Элĕк ял тǎрǎхĕ:
|
|
Золотов Анатолий Арсентьевич
20.12.1940
|
А. А. Золотов 1940 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче Синер ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ - Золотов Арсений Иванович (1898-1966) – ялти учитель, Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен шкултан вӗренсе тухнӑ, амӑшӗ - Золотова Анна Сидоровна (1904 - 1988) – колхозра ӗҫленӗ.
1958 ҫулта Элӗкри вӑтам шкула ылтӑн медальпе пӗтернӗ, 1963 ҫулта – Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, физикӑпа математика факультетне, унтан, 1973 ҫулта – Ташкентри аслӑ пӗлӳллӗҫар училищине пӗтернӗ.
1963 ҫулта Вӑрмар районне кӗрекен Энӗшпуҫри вӑтам шкулта физика учителӗ, 1966-1967 ҫулсенче – Элӗк районӗнчи РОНО инспекторӗнче пулса ӗҫленӗ.
А. А. Золотов Чӑваш халӑх академийӗн членӗ, «За службу Родине в Вооруженных Силах СССР» 3-мӗш степенлӗ орденпа, «За полезное» Раҫҫей Федерацийӗн Совечӗн ылтӑн медальпе, «Первый трижды Герой Советского Союза А. И. Покрышкина» медальпе наградӑланӑ.
А. А. Золотов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Анатолий Арсентьевич Золотов // Древо жизни (от пращура Федора до наших дней – 1779 - 2005) / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Синерь, Аликово, Чебоксары, СПб., 2005. – С. 119-120: портр.
Ефимов, Л. А. Золотов Анатолий Арсентьевич : ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост.Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 221: портр.
Золотов Анатолий Арсентьевич // Золотов, В. А. Золотой человек и продолжатели его дела / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, Л. А. Ефимов. – Чебоксары: Новое Время, 2010. – С. 111: ил.
|
|
Золотов (Арис) Аркадий Иванович
29.01.1901 – 01.06.1942
|
Чӑваш литературинче критика жанрне аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫленӗ писательсенчен пӗри – Аркадий Иванович Золотов 1901 ҫулхи январӗн 29-мӗшӗнче Синер ялӗнче, вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1909 – 1915 ҫулсенче Элӗкри икӗ класлӑ училищӗре вӗреннӗ, 1915 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне кайса кӗнӗ.
1919 ҫулта Чӗмпӗр шкулӗнчи ытти ҫамрӑксемпе пӗрле хӑй ирӗкӗпе ХӗрлӗҪар ретне тӑнӑ. 1921 ҫул пуҫламӑшӗнче каллех Чӗмпӗре пынӑ, унта учительсем хатӗрлекен институтра вӗреннӗ.
1928-1931 ҫулсенче А. Золотов «Канаш» хаҫатпа «Сунтал» журнал редакторӗ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах «Капкӑн» журналӑн кулленхи ӗҫне ертсе пынӑ. Республикӑра радио ӗҫне те вӑлах йӗркелесе янӑ. 1931 ҫул хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт вӑл – чӑваш писателӗсен организацийӗн правлени председателӗ, унтан – рабфак директорӗ.
1934 ҫулта ӑна Пӗтӗм Союзри писательсен пӗрремӗш съездне делегат туса янӑ, унта вӑл чӑваш писателӗсен пархатарлӑӗҫӗ-хӗлӗҫинчен сӑмах тухса каланӑ.
А. Золотов литература ӗҫне прозӑран тытӑннӑ. Унӑн малтанхи «Ҫутӑ пӑнчӑ» ятлӑ очеркӗ 1925 ҫулта «Канаш» хаҫатра пичетленнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пичетленнӗ очерксемпе калавсенчен паллӑраххисем ҫаксем: «Вӑй хамӑрта», «Хресченсем патша ҫуртӗнче», «Юн чӗнет», «Ленин ҫуралнӑҫӗршывра» (1925), «Йӳҫсе хӑпарать», «Типпе тухрӗ», «Катаччи» (1926), «Ӗҫлетпӗр хуллеҫҫӗн», «Куҫне кастарма больницӑна кайни», «Тутлисемпе йӳҫҫисем», «Яланах хатӗр» (1927), «Икӗ тӗнче» (1932), «Чапаевла …» (1935).
Чӑваш литературинче А. Золотов пуринчен ытла критикӑллӑ статьясем ҫырнипе паллӑ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнисенчен унӑн пултарулӑхӗнче Д. Фурмановӑн «Чапаев» романӗ уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнать.
А. Золотов таса чӗреллӗ писатель пулнӑ пулин те, ăна 1937 ҫулта сӑлтавсӑр айӑпланӑ, 1942 ҫулта вара унӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
А. Золотов 1934 ҫултанпа СССР писателӗсен Союзӗн членӗ пулнӑ.
А. И. Золотов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Кӗнекесем
Принципам не изменили. Золотовы – ученики И. Я. Яковлева: к 150-летию со дня рождения И. Я. Яковлева / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Аликово; Чебоксары: Чувашия, 1998. – 173 с.
Аркадий Золотов: писатель, критик, публицист: к 100-летию со дня рождения Аркадия Ивановича Золотова / сост. В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Чебоксары, СПб., 2000. – 95 с.
Древо жизни (от пращура Федора до наших дней – 1779 - 2005) / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Синерь, Аликово, Чебоксары, СПб., 2005. – 132 с.
Золотов, В. А. Аркадий Золотов: солдат и педагог, писатель и журналист, переводчик и критик: к 110-летию со дня рождения, к 85-летию со дня организации радиовещания в Чувашии / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Чебоксары: Новое Время, 2010. – 224 с.: ил.
Статьясем
Аркадий Иванович Золотов: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 281-282.
Золотов Аркадий Иванович: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.147-148: портр.
Ефимов, Л. А. Золотов Аркадий Иванович (Арис) : ст. / Л. А. Ефимов, Г. К. Терентьев // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 221: портр.
Золотов Аркадий Иванович // Золотов, В. А. Золотой человек и продолжатели его дела / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, Л. А. Ефимов. – Чебоксары: Новое Время, 2010. – С. 23: портр.
Павлов, В. Аркадий Золотов яланах асра / В. Павлов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2011. – 12 февр. – С.2.
Тӗрлӗ енлӗ талант // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2011. – 29 янв. – С. 5.
|
|
Золотов Вениамин Тимофеевич
04.08.1937
|
Вениамин Тимофеевич Золотов 1937 ҫулхи августӑн 4-мӗшӗнче Синер ялӗнче учительсен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1955 ҫулта Элӗкри вӑтам шкул, унтан 1960 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. 1960-1961 ҫулсенче Ҫӗмӗрле районӗнчи Кӑмаша шкулӗнче физика, астрономи учителӗ пулса ӗҫленӗ. 1961-1971 ҫулсенче – Элӗкри вӑтам шкулта вӗрентнӗ.
1988 ҫулта «Советская Чувашия» хаҫатӑн обозревателӗ пулнӑ. 1990-1995 ҫулсенче «Профсоюзный вестник» хаҫатӑн тӗп редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Время» хаҫатӑн тӗп редакторӑн ҫумӗ пулса ӗҫлет.
В. Т. Золотовӑн произведенийӗсем тӗрлӗ хаҫат-журналсенче пичетленеҫҫӗ - «Советская Чувашия» (1967 ҫултанпа), «Хыпар», «Время», «Учительская газета», «Вести Чувашии», «Молодежный курьер»; «Физика в школе» (Мускав хули), «Народное образование» (Мускав хули), «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Капкӑн». Унӑн ҫакӑн пек кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Узелки памяти» (2003), «Всюду юмор» (2004), «Записки инспектора» (2002) тата ыт.
В. Т. Золотова тӗрлӗ хисеп грамотисемпе наградӑланӑ, писательсен, журналистсен членне йышӑннӑ, просвещени отличникӗ ятне панă.
В. Т. Золотов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Избранные места из биографии автора // Золотов, В. Т. Узелки памяти: очерки, рассказы, стихи / В. Т. Золотов. – Чебоксары, 2003. – С.3-4.
Вениамин Тимофеевич Золотов // Древо жизни (от пращура Федора до наших дней – 1779 - 2005) / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Синерь, Аликово, Чебоксары, СПб., 2005. – С.110-111: портр.
Иванов, В. А. Золотов Вениамин Тимофеевич: ст. / В. А. Иванов, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 222-223: портр.
Золотов Вениамин Тимофеевич // Золотов, В. А. Золотой человек и продолжатели его дела / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, Л. А. Ефимов. – Чебоксары: Новое Время, 2010. – С. 108: портр.
|
|
Золотов Виталий Арсентьевич
02.04.1934
|
Виталий Арсентьевич Золотов 1934 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче Синер ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкул хыҫҫӑн Санкт-Петербургри Тинӗс-Ҫар радиотехника аслӑҫар училищине вӗренме кӗнӗ, каярах вара пӗтӗм пурнӑҫне шывпа тата тинӗспе ҫыхӑнтарнӑ. Малтан Ҫурҫӗр флотĕнче тинӗс айӗпе ҫӳрекен кимӗҫинче ҫар службинче тӑнӑ. Кунта ҫар чаҫӗн командирĕнчен пуҫласа радиотехника пайӗн ертӳҫине ҫитиччен ӳснӗ. Тинӗс-Ҫар флотӗнче пурӗ хӗрӗх ҫул сыхлавра тӑнӑ Золотов ҫар офицерӗ: флагман специалисчӗ, адьюнкт, А. С. Попов ячӗпе хисепленекен Аслӑ Тинӗс-Ҫар радиоэлектроника училищинче кафедра вӗрентӳҫи-доцент тата ытти те. 1989 ҫулта I рангри капитан запаса тухнӑ.
Наукăпа тата литературӑпа кӑсӑкланать. Кашнинче, Шупашкара килмессерен ҫӗнӗ алҫыру илсе килет вӑл. «Шанчӑклӑх» (2001), «Древо жизни» (2005), «Никита Бичурин», «О школе и учителях», «Славный сын Отечества» (К 275-летию со дня рождения архитектора Петра Егорова) (2006), «Золотой человек и продолжатели его дела» (2010; соавтор) тата ыт.
Журналистикӑпа литературӑри пысӑк ӗҫсемшӗн В. А. Золотова Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗӗҫченӗ хисеплӗ ят панӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Санкт-Петербургри Петровски наукӑпа искусствӑсен академийӗн чӑн членне суйланӑ.
В. А. Золотов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Статьясем
Золотов, В. Пурнӑҫ йывӑҫҫи / В. Золотов; вырӑсларан Ю. Силэм куҫарнӑ // Ялав. – 2003. - № 2. – С. 82-85.
Силэс, Ю. Золотов Виталий Арсентьевич / Ю. Силэм // Ялав. -2004. - № 4. – С. 89.
Виталий Арсентьевич Золотов // Древо жизни (от пращура Федора до наших дней – 1779 - 2005) / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Синерь, Аликово, Чебоксары, СПб., 2005. – С.95-97: портр.
Золотов Виталий Арсентьевич // Календарь 2009. Праздники церковные, государственные. Юбилеи и дни рождения / сост. А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2009. – С. 44-45.
Терентьев, Г. К. Золотов Виталий Арсентьевич: ст. / Г. К. Терентьев, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 223: портр.
|
|
Золотов (Ют) Николай Яковлевич
30.07.1898 – 27.03.1967
|
Николай Яковлевич Золотов 1898 ҫулхи июлӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнче, Синер ялӗнче, вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1907 – 1913 ҫулсенче Элӗкри икӗ класлӑ училищӗре вӗреннӗ, 1913 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне кайса кӗнӗ.
Июнь уйӑхӗнче ӑна Чӗмпӗре «Чухӑнсен сасси» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. 1920-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче вӑл «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1921-1923 ҫулсенче Хӗвелтухӑҫӗнчи ӗҫҫыннисен комвузӗнче вӗреннӗ. Унтан «Канаш» хаҫат редакторӗ, чӑваш совет писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзӗн правлени председателӗ пулнӑ. Вӑл «Сунталпа» «Капкӑн» журналсен пирвайхи редакторӗсенчен пӗри пулнӑ.
Н. Я. Золотов 1927 ҫулта «Чӑваш халӑх поэзийӗн очеркӗсене» пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш фольклорне пухса хатӗрлес тӗлӗшпе те нумай ӗҫленӗ. Чӑваш халӑхне Совет влаҫне ҫирӗплетме чӗнекен публицистикӑллӑ статьясем ҫырнипе пӗрлех чӑваш литератури умӗнче тӑракан паллӑ задачӑсем ҫинчен тата уйрӑм писательсен произведенийӗсем ҫинчен критикӑллӑ статьясем те ҫырнӑ (чылай статьясем айне вӑл «Ют» тесе алӑ пуснӑ). Вӗсенчен ҫаксем уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ: «Чӑваш чӗлхин ҫулне уҫса паракан майсем» (1920), «Чӑваш чӗлхи паттӑрӗсем» (1921), «Юман тӗлӗкӗсем» (М. Юман тунӑ йӑнӑшсем ҫинчен), «Чӑваш сӑмахӗ» (Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗҫинчен) (1924), «Элкер сӑвӑҫпа унӑн критикӗсем ҫинчен пӗр-ик сӑмах», «И. Я. Яковлевпа чӑваш шкулӗн юбилейӗсем пирки», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» (1928) тата ыт.
Н. Золотов ҫырнӑ паллӑӗҫсенчен пӗри вӑл – «Краткий очерк народной поэзии чуваш» ятлӑ вырӑсла кӗнеке (1929). Автор унта чӑваш халӑхӗн халӑх хушшинче мӗн авалтан сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен сӑвви-юррисене тӗплӗн тишкернӗ.
1937 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Н. Золотова сӑлтавсӑр айӑпланӑ. 1943 ҫулта тин вӑл хӑй айӑплӑ маррине кӑтартма пултарнӑ. 1944 ҫулхи ҫулла хӑй ирӗкӗпе Совет Ҫарне кайнӑ, 1945 ҫулхи август уйӑхӗчченех Тӑван ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗленӗ. Салтакран вӑл Ҫӗмӗрле хулине таврӑннӑ, хӑйӗн юлашки кунӗчченех унта сывлӑх учрежденийӗнче ӗҫленӗ, партипе совет организацийӗсен ӗҫне малтанхи пекех хастар хутшӑннӑ.
Н. Золотов 1967 ҫулхи мартӑн 27-мӗшӗнче вилнӗ.
Н. Я. Золотов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Кӗнекесем
Принципам не изменили. Золотовы – ученики И. Я. Яковлева: к 150-летию со дня рождения И. Я. Яковлева / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Аликово; Чебоксары: Чувашия, 1998. – 173 с.
Золотов, А. А. Николай Яковлевич Золотов: к 110-летию со дня рождения Н. Я. Золотова, к 85-летию со дня организации Союза журналистов и писателей «Канаш» / А. А. Золотов, В. А. Золотов, В. Т. Золотов. – Чебоксары: Новое Время, 2008. – 172 с.: ил.
Статьясем
Золотов, В. Ҫӗршыв шӑпи – унӑн шӑпи / В. Золотов // Пурнӑҫҫулӗпе. – 1998. – 6 ҫурла.
Изоркин, А. Ҫунатсене хуҫсан талант та сӳнет / А. Изоркин // Хыпар. – 1998. – 30 утӑ.
Золотов Николай Яковлевич: ст. // Афанасьев, П. В.Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.149-150: портр.
Хаҫат редакторӗсем // Хыпар. – 2006. – 10 пуш.
Капитонова, И. Публицист, ӑста куҫаруҫӑ / И. Капитонова // Пурнӑҫҫулӗпе. – 2008. – 30 июль. – С. 3.
Золотов, В. Т. Золотов Николай Яковлевич: ст. / В. Т. Золотов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 224: портр.
|
|
Осипова Елизавета Борисовна
07.07.1945
|
Е. Б. Осипова 1945 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнче Витеҫӳч ялӗнче ҫуралнӑ. И. Я. Яковлев ячӗпе хисепленекен Элӗкри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗр хушӑ Шупашкарти пир-авӑр комбинатĕнче вӑй хунӑ, электроаппаратура заводӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш пашталӑх университетĕнче вӗренсе диплом илнӗ. 1980 ҫултанпа «Тӑван Атӑл» журнал редакцийĕнче ӗҫлет. Литературӑн пӗрремӗш утӑмӗсене 1965-мӗш ҫулта тытӑннӑ. Осиповӑн пӗрремӗш кӗнеки 1982 ҫулта «Ҫул пуҫламӑшӗ» ятпа пичетленсе тухать. Пӗтӗмпе виҫӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Тепӗр кӗнеке коллективпа пӗрле тухнӑ.
Е. Осиповăна СССР писательсен Союзӗн членне илнӗ. Елизавета Борисовнӑн ҫак кӗнекесем тухнӑ: «Ҫул пуҫламӑшӗ» (1982), «Ӑшӑҫумӑр» (1986), «Сӗрӗмлӗ пуҫ» (1988) тата ыт.
Е. Б. Осипова пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗҫинчен:
Елизавета Борисовна Осипова: ст. // Ефимов, Л. А.Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 286.
Ефимов, Л. А. Осипова Елизавета Борисовна: ст. / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия/ сост. Л. А. Ефимов [и др.]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – С. 397: портр.