МБУК «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ураскильт ял тǎрǎхĕ ( Раскильдинское сельское поселение)

 

Ураскильт ял тǎрǎхĕ:

 

 

 

Афанасьев (Сереп) Анатолий Трофимович

1920-2003

 

Анатолий Трофимович Афанасьев (Анат Сереп) Мӑн Тукташ ялӗнче 1920 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Нурӑс педучилищинчен вӗренсе тухсан Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче ачасене вӗрентнӗ. 1942 ҫул пуҫламӑшӗнче вӑрҫа кайнӑ, паттӑр ҫапӑҫнӑ. 1945 ҫулхи ҫуркунне йывӑр аманса киле таврӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ.

Вӑл нумай ҫул вӑрҫӑ суранӗсемпе нушаланса пурӑннӑ. Ҫапах, мӑшӑрӗ пулӑшнипе, пилӗк кӗнеке кӑларнӑ. 1994 ҫулта ӑна Чӑваш писательсен союзне илнӗ.

 

А. Т. Афанасьев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Тимофеев–Ыхра, А. Мăн Тукташ Корчагинĕ / А.Тимофеев–Ыхра // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р–нĕ). – 2000. –        9 раштав.

Чул хушшинчи чун // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р–нĕ). – 2000. – 31 çу.

Ялгир, П. А. Афанасьев (Сереп) Анатолий Трофимович: ст. / П. А. Ялгир // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 82.

 
 

 

 

Ваҫанкка Никифор Тарасович

17.02.1903-29.07.1976

 

«Ваҫанкка вӑл – Ваҫанкка, вӑл вилӗмсӗр».

А. Ӗҫхӗл, поэт

 

 

Н. Т. Ваҫанкка 1903 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗнче Ураскилтре чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1914 ҫулта ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ, унтан Элӗкри шкулта вӗреннӗ. Элӗкри иккӗмӗш сыпӑкри шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, хастар ҫамрӑка Хусан комсомол кӗпӗрне комитечӗн Чӑваш секцийӗнче ӗҫлеме, чӗнсе илеҫҫӗ. Кунта «Канаш» хаҫата кӑларас ӗҫе хутшӑнать, унта «Ҫамрӑксен страницисем» кӑларса тӑма пулӑшать. Поэт хӑйӗн сӑввисене те сахал мар пичетлет. Хусанта комсомол конференцийӗнче вӑл Ҫеҫпӗл Мишшипе паллашать. Икӗ сӑвӑҫ кун хыҫҫӑн пӗр-пӗрин хушшинче ҫыру ҫӳретме тытӑнаҫҫӗ. 1920-1922 ҫулсенче вӑл Вӑрнарти педтехникумра пӗлӗве ӳстернӗ. 1924-1927 ҫулсенче поэт Мускаври журналистика институтӗнче вěренет. Литература каҫӗсенче В. Маяковскипе тӗл пулса калаҫать. Ваҫанкка 1923 ҫулта чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне пысӑк хаваслӑхпа кӗрет. Кайран унӑн пултаруллӑ членӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

1932 ҫулта Н. Ваҫанкка чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Илемлӗ литература кӗнекисем, шкул учебникӗсем кӑларас енӗпе вӑл пенсие тухичченех ырми-канми тӑрӑшнӑ.

Н. Ваҫанкка халӑх юрри-такмакне питӗ юратнӑ. Купӑс ӑста каланӑ май сӑвӑҫ вӗсене концертсенче те юрланӑ. Ҫавӑнпах та пулӗ вӑл композиторсемпе ҫывӑх туслашнӑ. Унӑн сӑввисемпе В. Воробьев, Ф. Павлов, С. Максимов,            И. Палантай, Г. Хирбю тата ыт. композиторсем те юрӑсем хывнӑ.

Н. Ваҫанккашӑн литературоведени те ют пулман. Вӑл тӑрӑшнипе 1928 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене пухса пӗрремӗш кӗнеке кӑларнӑ. Куҫару енӗпе те сӑвӑҫӑ-ҫыравҫӑ хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Сахал мар сӑвӑ-юрӑ куҫарнӑ. Прозӑлла произведенисенчен А. Пушкинӑн «Дубровский» тата «Капитанская дочка» произведенийӗсене куҫарнине палӑртса хӑвармалла.

1934 ҫултанпа – СССР писателӗсен Союзӗн членӗ. Никифор Тарасовичӑн ҫак кӗнекесем тухнӑ - «Хастарлӑх» (1926), «Ирхи сывлӑм» (1928), «Октябрь ҫулӗ» (1931), «Чакак хӑнисем» (1949, 1961, 1965), «Йӑлӑмра» (1966). Чӑваш литературине аталантарас тӗлӗшпе чылай ҫул хушши пултаруллӑӗҫленӗшӗн ӑна РСФСР, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗӗҫченӗн хисеплӗ ятне панӑ, «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» значока та тивӗҫнӗ вӑл.  

 

 

Н. Т. Ваҫанкка пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Ялгир, П. «Ваҫанкка вӑл Ваҫанкка» / П. Ялгир // Хыпар. – 1993. – 19 нарӑс.

Ваҫанкка, Н. «Кун-ҫул пушӑлла иртмерӗ…» /                Н. Ваҫанкка // Ялав. – 1993. - № 4.

Ваҫанкка Никифор Тарасович: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 276-278.

Ксенофонтова, А. Ентешӗмӗрпе мухтанатпӑр /                    А. Ксенофонтова // Пурнӑҫҫулӗпе. – 1998. – 17 нарӑс.

Терентьев, Г. Хӗвеллӗ пурнӑҫ юрӑҫи / Г. Терентьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 1998. – 14 нарӑс.

Копеева, Т. Ҫунатлӑҫамрӑклӑх юрӑҫи: [Н. Т. Ваҫанкка поэт ҫинчен] / Т. Копеева // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2003. – 28 февр. – С. 3.

Терентьев, Г. Ураскилт таланчӗ: [Н. Ваҫанкка ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май] / Г. Терентьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2003. – 8 февр. – С.3.

Васянка Никифор Тарасович: ст. //   Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.69-70: портр.

Никифор Ваҫанкка // Тӑван Атӑл. – 2008. - № 10. –         С. 150.

Терентьев, Г. Ҫеҫпӗл Н. Ваҫанкка патне ҫырнӑҫыру / Г. Терентьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2009. – 21 нояб. – С. 3.

Терентьев, Г. К. Васянка Никифор Тарасович: ст. /       Г. К. Терентьев, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 107-108: портр.

 

 

 

 

Емельянов Прохор Кононович

25.07.1913 – 24.12.1991

 

П. К. Емельянов 1913 ҫулхи июлӗн 25-мӗшӗнче Ураскилт ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан Элӗкри икӗ сыпӑклӑ шкула вӗренме кӗнӗ. Прохор Кононович комсомол райкомӗн членӗ пулнӑ май обществӑлла ӗҫсене активлӑ хутшӑннӑ. Ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн                  П. Емельянов Чулхулари автозавод тунӑҫӗре тухса каять. 1931-1934 ҫулсенче Чулхулари юханшыв техникумӗнче, Чӑваш ялхуҫалӑх институтӗнче вӗренет, Ҫӗмӗрлери лесотехникумра учительте ӗҫлет. 1935 ҫулта ХӗрлӗҪар ретӗнче пулать. 1942 ҫултанпа П. Емельянов – фронтра. Вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑррине тухса каять.              И. Я. Яковлев ячӗпе хисепленекен педагогика институтӗнчи историпе филологи факультетӗнчен заочно майпа вӗренсе пӗтерет. Мӗн пенсие кайичченех Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче тата вӑтам шкулта учитель, директор заместителӗ пулса ӗҫлет.

Пӗрремӗш сӑввисене вӑл «Сунтал» журналта 1930 ҫулта пичетлесе кӑларать. Писателӗн очеркӗсемпе фельетонӗсем Ем. Прохоров, Кӑшмантуй псевдонимсемпе тӑтӑшах пичетленсе тухаҫҫӗ.

1957 ҫулта П. Емельянов вырӑсла «Костя Варкин» ятлӑ пӗрремӗш пьеса ҫырса кӑларать. Ҫавӑнтан пуҫӑнать те унӑн драматургири ӗҫӗ («Родина зовӗт», «Где мой папа?», «Судьбы человеческие», «Они любили жизнь» тата ыт.).

П. Емельянов ачасем валли чылай кӗнеке ҫырса кӑларнӑ («Три встречи», «Марине»). Унӑн чӑвашла ҫакӑн пек кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Ҫумӑр тумламӗ» (1963), «Кӑмаша вӑрманӗнче» (1971), «Эпӗ сукмакпа пыратӑп» (1972), «Икӗ тӗлпулу» (1980), «Юратнӑ тусӑмсем» (1982), «Япаласем ӑҫтан килнӗ» (1986).

П. Емельянова СССР писателӗсен Союзне 1978 ҫулта йышӑннӑ. Вӑл 1991 ҫулхи декабрӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ.

 

П. К. Емельянов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Прохор Емельянов: кӗске биографи // Ялав. – 1993. - № 7.

Прохор Кононович Емельянов: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 279-281.

Алексеев, А. Пултаруллӑ прозаик, драматург /           А. Алексеев // Тӑван Атӑл. – 1995. - № 5.

Терентьев, Г. Пултарулӑх ҫулӗпе: [Прохор Емельянов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май] / Г. Терентьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2003. – 26 июль. – С. 3.

Емельянов Прохор Кононович // Ананьев, А. А. Офицеры Великой Отечественной … (Уроженцы Аликовского района Чувашской Республики): кн. памяти / А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2005. – С. 98. – (Библиотека Чувашской народной академии).

Емельянов Прохор Кононович: ст. //   Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.133: портр.

Кириллова, Т. Н. Емельянов Прохор Кононович: ст. / Т. Н. Кириллова // Аликовская энциклопедия/ сост.                     Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 200: портр.

 

 

 

 

Малов Аркадий Васильевич

26.04.1928 – 25.04.1995

 

А. В. Малов 1928 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче Мӑн Тукташ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ тӑван ялӗнчи шкулта илнӗ. 1945 ҫулта Хусанти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван колхозра ӗҫленӗ. 1946-1950 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. 1950-1953 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ.

А. Малов ӗҫӗ-хӗлӗ журналистикӑпа ҫыхӑннӑ. 1953– 1955 ҫулсенче вӑл Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, 1955-1962 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн культура пайӗнче, 1963-1970 ҫулсенче – «Ялав» журналӑн ответлӑ секретарӗ, 1978 ҫултанпа – «Тӑван Атӑл» журналӑн критикӑпа публицистика пайӗн редакторӗ.

Унӑн пӗрремӗш сӑвви «Ялав» журналта 1949 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Литература ҫулӗҫине тӑма ҫамрӑка чӑвашсен паллӑ поэчӗ И. Тукташ чылай пулӑшнӑ.                    А. В. Малов ҫырнӑ сӑвӑсене чӑваш композиторӗсем юрӑсем хывнӑ. Вӗсенчен паллӑраххисем ҫаксем: «Краса Родины», «Наша дружба на века», «Крылатый век», «Молодежная песня», «В руки взял я гармонь», «Родине» тата ыттисем.

А. Малов куҫару ӗҫӗнче палӑрнӑ. Вӑл чӑвашла                  Д. Р. Бернс, Т. Шевченко, Л. Украинки, А. Кольцов,                          М. Джалиль, К. Федин, А. Барбюс повеҫӗсене куҫарнӑ.                    А. Малов куҫарнӑ кӗнекесем ҫаксем: «Три медведя.              Л. Толстой» (1954), «Поддубенские частушки. С. Антонов» (1955), «Товарищ Ваня. Шлуху С.» (1958), «Тихий Дон. 2, 3, 4 книги» – (1963, 1974, 1979 гг.), «Синяя тетрадь. Казакевич Э.» (1976).

А. Малова СССР писателӗсен Союзӗн членне 1974 ҫулта илнӗ.  

 

А. В. Малов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Аркадий Васильевич Малов: ст. //   Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 288.

Степанов, В. Талантлӑ тӑлмачӑ, поэт / В. Степанов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 1998. – 28 ака.

Желтухин, Г. Сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, словарь хатӗрлекен /    Г. Желтухин // Тӑван Атӑл. – 2003. - № 4. – С. 61-62.

Малов Аркадий Васильевич: ст. //   Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.253: портр.

Афанасьев, П. В. Малов Аркадий Васильевич: ст. /                      П. В. Афанасьев // Аликовская энциклопедия/ сост.                       Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 336-337: портр.

 

 

 

 

Тукташ (Семенов) Илья Семенович

 

03.08.1907 – 20.01.1957

 

 «… Сӑвӑҫырнӑчухневӑлсӑмахсенехуҫкаламасть, вӗсенесӑвӑйӗркинеасар-писерхиркелесевырнаҫтармасть, кашнисӑмах, хӑйтӗллӗнтенӗпек, кал-каллӑнвырнаҫсапырать. Ритмӗ те, рифмисем те тӑкӑскан хирӗлсе тӑмаҫҫӗ. «Сӑмах-юмахӗ шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв пек юхать», теҫҫӗ кун пек чух чӑвашсем. Хӑй ирӗккӗн те хӑй меллӗн, ҫӑмӑллӑн та кал-каллӑн…».

 

Аркадий Эсхель

 

 

 

И. С. Тукташ 1907 ҫулхи августӑн 2-мӗшӗнче Мӑн Тукташ ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкултан, унтан Хӗрлӗ Чутайри сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ, ҫамрӑклах ӗҫе кӳлӗннӗ. 1926-1928 ҫулсенче Шупашкарти совпартшкулта вӗренет, «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатпа «Хатӗр пул» журналӑн редакцийӗсенче ӗҫлет.

 1930 ҫулта ӑна Вӑтам Атӑл крайне, Самара хулине яраҫҫӗ, кунти «Колхозница» хаҫат редакцийӗн ответлӑ секретарьне уйӑрса лартаҫҫӗ. «Вӑтам Атӑл» альманах кӑларас ӗҫе те хастар хутшӑнать вӑл. Ҫак вӑхӑтра кунта              В. Иванов-Паймен, Исаев Мӗтри, И. Викторов, С. Шавли тата ытти авторсем те ӗҫленӗ. Ҫакӑнта ӗнтӗ И. Тукташ ял пурнӑҫӗ епле ҫӗнелсе пыни ҫинчен очерксем, «Вӑкӑр ҫырми» повесть, калавсем, сӑвӑсем ҫырать.

 Палӑрасса И. С. Тукташ прозӑра палӑрнӑ. Сӑвӑсемпе пӗрлех очерксем, калавсем, повеҫсем ҫырнӑ. 1932-1933 ҫулсенче унăн умлӑ-хыҫлӑ кӗнекисем, «Октябрь ҫилӗ» сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухаҫҫӗ. Вӗсенче пуринче те романтикӑллă ҫӗкленӳллӗ туйӑм палӑрать.

 Илья Семенович – халӑхран тухнӑ поэт. Вӑл халӑх шухӑш-кӑмӑлне витӗр курса тӑнӑҫеҫ мар, чунӗпе те унпа ҫывӑх пулнӑ. Ҫавӑнпа та поэтӑн кашни произведенийӗсенче ӗҫ хресченӗн чунӗ туллин палӑрса тӑрать. Унӑн сӑнарлӑх мелӗсенче те халӑх чунӗ, унӑн илемлӗх тӗнчи пурри сисӗнет. Ахальтен мар И. Тукташ халӑхӑн сӑмах пултарулӑхне тӗпченӗ, сӑвви-юррисемпе юмах-халапĕсене пухса кӑларнӑ, вӗсем ҫинчен статьясем ҫырнӑ: «Ача-пӑча юмахӗсем» (1938), «Чӑваш фольклорӗ» (1949). Вӑлах халӑхӑн сӑмах пултарулӑхӗпе чӑваш литератури аталанӑвӗҫинчен 8-9 классенче вӗренекенсем валли «Чӑваш литератури» учебник ҫырнӑ.

 1932-1933 ҫулсенче поэт Самарти геологи тӗпчевӗсен институтӗнче вӗренет. 1933 ҫулта, сывлӑх хавшанине пула, Шупашкара таврӑнать, Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче тимлет.

 1934 ҫулта ӑна СССР писательсен Союзӗн членне илнӗ. 1935-1942 ҫулсенче Чӑваш наука тӗпчев институтӗнче наука сотрудникӗнче ӗҫлет, фольклорпа, литературапа пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырать.

 1942-1944 ҫулсенче поэт фронтра пулать, ҫар корреспонденчӗн билечӗпе хаяр тӑшмана хирӗҫ публицистика мелӗсемпе кӗрешет, ҫивӗч, ҫулӑмлӑ статьясем, очерксем, тӗрленчӗксем, сӑвӑсемпе калавсем ҫырать. Совет Союзен Геройӗ чӑваш каччи П. В. Лаптев батарея командирӗҫинчен уйрӑм кӗнеке пичетлесе кӑларать. Вӑрҫӑран таврăнсан И. С. Тукташа Чӑваш АССР писательсен союзӗн правленийĕн председательне суйласа лартаҫҫӗ.

 Унӑн нумай сӑввисене композиторсем юрра хывнӑ, вӗсенчен уйрӑмах ҫаксем паллӑ: «Ҫурхи кунсем вӑраннӑ чух» (Чӑваш Республикин гимнӗ пулса тӑнӑ; кӗвви                           Г. С. Лебедевӑн), «Юрлар, ай, тантӑшсем», «Тӑван ҫӗршыв», «Савнисем», «Шурӑ роза» тата ыт. те.

 И. Тукташӑн ҫакӑн пек кӗнекесем тухнӑ: «Сӑвӑсем» (1930), «Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ» (очерк, 1932), «Октябрь ҫилӗ» (сӑвӑсем, 1932), «Ҫамрӑк колхозниксем» (калавсем, 1932), «Вӑкӑр ҫырми» (повесть, 1932), «Чечек ҫыххи» (сӑвӑсем, 1941), «Кӗске калавсем» (1941), «Павел Лаптев» (очерк, 1944), «Хура кушак» (калав, 1944), «Иван Поляков» (очерк, 1945), «Хӗвел» (сӑвӑсем, 1947), «Телей чечекӗ» (сӑвӑлла юмах-драма), «Ҫӗр хуҫисем» (очерк, 1954), «Сӑвӑсемпе юрӑсем» (1958), «Манӑн автан» (ача-пӑча калавӗсем, 1958).

 И. Тукташ произведенисене вырӑсларан чӑвашла куҫарассипе те тимленӗ. И. Ивникпе пӗрле «Слово о полку Игореве» повеҫе куҫарнӑ. М. Шолоховӑн «Уҫнӑҫерем», «Лӑпкӑ Дон» романӗсен хӑш-пӗр сыпӑкӗсене, М. Горькин «Хӗрпе вилӗм», «Ӑмӑрткайӑк ҫинчен хывнӑ юрӑ» произведенийӗсене, С. Ковпакӑн «Путивльтен Карпата ҫити» кӗнекине, В. Шекспир сонечӗсене, А. Навои, В. Лебедев-Кумач, С. Алымов сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.

 Поэт 1957 ҫулхи январӗн 20-мӗшӗнче ӳпке чирӗпе чирлесе вилнӗ.

 

 

И. С. Тукташ пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

 

Статьясем

 

Давыдов-Анатри, В. Тукташпа паллашсан… /                 В. Давыдов-Анатри // Давыдов-Анатри, В. Юлташсемпе юнашар / В. Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1981.

 

Эсхель, А. Асран кайми Тукташ: ст. / А. Эсхель //     Эсхель, А. Вӑхӑт таппи: ҫулсем, ҫынсем, сӑнсем: ст. /                  А. Эсхель . – Шупашкар, 1982. – С.213-223.

 

Малов, А. Илле Тукташпа пӗрле / А. Малов // Тӑван Атӑл. – 1987. - № 9.

 

Илья Семенович Тукташ: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 288-290.

 

Ефимов, Г. Тукташ мыскарисем / Г. Ефимов // Капкӑн. – 1997. - № 23-24.

 

Микиш, П. Чӑваш чӗлхин асамҫи / П. Микиш // Ялав. – 1997. - № 7.

 

Сементер, Ю. Чӑваш кӗвви ҫӗр хӗрӗх сумлӑ:                         [ И. Тукташ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май] /                         Ю. Сементер // Хыпар. – 1997. – 2 ҫурла. – С.2-3.

 

Давыдов-Анатри, В. Таким был наш Тукташ /               В. Давыдов-Анатри // Совет. Чувашия. – 1997. – 6 авг. – С.3.

 

Тихонов, П. Кого почитают, того и отмечают /               П. Тихонов // Совет. Чувашия. – 1997. – 6 авг.

 

Зайцев, Ф. Ҫаплаччӗ вӑл пире вӗрентекен / Ф. Зайцев // Хыпар. – 2002. – 5 нарӑс.

 

Тукташ Илья Семенович // Ананьев, А. А. Офицеры Великой Отечественной… (Уроженцы Аликовского района Чувашской Республики): кн. памяти / А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2005. – С. 99. – (Библиотека Чувашской народной академии).

 

Тукташ (Семенов) Илья Семенович: ст. //                 Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.422-423: портр.

 

Арланова, Е. Чӑваш патшалӑх гимнӗн авторӗ /             Е. Арланова // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2007. – 1 авг. – С.2.

 

Иванов, В. А. Умсӑмах: [Илле Тукташ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май] / В. А. Иванов // Тукташ, И. С. Этем ҫуралчӗ: роман / И. С. Тукташ. – Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. – С.3-5.

 

Терентьев, Г. И. Тукташ хӑҫан ҫуралнӑ? / Г. Терентьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2007. – 1 авг. – С.2.

 

Тукташ, И. С. Манӑҫми юрӑсем юрласа хӑварам: [Чӑвашсен паллӑ поэчӗҫуралнӑранпа – 100 ҫул] /                     И. С. Тукташ // Тӑван Атал. – 2007. - № 8. – С.99.

 

Илле Тукташ // Тӑван Атал. – 2008. - № 11. – С.147.

 

Ефимов, Л. А. Тукташ (Семенов) Илья Семенович: ст./ Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.                           Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 530: портр.

 

 

 

 

Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич

25.02.1913-14.11.1944

 

Г. Д. Харлампьев 1913 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Мӑн Тукташ ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1926 ҫулта пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ. Унтан Хутарти шкулта, Нурӑсри профшкулта икӗҫул хушши столяр ӗҫне вӗреннӗ. Красноармейскинчи Упири 6 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫ учителӗ пулнӑ. Малалла вӗренес ӗмӗтпе Горький хулине тухса кайнӑ, педагогика рабфакӗнче вӗреннӗ. Тепӗр ҫултан Мускаври художество техникумне куҫса кайнӑ. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗӳкерчӗксен редакторӗнче вӑй хурать. 1935-1937 ҫулсенче – ХӗрлӗҪар салтакӗ. Унтан таврӑнсан каллех Чӑваш кӗнеке издательствин художник-редакторӗ, ҫав хушӑрах Художниксен союзӗн председателӗ пулать, Шупашкарти илемлӗӳнерĕн галерейне йӗркелес енӗпе те ырми-канми тăрӑшать. 1942-1945 ҫулсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ.

Герасим Харлампьев республикӑн пирвайхи гербӗн авторӗ те. Вӑл 1940 ҫултанпа – СССР художникӗсен Союзӗн членӗ, 1962 ҫултанпа – СССР писательсен Союзӗн членӗ. Вӑл талантлӑ писатель те. Г. Харлампьев «Марфа», «Пӗр колхозра», «Вӗрентрӗҫ», «Турикасра туй пулать», «Тимӗр кисӗп» тата ытти пӗр актлӑ пьесӑсем, ачасем валли ҫырнӑ кӗске калавсем ҫырнӑ. К. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче умлӑ хыҫлӑнах «Ҫурхи кӗвӗсем», «Юрату вилӗмсӗр», «Юлашки тӗлпулу», «Чуну таса пулсан» пьесӑсем тулли сасӑпа янӑраса кайнӑ. Ҫак спектакльсенчен халӑх татӑлман. Чӑваш вулаканӗ                             Г. Харлампьев калавӗсемпе юмахӗсене аван пӗлет. Автор чылайӑшне ачасем валли ҫырнӑ. Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ «Кӑмӑл уҫӑлни», «Ҫурхи кӗвӗсем», «Анлӑ Атӑл хӗрринче», «Пурнӑҫ лайӑх» тата ытти юррисене чӑваш ҫыннисем кӑмӑлласа юрлаҫҫӗ. Г. Лебедев кӗвӗленӗ «Улӑхра курсан чечек» юрӑ вара чӑн халӑх юррине куҫрӗ.

Г. Харлампьев ҫакӑн пек кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ: «Ҫамрӑк художник» (1939), «Икӗ пьеса» (1949), «Тӑрнасен ташши» (1952), «Пӗчӗк ҫеҫ юмахсем» (1955), «Ҫурхи кӗвӗсем» (1957), «Палюк мучи кӗнеки» (1958), «Иртнӗҫулсенче» (1959), «Утарта» (1964), «Илемлӗ ир» (1-3 кӗнекисем, 1964, 1966, 1970), «Юрату вилӗмсӗр» (1969), «Ытарайми ҫӗршывра» (1971), «Чуну таса пулсан» (1973), «Вӑрман юрри» (1974), «Йӑлтӑр ҫӑлкуҫ» (1976), «Пӑшӑлтисем» (1983). Вырӑсла тухнӑ кӗнекесем: «Танец журавлей» (1955), «Голубята» (1962), «Танец журавлей» (1967), «Красивое утро» (1969), «На пасеке» (1981).

Г. Д. Харлампьева ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗӗҫченӗ ятне панӑ, Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

 

Г. Д. Харлампьев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Малов, А. Пархатарлӑ пурнӑҫ / А. Малов // Хыпар. – 1993. – 26 нарӑс.

Унтри, Я. Пултарулӑх каҫалӑкӗ / Я. Унтри // Ялав. – 1993. - № 2.

Герасим Дмитриевич Харлампьев (Пилеш): ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 290-292.

Желтухин, Г. Ӳнерҫӗ те, те ҫыравҫӑ та // Тӑван Атӑл. – 2003. - № 2.

Харлампьев Герасим Дмитриевич // Ананьев, А. А. Офицеры Великой Отечественной… (Уроженцы Аликовского района Чувашской Республики): кн. памяти / А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2005. – С. 99-100. – (Библиотека Чувашской народной академии).

Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.465-466: портр.

Ефимов, Л. А. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 554: портр.

Юрьев, К. Ҫак ҫуртра ҫыравҫӑ пурӑннӑ / К. Юрьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2011. -12 окт. – С.3.

 

Яндекс.Метрика
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика