МБУК «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Чаваш Сурам ял тарахĕ ( Чувашско- Сорминское сельское поселение)

 

Чаваш Сурам ял тарахĕ:

 

 

 

 

Федоров (Урмай) Николай Федорович

 

1924 - апрель 1950

 

Н. Ф. Федоров 1924 ҫулта Шур Пайраш ялӗнче ҫуралнӑ. Мартинкассинчи шкул хыҫҫӑн Тивӗшри вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Мартынкасси шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ. Сӑвӑсем хаҫат-журналта чылай пичетленнӗ. Вӑл ҫырнӑ «Александр Матросов» сӑвӑ учебника та кӗнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн 1947 ҫулта ҫамрӑк писательсен республикинчи канашлӑвӗнче Николай Урмай шанчӑк паракан сӑвӑҫ, тесе палӑртнӑ. Унӑн сӑввисем илемлӗ сӑнарлӑхӗпе, тарӑн шухӑшӗпе палӑрса тӑнӑ. Шел, вӑрҫӑран таврӑнсан вӑл нумаях пурӑнайман, 1950 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

 

Н. Ф. Федоров пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

 

Статьясем

 

Николай Федорович Федоров (Урмай): ст. //               Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 298.

 

Ефимов, Л. А. Федоров Николай Федорович:ст. /              Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.                        Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 542: портр.

 

 

 

 

Эйзин ( Димитриев) Петр Егорович

01.08.1943

 

П. Е. Димитриев 1943 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче Энехмет ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Малтанах Мартынкӑри ҫичӗҫул вӗренмелли шкулта, унтан Тивӗшри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1965 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. 1965-1966 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче пулнӑ. 1967-1968 ҫулсенче Красноармейски район хаҫатӗнче ответлӑ секретарьте ӗҫленӗ. 1968 ҫултанпа - Чӑваш кӗнеке издательствинче: корректор, художество тата ача-пӑча литература редакцийӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. Унӑн сӑввисемпе калавӗсем 1962 ҫултанпа пичетленме пуҫланӑ. П. Димитриева СССР писателӗсен Союзӗн членне 1980 ҫулта илнӗ. 1984 ҫулта вӑл «Венгри халӑх юмахӗсем» вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл шкул ачисем валли (5 класс) «Тӑван чӗлхе» учебник ҫырса хатӗрленӗ. Унӑн ҫак кӗнекесем чӑвашла пичетленсе тухнӑ: «Виҫӗ хӗлӗх» (1971), «Кӑвайт» (1976), «Сар хӗвел» (1979), «Ҫӗмӗрт ҫути» (1980), «Тилӗ тус» (1983), «Анне пехилӗ» (1986), «Юлашки ҫил-тӑман» (1991), «Савни юррисем» (2003) тата ыт.

1994 ҫулта П. Эйзина Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне парса чыс тунӑ, Митта Ваҫлейӗ ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Петр Эйзин Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулса ӗҫлет.

 

П. Эйзинӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Дмитриев, И. «Кунти тавралӑха хура тухатмӑшсем «тухатнӑ»…» / И. Дмитриев, А. Хусанкай // Хыпар. – 1991. –     23 юпа.

Петр Егорович Дмитриев (Петр Эйзин):ст. //              Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведении очеркӗсем /                  Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 279.

Петр Эйзин // Тӑван Атӑл. – 1996. - № 6. – С. 28.

Ильина, Н. Символ тата сӑнар / Н. Ильина // Ялав. – 2000. - № 11.

60 лет со дня рождения Педера Эйзина // Ҫулталӑк кӗнеки = Календарь года: 2003 / Нац. б-ка Чуваш. Респ.; соавт. П. А. Семенова, Г. П. Соловьева. – Чебоксары, 2002. – С. 117.

Хусанкай, А. «Тӑнлав сунталӗҫинче сӑмахӑма туптать шӑплӑх…» / А. Хусанкай // Тӑван Атӑл. – 2003. - № 8.

Софронова, И. Петӗр Эйзин сӑввисен хӑйнеевӗрлӗхӗ / И. Софронова // Тӑван Атӑл. – 2004. - № 5.

Педер Эйзин (Димитриев Петр Егорович): ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.513-514: портр.

Ефимов, Л. А. Эйзин (Димитриев) Петр Егорович: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.                     Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 604-605: портр.

 

Яндекс.Метрика
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика