эсӗ пулсан…» (1964), «Тул ҫути» (1967), «Эпир вӗҫме ҫуралнӑ» (1968), «Хӗвелпе туслашнӑҫӑкасем» (1971), «Тивлет» (1978), «Ҫӗр тӗнӗлӗ» (1979), «Ыталатӑп, ҫӗршывӑм, сана» (1982), «Сӑвӑсемпе поэмӑсем» (1984) тата ыт. Унӑн вырӑсла «Волшебный мост» (1974), «Воздух» (1983) ятлӑ кӗнекесем тухнӑ.
Ф. Лукин, Г. Лебедев, Ф. Васильев, Т. Фандеев, П. Федоров композиторсем Аркадий Васильевич ҫырнӑ сӑвӑсене юрӑсем хывнӑ.
А. В. Лукин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Сементер, Ю. Кӑмӑл парни / Ю. Сементер // Лукин, А. В. Сӑвӑсемпе поэмӑсем / А. В. Лукин. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1984. – С. 5-12.
Аркадий Васильевич Лукин: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 286-287.
Аркадий Лукин // Ялав. – 1995. - № 6.
Емельянов, А. Маншӑн вӑл халь те чӗп-чӗрӗ / А. Емельянов // Ялав. – 1998. - № 5. – С.86-89.
Терентьев, Г. Ентеш ячӗ упранӗӗмӗре / Г. Терентьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2004. – 27 март. – С.5.
Лукин Аркадий Васильевич: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.240-241: портр.
Ананьев, А. Пурнӑҫра пуҫа усман / А. Ананьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2009. – С. 2.
Ефимов, Л. А. Лукин Аркадий Васильевич: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 326-327: портр.
|
|
Муратов Фёдор Фёдорович
02.02.1944 – 1993
|
Ф. Ф. Муратов 1944 ҫулхи январĕн 2-мӗшӗнче Туҫи Шӗмшеш ялĕнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн 1967 ҫулта Мускаври издательствӑпа полиграфи техникумӗнче вӗреннӗ. 1975 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗпе хисепленекен чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вырӑс чӗлхипе литература факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, алла диплом илнӗ.
Литературӑри ӗҫне шкулта вӗреннӗ чухнех тытӑннӑ вӑл. 1963 ҫулта район хаҫатӗнче пӗрремӗш сӑвӑсемпе калавсем кун ҫути курнӑ. 1992 ҫулта ӑна писательсен Союзӗн членне илнӗ. Ф. Муратовӑн ҫак кӗнекесем тухнӑ: «Ӗмӗт, шанӑҫ, юрату» (1988), «Ӑраскал кӗввисем» (1992).
Чылай ҫулсем хушши районта тухса тӑракан хаҫатра Илья Тукташ ячӗллĕ литература пӗрлешӗвне ертсе пынӑ.
Ф. Ф. Муратов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Сементер, Ю. Ҫиле хирӗҫ / Ю. Сементер // Муратов, Ф. Ф. Ӗмӗт, шанӑҫ, юрату: сӑвӑсем / Ф. Ф. Муратов. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1988. – С. 3-5.
Фёдор Фёдорович Муратов: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 286.
Ефимов, Л. А. Муратов Фёдор Фёдорович: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 369: портр.
|
|
Савельев Геннадий Александрович
08.01.1950
|
Г. Савельев Мӑн Ямашри учитель ҫемйинче 1950-мӗш ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, Шупашкарти саккӑрмӗш профтехучилищӗре, Ҫӗрпӳри ял-хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Совет Ҫарӗнче тӑнӑ. Унтан таврӑнсан Мӑн Ямашри колхозра, Элӗкпе Ҫӗмӗрле тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи энергопредприятисенче ӗҫленӗ. Пӗр хушӑ Элӗкри радиовещани редакцийӗнче те, Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкулӗнче те ӗҫленӗ.
Г. Савельев республикӑри хаҫат-журналсемпе тата радиовещани редакцийӗсемпе тачӑҫыхӑну тытать. 1995 ҫулта Чӑваш Республикин журналистсен Союзӗн членне илнӗ, 1996 ҫулта - Чӑваш Республикин писательсен Союзӗн членӗ, 2007 ҫулта – Чӑваш Республикин халӑх академикӗ. Геннадий Александровича хисеплӗ краевед ятне панӑ, Чӑваш Республикин пичет енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ (1998). А. Талвир ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ (2004).
Г. Савельевӑн ҫакӑн пек кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Ямаш – тĕне кӗмен чӑваш» (1995), «Утатпăр пурнӑҫҫулӗпе» (1998), «Село мое родное» (2003), «Люблю тебя, мой край родной!» (2007).
Г. А. Савельев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Юхма, М. Ялта пурӑнакан ҫыравҫӑ / М. Юхма // Ялав. – 2000. - № 2. – С. 96.
Юхма, М. Ҫырас вӑй-халӗ чакмасть-ха / М. Юхма // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2005. – 15 янв. – С.3.
Ефимов, Л. А. Савельев Геннадий Александрович: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 455: портр.
|
|
Синичкин Виссарион Вениаминович
06.01.1936 – 2003
|
В. В. Синичкин 1936 ҫулхи январӗн 6-мӗшӗнче Мӑн Ямаш ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти шкула, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкула пӗтернӗ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах район хаҫатӗнче пичетленнӗ, шкулти стена хаҫачӗ валли сӑвӑсем ӑсталанӑ. 1955-1958 ҫулсенче Тинӗс Ҫар авиацийӗнче службӑра тӑнӑ. Ҫар хыҫҫӑн В. Синичкин ЧАССР шалти ӗҫсен министерствинче, ОБХСС уполномоченнӑйӗнче ӗҫленӗ.
1979-1986 ҫулсенче чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑваш писателӗсен союзӗнче илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан уйрӑмӑн заведующийӗнче ӗҫлет. Мускаври кооперативлӑ институтран заочно майпа вӗренсе тухать. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Виссарион Вениаминович Чӑваш писателӗсен Атăл Леш енчи кану ҫурчӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
В. Синичкин писатель хӑйӗн ӗмӗрӗнче ҫичӗ кӗнеке пичетлесе кӑларнă: «Салтак тутӑрӗ» (1981), «Ҫулӑмсӑр тӗтӗм» (1983), «Салтак амӑшӗ», «Пуҫлӑха мӗнле юрамалла-ши?» (1986), «Кӑвак чаршав» (1987), «Таврӑннӑ телей» (1991), «Хӗвел ури» (1996) тата ыт. те. Ленинград писателӗ Вильям Козловӑн «Чул утрав президенчӗ» кӗнекине чӑвашла куҫарнӑ. К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ унӑн «Салтак амӑшӗ» пьесине сцена ҫине кӑларнӑ.
Виссарион Синичкин пурнӑҫӗ 2003 ҫулхи кӗркунне Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче (вӑл унта пурӑннӑ) сарӑмсӑр татӑлнӑ. Ӑна тӑван ял ҫӑви ҫине илсе килсе пытарнӑ.
В. В. Синичкин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Виссарион Вениаминович Синичкин: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 293.
Лисаев, И. Иксӗмӗре калав паллаштарчӗ / И. Лисаев // Ялав. – 1995. - №10.
Артемьев, А. Паллашӑр: В. В. Синичкин / А. Артемьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 1997. – 21 ҫурла.
Савельев, Г. В. В. Синичкин писатель шӑпи / Г. Савельев // Ялав. – 2004. - № 6.
Хурланса сывпуллашрӗҫ: некролог // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2004. – 30 апр. – С.6.
Синичкин Виссарион Вениаминович: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.375: портр.
Ефимов, Л. А. Синичкин Виссарион Вениаминович: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 482: портр.
Кондратьев, В. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ҫичӗ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ / В. Кондратьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2010. – 27 нояб. – С.5.
Савельев, Г. Синичкинсем: док.очерк / Г. Савельев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2010. – 24 март. – С.3.
|
|
Яковлев (Шумшеваш) Геннадий Александрович
26.10.1957
|
Геннадий Яковлев 1957 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче Шӗмшеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем шӑрҫалама пикеннӗ вӑл. Вӗсемшӗн тивӗҫекен хӑйӗн чи малтанхи гонорарне 7-мӗш класра вӗреннӗ чухнех илнӗ. Миҫе ҫул ӗнтӗ Геннадий Александрович Яковлев литература лаҫҫинче чун хавалӗпе чӗре сунталӗҫинче тӗрлӗ жанрпа калӑпланӑ хайлавсем эрешлесе-шӑратса туптать. Ҫав хушӑра вӑл чи ҫивӗч те кӑсӑклӑ темӑсемпе ҫӗршер очерк, тӗрленчӗк, фельетон, чылай статьясемпе калавсем, повеҫсем ҫырать. Унӑн хайлавӗсем нумай кӑларӑмсенче – республика хаҫат-журналӗсенче те, Мускавра тухса тӑракан периодика изданийӗсенче те пичетленеҫҫӗ.
2000 ҫулта Геннадий Яковлевӑн «Юрату шуҫӑмӗ» («Заря любви») ятлӑ вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсемпе памфлетсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Ҫав ҫулах сӑвӑсемпе поэмӑсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ - «Чӗре хӗлхемӗ» («Искры сердца»). Г. Яковлевӑн лирикӑлла сӑввисемпе композиторсем вӑтӑр ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Геннадий Александрович виҫӗ аслӑ шкул пӗтернӗ, специальноҫӗсем те унӑн нумай – педагог, филолог, журналист тата политолог. 1980–мӗш ҫултанпа Раҫҫей журналисчӗсен Союзӗн членӗ, Раҫҫей писателӗсен Союзӗн членӗ, «Советская Чувашия» тата Мускавра тухса тӑракан «Сельская жизнь» хаҫатсен штатра тӑман корреспонденчӗ. 1990-мӗш ҫултанпа Сӗнтӗрвӑрри район хаҫачӗн редакцийӗнче, «Пирӗн сӑмах» («Наше слово») хаҫатӑн тӗп редакторӗнче вӑй хурать.
Пичете аталантарас ӗнӗпе тава тивӗҫлӗӗҫсем тунӑшӑн тата нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Г. А. Яковлева Чӑваш Республикин Президенчӗн Указӗпе 1997-мӗш ҫулта «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗӗҫчӗнӗ» хисеплӗ ят панӑ, Раҫҫейри Пичет енӗпе ӗҫлекен Министерствӑпа Раҫҫей Федерацийӗн культура ӗҫченӗсен профсоюз комитечӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ, ытти чылай патшалӑх наградисене те тивӗҫлӗ вӑл.
Г. А. Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Афанасьев, П. Унӑн хавалӗ - чӗре сунталӗ / А. Афанасьев // Яковлев Г. А. Чӗре хӗлхемӗ: сӑвӑсемпе поэмӑсем / Г. А. Яковлев. – Ҫӗрпӳ, 2000. – С.4-7.
Ефимов, Е. Л. Яковлев Геннадий Александрович: ст. / Е. Л. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 613: портр.
|
|
Ямаш (Михайлов) Владимир Семенович
19.09.1939 – 07.08.2005
|
В. С. Ямаш 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мӑн Ямаш ялӗнче ҫуралнӑ, ултӑҫултах хӑр тӑлӑха юлнӑ: ашшӗ фронтра пуҫне хунӑ, амӑшӗ йывӑр чирпе ҫӗре кӗрет… Ахальтен мар ӗнтӗ хурапа шурра тӳссе халӑхра сассине панӑҫыравҫӑн хайлавӗсем чуна витерӳллӗ, ӗнентерӳллӗ. Кашни пулӑма чун тӗкӗрӗ витӗр сӑрхӑнтарса кӑларать автор.
Ялти ҫичӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухсан вӑл клубра вӑй хурать, унтан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтерет. Ҫӗрпӳри профтехучилище хыҫҫӑн ӑна Сӗнтӗрвӑрри комсомол райкомне ӗҫе йыхравлаҫҫӗ, ҫав ҫулах вӑл куҫӑмсӑр майпа И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗрет. Каярах тата Чулхулари партин аслӑ шкулӗнче пӗлӳ илет.
В. Ямашӑн ҫакӑн пек кӗнекесем тухнӑ: «Хамӑр ялсем», «Тӑлӑхсем эпир, талӑхсем», «Пур юрату, пур» (2002), «Пурнӑҫа юратса» (2002), «Хӗллехи вӑрманта» (2003) тата ыт.
Владимир Михайлович поэт-прозаик – Раҫҫей тата Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн членӗ.
В. С. Ямаш пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Савельев, Г. А. Ямаш (Михайлов) Владимир Семенович: ст. / Г. А. Савельев // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 616: портр.