Крымсарайкǎ ял тǎрǎхĕ:
|
|
Афанасьев Егор Афанасьевич
02.10. 1922 – 25.07.1980
|
Е. А. Афанасьев 1922 ҫулхи октябрӗн 2-мӗшӗнче Хурӑнсур ялӗнче ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Етӗрнери педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн кӗҫӗн класс ачисене вӗрентнӗ. Унтан Ҫӗмӗрлери «Вперёд» хаҫатра, «Ялав» журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ. 1968 ҫулта вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ленин ялавӗ» хаҫатра ӗҫлеме тытӑнать.
Е. Афанасьев уйрӑмах ачасем валли кӗнекесем ҫырассипе чылай тӑрӑшнӑ, вунӑ кӗнеке ытла пичетлесе кӑларнӑ. Пирвайхи кӗнеки 1961 ҫулта «Пирӗн пӗчӗк Кентти» ятпа «Ача-пӑча литератури» издательствинче вырӑсла кун ҫути курнӑ. Унӑн чӑвашла тухнӑ кӗнекисенчен ҫаксене асӑнмалла: «Сӑвӑсемпе юмахсем» (1949), «Ши-шӑнкӑрч» (1964), «Пирӗн ял ачисем» (1965), «Сухан» (1969).
Е. Афанасьев сӑввисене хрестоматисене те кӗртнӗ. Г. Терентьевпа пӗрле ҫырнӑ «Выигрыш» пьесӑна Чӑваш академи театрӗн сцени ҫинче темиҫе хут та лартнӑ. «Мӗнле пурӑнатӑн, Атӑл» пьесӑпа республикӑра ирттернӗ конкурсра 3 вырӑн йышӑннӑ. 1980 ҫултанпа – СССР писателӗсен Союзӗн членӗ.
Е. А. Афанасьев 1980 ҫулхи июлӗн 25-мӗшӗнче вилнӗ.
Е. А. Афанасьев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Егор Афанасьевич Афанасьев: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 275-276.
Анисимов, Г. Ятне асрах тытатӑп / Г. Анисимов // Ҫӗмӗрле хыпарӗ. – 1997. – 7 юпа.
Степанов, В. Поэт, драматург / В. Степанов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 1997.
Афанасьев Егор Афанасьевич: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.45: портр.
Ефимов, Л. А. Афанасьев Егор Афанасьевич: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 82: портр.
|
|
Смолина Людмила Валериановна
21.01.1962
|
«… Ҫамрӑк сӑвӑҫӑн поэзийӗ темле хӑйне евӗрлӗ сӗтеклӗ те ытарлӑ чӗлхипе тыткӑнлать мана. Сӑввисем кӑшкӑрашуллӑ мар унӑн, шалтан, чун хавалӗпе ҫырнӑ сӑвӑсем.Сӑмахӗсем сулмаклӑ, витӗмлӗ, сӑнарлӑ… »
Александр Артемьев
Л. В. Смолина 1962 ҫулта Ярхуньушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Сурӑмварринчи пуҫламӑш, Крымсарайкӑри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ. 1985 ҫулта чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнчен вĕренсе тухнӑ. Шупашкарти ЧХБК фабрикинче, 75 № ача садӗнче воспитатель пулса ӗҫленӗ. 1992-2002 ҫулсенче «Ҫил ҫунат» журналта литературӑпа искусство пайӗнче, тӗп редакторта тимленӗ.
Унӑн хайлавӗсем коллективлӑ кӗнекесенче, ҫавӑн пекех уйрӑммӑн та пичетленнӗ. Вӑл Трубина Мархви ячӗллӗ преми лауреачӗ (1993), Раҫҫей журналисчӗсен, писательсен Союзӗн членӗ (1992, 1997). Поэтессӑн сӑввисемпе Филипп Лукин, Юрий Кудаков, Юрий Жуков, Зоя Петрова, Надежда Заводскова тата ытти композиторсем те чылай юрӑҫырнӑ. Людмила Смолина А. Блокӑн, А. Плещеевӑн, Е. Трутневан, И. Елисеевӑн тата ытти вырӑс поэчӗсен произведенийӗсене куҫарнӑ. Людмила Валериановнан ҫак кӗнекесем тухнӑ: «Хӗр ӗмӗрӗ - хӑналӑх» (1993), «Асамлӑҫулталӑк» (1996), «Асамлӑ калтӑрмач» (1998) тата ыт. те.
Л. В. Смолина пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Петровский, Н. «Ҫил ҫунат» мӗнпе сывлать? / Н. Петровский // Тантӑш. – 1993. – 4 авӑн.
Артемьев, А. Людмила Смолина / А. Артемьев // Тӑван Атал. – 1996. - № 6. – С.52.
Ефимов, Г. Людмила Смолина / Г. Ефимов // Ҫил ҫунат. – 1998. - № 1.
Смолина Людмила Валериановна: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.383: портр.
Ефимов, Л. А. Смолина Людмила Валериановна: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 484-485: портр.