Мǎн Выла ял тǎрǎхĕ:
|
|
Ефимов Арсений Ефимович
31.05.1915 - …11.2011
|
Арсений Ефимович Ефимов Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче 1915-мӗш ҫулхи майӑн 31-мӗшӗнче ҫуралнӑскер, пӗтӗм кун-ҫулне ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентсе воспитани парас ӗҫе халалланӑ. Чи малтанах хӑй те ялти, Штанашри колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче тата Етӗрнери педтехникумпа Шупашкарти пединститутра пӗлӗве ҫирӗплетнӗ. Арсений Ефимович 1933-1935 ҫулсенче Мӑн Вылӑри пуҫламӑш шкулта 3-4 классене вӗрентнӗ. Унтан 1938-1939 ҫулсенче, Кӗҫӗн Тӑванти ҫичӗ класслӑ шкулта вӗрентӳ енӗпе директор ҫумӗ тата вырӑс чӗлхи учителӗнче ӗҫленӗ.
ХӗрлӗҪара ӑна 1939 ҫулхи кӗркунне илнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Перемышль хулине, Польша, Венгри, Австри, Чехословаки хулисене ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑран вӑл 1945-мӗш ҫулхи кӗркунне таврӑннӑ та Кивуйри Матрёна Федоровнӑпа (1921 - 1998) мӑшӑрланса 52 ҫул килӗштерсе пурӑннӑ, 6 ача ӳстерсе пурнӑҫҫулӗҫине тӑратнӑ.
1980 ҫулта пенсие кайнӑ. Учительти ӗҫ стажӗ - 42 ҫул.
1936-1938 ҫулсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ. Арсений Ефимов икӗ кӗнеке авторӗ: «Хочу гореть ярче» (1999), «Радуюсь светлому дню» (2006). 1999 ҫулхи кӗркунне ЧР писательсен союзне кӗнӗ.
2011 ҫулта ноябрь уйăхĕнче вилнĕ.
А. Е. Ефимов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Савельев, Г. Авторпа унӑн сӑввисем ҫинчен / Г. Савельев // Ефимов, А. Е. Эпӗҫутӑрах ҫунасшӑн: тӗрлӗҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсемпе поэмӑсем / А. Е. Ефимов. – Чебоксары, 1999. – С.3-4.
Ефимов, А. Чӑваш ялӗнчи учитель: сӑвӑ [Арсений Ефимов хӑй ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑ] / А. Ефимов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2005. – 4 июнь. – С.5.
Хаҫат тусӗ // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2005. – 4 июнь. – С.5.
Савельев, Г. Малтанхи ялкорсем / Г. Савельев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2007. – 10 авг. – С. 5.
Терентьев, Г. К. Ефимов Арсений Ефимович: ст. / Г. К. Терентьев // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 204: портр.
Савельев, Г. Ялкортан поэт таран… / Г. Савельев // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2010. – 10 нояб. – С. 3.
Силивестрова, А. Вӑрҫӑ витӗр тухнӑ / А. Силивестрова // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2010. – 11 июнь. – С.1.
|
|
Шашкина Любовь Аркадьевна
08.03.1972
|
1972- мĕш çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче, вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Çак ялти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Шкул хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, 1993-мĕш çулта Элĕк районĕнчи Мăн Выла ялĕнче кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ пама пуçланă.
Любовь мĕн ачаранах кĕнекесем вулама юратать. Уншăн библиотека тăван кил хыççăн чи юратнă вырăн пулса тăрать.
Вăл юрлама та ăста, сăвăсем те шăрçалать. Студент чухне, университетра (ЧГУ) тухса тăракан «Ульяновец» хаçатра, «Самант» журналта та пичетленнĕ унăн сăввисем.
Халĕ Любовь Шашкина Мăн Выла ялĕнчи шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, ачасене литературăпа, тĕрлĕ çыравçăсен пултарулăхĕпе çыхăннă мероприятисене явăçтарас ĕçре те тимлет, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнтарать. Хăй библиотекăра иртекен чылай мероприятине хутшăнать.
Л. А. Шашкина пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Арти, Р. Çĕр пин сǎмах ǎстисем/ Рита Арти//Чǎваш хĕрарǎмĕ.- 2013.- 30 чук (№47).- С.2: фото.
Силивестрова, А. Вĕрентекен ачасемшĕн амǎшĕ вырǎнĕнĕнче/ А. Силивестрова// Пурнӑҫҫулӗпе .- 2012.- 08 нарас (№13).- С.3.
Юхма,Мишши. Унǎн поэзийĕ лĕпĕш пек[ Любовь Шашкина поэтǎн пултарулǎхе çинчен] /М. Юхма// Пурнǎç çулепе.-2014.- 20 сурла(№60).- С. 2:фото