МБУК «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ехремкасси ял тǎрǎхĕ ( Ефремкасинское сельское поселение)

 

Ехремкасси ял тǎрǎхĕ:

 

 

 

Ананьев Александр Ананьевич

20.06.1930 – 03.07.2014

 

А. А. Ананьев 1930 ҫулхи июнӗн 20-мӗшӗнче Анат Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1945 ҫулта Вутланти тулли мар шкул, 1948 ҫулта Нурӑсри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтан 1956 ҫулта виҫӗ курслӑҫар академине, 1963 ҫулта   чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи физикӑпа математика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Нумай ҫул хушши Вутлан шкулӗнче учительте, директорта тӑрӑшнӑ.

А. Ананьев Вутланти шкул музейне пуҫарса янӑ. 2001 ҫултанпа ӑна Элӗк районӗн вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсен Совечӗн ертӳҫине лартнӑ.

Александр Ананьевич Элӗк район энциклопедине ҫырса хатӗрлеме пулӑшнӑ. Унӑн чи паллӑ кӗнекисем: «Элӗкьен аталанӑвӗ» (2000), «Календарь знаменательных и юбилейных дат Аликовского района» (2000), «100 лет Раскильдинской Рождества Богородицкой церкви Аликовского района Чувашской Республики» (2002, в соавторстве), «Военному комиссариату Аликовского района 65 лет» (2003, в соавторстве), «Православи тӗнӗҫинчен: ҫамрӑксемпе ачасем валли» (2003), «Что надо знать верующим о православной вере» (2004), «90 лет Вотланской средней общеобразовательной школе Аликовского района Чувашии: архивные документы, воспоминания» (2004), «Офицеры Великой Отечественной… (Уроженцы Аликовского района Чувашской Республики)» (2005), «Вӑрманкас Юнтапа ялӗ: ӗлӗкхипе хальхи» (2008), «Повесть о прожитых годах» (2008), «Календарь 2009. Праздники церковные, государственные, профессиональные. Юбилеи и дни рождения» (2009), «Подвиги афганцев» (2010).

А. Ананьева нумай ҫул ӗҫленӗшӗн, хастар пулнӑшӑн медальсемпе хисеп грамотисемпе чысланӑ, кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑсем панӑ. Александр Ананьевич – Чӑваш Республикин писателесен союзӗн членӗ, Республикӑри краеведсен союзӗн хисеплӗ краевечӗ тата Халӑх академикӗ.

А. А. Ананьев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

Кӗнекесем

Ананьев, А. А. Повесть о прожитых годах /                          А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2008. – 104 с.: ил.

 

Статьясем

Светлова, С. «Ырра хирӗҫ усал тунине курман-ха» /          С. Светлова // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2002. – 22 февр. – С. 2.

Егоров, В. Ананьевсен вунӑ вӗрентекен / В. Егоров // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2007. – 6 окт. – С. 5.

Кӗнеке авторӗҫинчен // Ананьев, А. А. Вӑрманкас Юнтапа ялӗ: ӗлӗкхипе хальхи / А. А. Ананьев. – Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2008. – С. 197.

Ветеран – районӑн хисеп кӗнекинче // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2009. – С.1.

Ефимов, Е. Л. Ананьев Александр Ананьевич: ст. /       Е. Л. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.                     Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С.54-55: портр.

Корнилов, Ю. Чуна итлесе пурӑнсан ӗҫ те ӑнӑҫать /   Ю. Корнилов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2009. – 21 февр. – С. 5.

Лаврентьева, В. Аллӑҫул пӗрле пурӑнсан кӑна туй тунӑ / В. Лаврентьева // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2010. – 13 янв. –    С. 3.

Павлов, В. Сакӑр теҫеткери ватӑлман ветеран /            В. Павлов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2010. – 19 июнь. – С. 2.

Корнилов, Ю. Ватлӑхра та хастарлӑх шӑранса пӗтмест / Ю. Корнилов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2011. – 22 окт. – С. 5.

 

 

 

 

Ястран (Григорьев) Максим Григорьевич

 

26.08.1916-11.09.1942

 

М. Г. Ястран 1916 ҫулхи августӑн 26-мӗшӗнче Вӑрманкас Юнтапа ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл малтан Ассакассинчи колхоз ҫамрӑксен шкулӗнче вӗренет. Шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫырма пуҫлать. 1932-1935 ҫулсенче вӑл Шупашкарти медицина рабфакӗнче вӗреннӗ. 1936-1939 ҫулсенче поэт «Пионер сассипе» «Ҫамрӑк большевик» хаҫатсен тата «Хатӗр пул» журнал редакцийӗсенче, 1940-1941 ҫулсенче республикӑри Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Пӗр хушӑ Максим Григорьевич пирӗн районти «Колхоз хаҫачӗ» хаҫат редакцийӗнче ответлӑ секретарьте те ӗҫленӗ. Мускаври А. М. Горький ячӗпе хисепленекен Литература институтӗнче заочно вӗреннӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан М. Ястран «Чӑваш коммуни» хаҫат редакцийӗн районсене тухса ҫӳрекен корреспонденчӗ пулса тӑнӑ. 1942 ҫул пуҫламӑшӗнче фронта тухса кайнӑ. Ҫав ҫулах Сталинград патӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. 1942 ҫулта Сталинград фронтӗнчен ярса панӑ «Атьӑр, тантӑшсем!» сӑвӑ «Сунтал» журналта пичетленсе тухать.

 

Унӑн «Ҫич ҫунатлӑӑмӑрткайӑк», «Асамлӑ лампа», «Темӗскер-мӗскер», «Сергей Киров» ятлӑ поэмисем ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвакан ӗҫчен халӑхӑн иксӗлми хастарлӑхне мухтаҫҫӗ.

 

М. Ястран-лирик, хӑйӗн чылай сӑввисенче тӑван тавралӑх илемне сӑнласа парать.

 

Максим Григорьевич фронтра 1942 ҫулхи сентябрӗн 11-мӗшӗнче паттӑрла пуҫне хунӑ. 1962 ҫулхи май уйӑхӗнче ӑна вилнӗ хыҫҫӑн СССР писателӗсен Союзӗн членне илнӗ. Поэт ҫырнисене халиччен тӑватӑ кӗнеке кӑларнӑ: «Хӗрлӗҫӑлтӑр» (сӑвӑсем, 1940), «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» (сӑвӑсем, 1941), «Лирика» (1964), «Сӑвӑсемпе поэмӑсем» (1986).

 

 М. Г. Ястранӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:

 

Статьясем

 

Максим Григорьевич Ястран (Григроьев):ст. //               Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведении очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С.292-293.

 

Пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултаратчӗ // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2006. – 26 авг. – С. 3.

 

Ястран Максим Григорьевич: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.553-554: портр.

 

Максим Ястран, поэт // Ананьев, А. А. Вӑрманкас Юнтапа ялӗ: ӗлӗкхипе хальхи / А. А. Ананьев. – Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2008. – С. 167-173.

 

Ефимов, Е. Л. Ястран (Григорьев) Максим Григорьевич: ст. / Е. Л. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 622-623: портр.

 

Ананьев, А. Вулавӑш – Ястран ячӗпе: сӑвӑ /                          А. Ананьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2011. – 3 сент. – С. 6.

 

Ананьев, А. Кӗнекене тупра пекех упрать: [Максим Ястранӑн «ХӗрлӗҪӑлтӑр» кӗнеки ҫинчен] / А. Ананьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2011. – 17 сент. – С.1.

 

Ананьев, А. Сӑввисем илемлӗ, янӑравлӑ / А. Ананьев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2011. – 10 сент. – С.2.

 

Арланова, Е. Сӑмахпа та, пӑшалпа та / Е. Арланова // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2011. – 27 авг. – С.2.

 

«Сан ҫинчен ҫыртӑм эп сӑвӑ-юрӑ, сӑмаха ахах пек суйласа»: [Максим Ястран ҫуралнӑранпа – 95 ҫул] // Тӑван Атӑл. – 2011. - №8. – С.91-94.

 

 

 

 

 

 

Яндекс.Метрика
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика