Тавǎт ял тǎрǎхĕ :
|
|
Железнов Петр Федорович
17.08.1939 – 1992
|
П. Железнов 1939 ҫулхи августӑн 17-мӗшӗнче Тавӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанах Тавӑтри пуҫламӑш, Ураскилтри вӑтам шкулта вӗреннӗ, унтан – Ленинградри каҫхи шкул пӗтернӗ.. Унӑн произведенийӗсем районти, республикӑри, «Дружба», «Молодой Ленинград» хаҫат-журналсенче пичетленнӗ. Петр Федоровичӑн «Этот маленький хороший город» ҫырнисен пуххи (Чувашгиз, 1978) тухнӑ.
П. Железнова РСФСР писателӗсен Союзӗн членне йышӑннӑ, Раҫҫей Федерацийӗн писательсен хисеп грамотипе наградӑланӑ.
П. Ф. Железнов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Егоров, В. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗҫыравҫӑ / В. Егоров // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2007. – 14 февр. – С. 3.
Железнов Петр Федорович // Календарь 2009. Праздники церковные, государственные. Юбилеи и дни рождения / сост. А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2009. – С. 78.
Терентьев, Г. К. Железнов Петр Федорович : ст. / Г. К. Терентьев // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 212: портр.
|
|
Николаева Мария Николаевна
26.11.1921 – 17.08.1994
|
М. Николаева 1921 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче Шураҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Мӑн Вылӑри ҫичӗҫул вӗренмелли, Етӗрнери педагогика техникумне вӗренсе пӗтернӗ.
М. Николаевӑна Чӑваш Республикин писательсен Союзӗн членне илнӗ. Мария Николаевнӑн малтанхи пӗр пайлӑ пьесисем утмӑлмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пичетленсе тухнӑ: «Эрешмен карти» (1962), «Хурӑн сӗткенӗ» (1962), «Сӗрӗм» (1962), «Юлташсем шансан» (1965), «Кун пек те пулкалать» (1965), «Телейлӗ-ши вӗсем?», «Кулас килет» (1967). 1962-1963 ҫулсенче К. В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче унӑн «Сӗрӗм» тӑватӑ пайлӑ драмине лартнӑ. 1964 ҫулта Мускавра «Советский писатель» издательствӑра «Черная кошка» повеҫӗ вырӑсла, 1971 ҫулта «Хура кушак» повеҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче уйрӑм кӗнекесемпе тухнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Куҫа-куҫӑн», «Пӗр ялта», «Телейлӗ-ши эсӗ, Надя?» повеҫсен авторӗ.
М. Н. Николаева пурнӑҫӗпе пултаруллӑхӗҫинчен:
Мария Николаевна Николаева: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 298.
Терентьев, Г. К. Николаева Мария Николаевна: ст. / Г. К. Терентьев, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 385.
|
|
Федотова-Оланьгай Любовь Александровна
07.03.1963
|
Л. А. Федотова-Оланьгай 1963 ҫулхи мартӑн 7-мӗшӗнче Хуравар ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Тавӑтри вӑтам шкула (1980), Шупашкарти машинӑсем тӑвакан техникума (1986), бухгалтерипе менеджерсен курсӗсене (1993) пӗтернӗ. 1980-1993 ҫулсенче Шупашкарти приборсем тӑвакан заводӑн ача-пӑча садӗнче, механика цехӗнче токарьте, инженер-диспетчер, экономист пулса ӗҫленӗ. 1994-2006 ҫулсенче – республикӑри акционерсен ҫурт-йӗр тӑвакан «Монолитстрой» уҫӑ обществин яваплӑ специалисчӗ. 2006 ҫултанпа тулли мар яваплӑ «Трейд-Инвест» ӗҫ коллективӗнче суту-илӗвӗн ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫре вӑй хурать.
Л. Федотова-Оланьгайӑн пӗрремӗш сӑвӑ йӗркисем 1986 ҫулта хут ҫине выртнӑ.
Л. Оланьгай тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленсех тӑрать. Унӑн хайлавӗсене «Ялав», «Тӑван Атӑл» тата «Лик» журналсенче, «Кладовая природы», «Православный собеседник», «Молодежный курьер», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Советская Чувашия» республика хаҫачӗсенче тата «Тӑван ен», «Пурнӑҫҫулӗпе» район хаҫачӗсенче тупса вулама пулать.
Унӑн харӑссӑнах вырӑсла тата чӑвашла кĕнекесем тухаҫҫĕ. Виҫӗ кӗнеке авторӗ: «Лань луговая» (2000), «Атте пехилӗ» (2004), «Белые Одежды» (2006).
Л. А. Федотова-Оланьгай пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Любовь Федотова-Оланьгай // Тӑван Атӑл. – 2010. - № 11. – С.130-132.
Егоров, В. С. Федотова-Оланьгай Любовь Александровна:ст./ В. С. Егоров // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 544-545: портр.