МБУК «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Тени ял тǎрǎхĕ ( Тенеевское сельское поселение)

 

Тениял тǎрǎхĕ:

 

 

 

Ларионов Никита Ларионович

07.02.1932 - 2014

 

1932 ҫулта февралӗн 7-мӗшӗнче Кармал Тени ялĕнче ҫуралнӑ. Тенири ҫичӗҫул вӗренмелли, Элӗкри вӑтам шкулсенчен вӗренсе тухнӑ, 1955 ҫулхине И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединститутӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑрмар районӗнчи Урнар вӑтам шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, унтан салтака кайнӑ, ҫулталӑкран таврӑнсассӑн ҫав районти Шӑхаль вӑтам шкулӗнче виҫӗҫул ӗҫленӗ. 1959 ҫултанпа – тӑван Элӗк районӗнче. Тени, Хирлеппуҫ, Элӗк шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине тата физкультура вӗрентнӗ.

Сӑвӑ-калав ҫырма ачаллах, варҫӑҫулӗсенче тытӑннӑ. 1958 ҫулта «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра «Палланӑ кӑсӑя», 1966 ҫулта «Ялав» журналта «Йӗнӗри тар иксӗлмен-и» калавсем пичетленнӗ. «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю» (1974), «Олимп каҫалӑкӗ» (1979), «Олимпийский балл» (1986), «Хӗр тупри» (2001) повеҫсемпе калавсен уйрӑм кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.

Район хаҫатӗнче калавсем, «Палӑрӑм», «Уйӑх тӑхри» романсен, «Ҫыру мехелӗ» повеҫӗн сыпӑкӗсем пичетленнӗ. Республикӑри хаҫат–журналсенче те Н. Ларионовӑн произведенийӗсем пичетленнӗ.

Н. Л. Ларионов спортпа та питӗ туслӑ. Утассипе СССР спорт мастерӗ, темиҫе хутчен республика чемпионӗ пулнӑ, Раҫҫейре ирттернӗ ветерансем хушшинчи ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ.

 

Н. Л. Ларионов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Никита Ларионович Ларионов: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем /   Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 285.

Ырьят, А. Чӗмпӗр чӑваш поэзийӗн ҫӗнӗ «чӗкеҫӗ» /     А. Ырьят // Хыпар. – 1998. – 25 утӑ.

Никита Ларионович Ларионов // Тӑван Атӑл. – 2002. - №1. – С.4.

Ҫыравҫӑ та, спортсмен та // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2002. – 6 февр. – С. 2.

Ларионов Никита Ларионович: ст. //   Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.230: портр.

Ефимов, Л. А. Ларионов Никита Ларионович: ст. /       Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.                       Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 321: портр.

 

 

 

 

Матьянова (Телейпи) Ираида Васильевна

19.12.1979

 

И. В. Матьянова (Телейпи) 1979 ҫулхи декабрӗн 19-мӗшӗнче Йӑранар ялӗнче ҫуралнӑ. 1996 ҫулта Тенири вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Унтан, 2006 ҫулта Шупашкарти культура училищине пӗтернӗ. 2006 ҫултанпа Шупашкар хулинче 166-мӗш номерлӗ ача-пӑча садӗнче воспитатель пулса ӗҫлет.

И. Матьяновӑна Чӑваш Республикин писательсен Союзӗн членне 2005 ҫулта илнӗ. Ҫав ҫулах вӑл Альпӑрт Канаш ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ пулса тӑрать. Ираида Васильевнӑн чӑвашла ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Чӗрем ыйтнипе», «Ҫырма урлӑ сукмак хыврӑм». «Мĕн-ши вӑл телей, юрату, пурнӑҫ? Мĕншĕн эпир ҫут тӗнчере пурӑнатпӑр?» Ҫак ыйтусене хускатать Ираида Васильевна хӑйӗн хайлавӗсенче. Вӗсене сӑвӑҫ чи ҫывӑх та юратнӑҫыннисене: ашшӗ-амӑшне, савнӑ мӑшӑрне, ачисене, тӑван ял-йышне халалласа ҫырать.

Телейпи илемлӗ, кӗвӗллӗ, тарӑн шухӑшлӑ сӑвӑсем ҫырать. Вӑл ҫырнӑ сӑвӑсене юрра хываҫҫӗ.

 

И. В. Матьянова пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Статьясем

Ирина Телейпи – литература тӳпинчи телей ҫӑлтӑрӗ // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2005. – 21 сент. – С.4.

Андреева, А. В. Матьянова (Телейпи) Ираида Васильевна: ст. / А. В. Андреева // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 350: портр.

Матьянова (Телейпи) Ираида Васильевна // Календарь 2009. Праздники церковные, государственные. Юбилеи и дни рождения / сост. А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2009. – С. 109.

 

 

Яндекс.Метрика
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика