Çĕр сĕткенĕ Аркадий Эсхель çуралнáранпа 100 çул çитнĕ тĕле
Аркадий Эсхель пултарулáхĕ çинчен
Аркадий Александрович Эсхель 1914 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Чáваш АССРĕнчи Янсакассинче, вáтам хресчен кил-йышĕнче çуралнá. Малтан Хĕрĕ Тури пуçламáш шкултан, Çĕрпÿри сакáр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1927 çулта вĕсен кил-йышĕ Тутар Республикинчи Алексеевски районне куçса кайнá. 1928 çулта сáвáç Сиктĕрмери сакáр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, Чистайри ялхуҫвалăх техникумне кайса кĕнĕ. Агроном специальноҫне илнĕ хыҫҫăн вăл вулăсри комсомол комитечĕн секретарĕ, колхоз председателĕ, ВЛКСМ Алексеевски райкомĕн агитаципе пропаганда пайĕн заведующийĕ, “Красный восток» совхозри комсомол комитечĕн секретарĕ пулса ĕҫленĕ. Çав вăхăтрах вăл Хусанти педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче заочно вĕреннĕ.
1932 ҫулхи кĕркунне вăл Шупашкара куҫса килнĕ, чăваш писателĕсен организацийĕн правленинче ĕҫленĕ. 1933 ҫулхи ҫуркунне вăл хăйĕн тăван колхозне кайнă, унта колхоз председателĕн заместителĕ пулнă.
1934 - 1940 сулсенче А. Эсхель «Коммунизм ялавĕ» хаҫат редакцийĕнче малтан литература сотрудникĕ, каярахпа культура пайĕн заведующийĕ пулса ĕҫленĕ. 1940 ҫулта ăна Чăваш писатĕлĕсен Союзĕн правлени председательне суйласа лартнă. Аслă Отечественнăй вăрҫă ҫулĕсенче А. Эсхель «Чăваш коммуни» хаҫат редакторĕн заместителĕ пулнă, ҫав вăхăтрах «Илемлĕ литература» альманах редакциленĕ.
1950-1952 ҫулсенче вăл – Чăваш АССР Министерсен Совечĕ ҫумĕнчи искусство управленийĕ начальникĕ, ун хыҫҫăн – «Ялав» журнал редакторĕ, «Капкăн» журнал ҫĕнĕрен тухма тытăннăранпа унăн релколлеги члеĕнче тăрать.
1947 ҫулхи февраль уйăхĕнче А. Эсхеле Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер суйлав округĕнчи ĕҫҫыннисем Чăваш АССР Верховнăй Советне депутата суйланă, 1948-1952 ҫулсенче вăл КПСС Чăваш обкомĕн членĕ пулнă.
Литература ĕҫĕнче пысăк ӳсĕмсем тунăшăн А. Эсхеле «Хисеп пали» орденпа, Ĕҫлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
А.Эсхель 1942 ҫултанпа - КПСС членĕ, 1937 ҫултанпа - СССР писателĕсен Союзĕн членĕ.
А.Эсхель пултарулăхĕ нумай енлĕ. Литература ĕҫне вăл 30-мĕш ҫулсенче тытăннă, малтан сăвăсем ҫырнă, вĕсенче колхоз ĕҫченĕсен пурнăҫне, совет ҫыннисен иртнĕ вăрҫă хирĕнчи паттăрлăхне, мухтаса юрланă( «Трахсестра», «Хирти кану», «Председатель СЕрле», «Халăх хаярлăхĕ», «Тупа», «Атăл тапранчĕ», «Хурăн шывĕ», «Фронтри туссем», «Атăл ывăлĕсем», «Кĕтетĕп эп сана»). Çав тапхăрти произведенисенче А.Эсхель пултарулăхĕнче «Ӑмăрткайăк» поэма (1944) уйрăмах палăрса тăрать. Ку поэмăра автор Совет СоюзĕнГеройĕ Ф. Орлов летчик кун-ҫулĕ ҫинчен каласа кăтартнă май чăваш халăхĕн Аслă Отечественнăй вăрҫă вăхăтĕнчи мухтавлă ĕҫне ҫанласа кăтартать.
Вăрҫă хыҫҫăнхи ҫулсенче А.Эсхель проза жанрĕпе ытларах ҫырать. «Пурнăҫ илемĕ», ăлăмри юрă», « Тăван кил», «Ашшĕпе ывăлĕ», «Хастар Иван», «Кӳршĕсем» калав кĕнекисенче тата «Хĕвеллĕ ҫумăр» повеҫре писательхамăр вăхăтри ҫынсен пурнăҫне ăнласа кăтартать. Унăн юратнă геройĕсем – колхоз председателĕсем, агрономсем, бригадирсем, механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп пăхнă ҫĕрте ĕҫлекенсем, строительсем, инженерсем, техниксем, рабочисем. «Хĕвеллĕ ҫумăр» повеҫри Шангин агрономпа унăн юратнă хĕрĕ Нина ҫамрăксене кăмăл-туйăм енчен таса та ҫирĕп пулма, ҫеннишĕн хăюллăн кĕрешме чĕнеҫҫĕ.
А.Эсхель – чăваш литературинче очеркпа публицистика жанрĕсене аталантарас тĕлĕшпе ăнăҫлă ĕҫлекен писатель. Вăл ҫыракан очерксемпе статьясем ҫынсен ĕҫне-хĕлшне ăнласа кăтартнипе, вĕсем автор тăван чĕлхен иксĕлми пуянлăхĕпе яланах туллин усă курма пĕлнипе палăрса тăраҫҫĕ. «Бригадирсем», «Пулас инженер», «Хирург», «Музыка тĕнчи», №Комбайнер», «Тăван кил» (1935), «Орденлă хĕрача», «Халăх хисепĕ», «Ишек» (1936), «Чашлама колхозĕнче», «Мухтав», «Халăх ĕҫĕнче ӳсне ҫын» (1937), «Этем тивлечĕ», «Тарăн рейд» (1938), «Герой калавĕ», «Халă юратакан врач» (1939), «Икĕ герой» (1940), «Тăван ҫĕршĕн» (1943), «Сарсков колхозник самалечĕ» (1944) , «Генерал Петров», (1947), «Çĕелнĕ ялăн ҫамрăк гвардиĕ» (1948), «Халăх юрлать», «Тарăн суха» (1953), «Райком секретарĕ» (1954), «Режиссер ĕҫĕ» (1958), «Çĕр сеткенĕ», «Кун ҫути – чун ҫутиулăшать»(1964), «Калисса» (1965) очерксем республикăра паллă ҫынсен пурнăҫĕпе, ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштараҫҫĕ. Вĕсем хушшинче эпир Хасан геройĕсене те, Аслă Отечественнăй вăрҫăра тăшмана хирĕҫ ҫапăҫса чапа тухнă салтаксемпе генералсене те, уй-хир ĕҫченĕсене те, совет интеллигенцийĕн таса чĕреллĕ представителĕсене те куратпăр.
Сатирăпа юмор жанрĕнче те писатель нумай ĕҫлет. Унăн кулăшла калавĕсемпе фельетăнĕсем, сатирăлла сăввисемпе эпиграммисем «Капкăн» журналта тăтăшах пичетленеҫҫĕ. «Катмак Иванĕ», «Вĕҫен кайăк», «Пурнăҫ ҫынни», «Çăра», «Шăплăх пирки», «Хатĕрлевҫе», «Çакланчĕ», «Хисеп» (1963), «Ӑшăпа сивĕ», «Икĕ кимĕ», «Кукар шăрши», «Куккук айăплă маар», «Пурăнма пĕлмелле»(1964), «Виҫĕ витре элек», «Мунча»(1965), «Малтанхи юр», «Хреҫук инке хăярĕ» (1966) тата ытти калавсенче автор коммунизм тунă ҫĕрте ӳрĕк-сӳрĕк ĕҫлекенсене, йăпăлтисене, ĕҫкĕпе иртĕнекенсене пурнăҫ ҫине ҫиетен пăхакансене ҫивĕччĕн питлет.
А. Эсхель «Çĕр кăвак тӳпе» (1945), «Вут чулĕ» (1948), «Виҫĕ туй» (1951), пьесăсем ҫырнă, К. Иванов, Çеҫпĕл Миши, Ф. Павлов, С. Элкер пултарулăхĕ ҫинчен критикăллă статьясем сахал маар ҫырса кăларнă. Вăл вырăсларан чăвашла куҫарнисем хушшинче А.Пушкин, Н. Некрасов, В. Маяковский, Т. Шевченко сăввисем тата А. Фадевăн «Çамрăк гвардии» романĕпе тутар драматургĕ Р. Ишмуратов ҫырнă «Вилĕмсĕр юрă» пьеса паллă вырăн йышăнаҫҫĕ.
А. Эсхель сăввисем тăрăх композиторсем чылай юрă хывнă, халăх хушшине ҫак юрăсем уйрăмах анлăн сарăлнă: «Колхоз хĕрĕн такмакĕсем» (Ф. Лукин музыки), «Аслă вăйă», «Вăйă юрри», «Ӑмăртуллă таша», «Уяв такмакĕсем» (Г.Лебедев музыки), «Вăăра» (А. Тогаев музыки), «Колхозниксен ĕҫ юрри» (Т.Фандеев музыки).
Писателĕн чăвашла ҫакăн пек кĕнекесем тухнă: «Ырă кун» (сăвăсем, 1936), «Çĕнтерӳҫĕсем» (сăвăсем,,1938), «Калавсем» (1938), «Теллей» (сăвăсем,1940), «Икĕ герой» (очерксем, 1940), «Пĕчĕкҫĕ строительсем» (сăвăсем, 1941), «Атăл» (сăвăсем, 1941), «Ылтăн алăсем» (1944), «Вырăс хăярĕ» (1944), «Кăвак дивизии» (1944), «Ӑмăрткайăк»(поэма, 1944,1961), «Тимур тусĕсем» (сăвăсем, 1945), «Республика ҫулĕ»(поэма, 1946), «Социализмлă хулара» (очерк, 1947), «Юратнă ҫĕр» (сăвăсем, 1948), «Чăваш совет литератури» (статьясем, 1948), «Пурнăҫ илемĕ» (калавсем, 1948), «Вут чулĕ» (пьеса, 1952), «Виҫĕ туй» (пьеса, 1955), «Йăлăмри юрă» (калавсем, 1955), «Çулсем» (сăвăсем, 1956), «Туслăх»(очерк, 1958), «Тăван кил» (калавсем, 1959), «Ашшĕпе ывăлĕ»(калавсем, 1959), «Колхоз аграномĕ» ( очерк, 1961), «Авăн уйăхĕ» (сăвăсем,1962), «Хастар Иван» (калавсем, 1963), «Çĕр сĕткенĕ»(очерк, 1963), «Хĕвеллĕ ҫумăр» (повесть, 1965), «Кýршĕсем» (калавсем, 1966), «Аттепе пĕрле» (сăвăсем, 1967). А. Эсхель вырăсла ҫакăн пек кĕнекесем кăларнă: «Путь республики» (поэма, 1946), «Радуга над Волгой» (сăвăсем, 1950), «После пленума» (калав, 1953).
А. Эсхель пултарулăхĕпе ҫак рецензисемпе статьясенче тĕплĕнрех паллашма пулать: В.Юманкка – « А. Эсхель сăввисем»(«Сунтал», 9 №, 1936), Н. Дедушкин – «А. Эсхелĕн «Çĕнтерýҫĕсем» кĕнеки ҫинчен» («Сунтал», 10 №, 1938), М. Нямань - «Аркадий Эсхель сăввисем пирки» («Сунтал», 3 №, 1939), С. Элкер – «Тăван героя аслăлакан поэма» («Ăмăрткайăк» поэма ҫинчен, «Илемлĕ литература», 17 №, 1944), И. Вашки «Çĕрпе кăвак тýпе» («Чăваш коммуни», 1946, мартăн 8-мĕшĕ), М. Романов – «Поэт парни» («Республика ҫулĕ» кĕнеке ҫинчен, «Чăваш коммуни», 1946, апрелĕн 14-мĕшĕ), А. Артемьев – «Калавсем ҫинчен» («Ялав», 1 №, 1952), С. Ялавин – «Виҫĕ туй» комедии» («Тăван Атăл», 3 №, 1953), М. Юрьев – «Лайăх калавсем» («Йăлăмри юрă» кĕнеке ҫинчен, «Тăван Атăл» 2 №, 1956), Л. Агаков «Эпир кулатпăр» («Ялав», 10№, 1961), В. Давыдов-Анатри – «Ăмăрткайăк» («Тăван ăтăл», 5 № 1962), Л. Агаков – «Аркадий Эсхель» («Тăван Атăл», 1 №, 1964), М. Юрьев – «Чĕре ăшши» («Коммунизм ялавĕ»,1964, мартăн 14-мĕшĕ), Г. Хлебников – «1963 улхи чăваш литератури» (ЧНТИ кăларакн ученăй запискăсен XXVII кĕнеки, 1964), Хв. Уяр – «Поэтсен прози» («Виҫĕ кун, виҫĕ каҫ» кĕнекере, 1965), И Кузнецов – «Йăлăхтарнă сюжетсемпе «куҫса ҫӳрекен» геройсем( «Коммунизм ялавĕ», 1965, июлĕн 29-мĕшĕ), Л. Агаков – «Кулăш кушелĕ пушă ан пултăр» («Ялав», 9 № 1965), А. Никандров – «Хĕвеллĕ ҫумăр» («Коммунизм ялавĕ», 1965, октябрĕн 19-мĕшĕ), В. Алендей - «Пурнăпа, халăхпа куллен-кун ҫывăх пулар» ( «Ялав», 3 № , 1966), В. Садай – «Колхозлă ял чăваш писателĕсен юлашки ҫулсенче тухнă прозăллă произведенийĕсенче» («Тăван Атăл»,8 №, 1966), Л. Агаков – «Вăрҫа паттăрĕсене манмастпăр» («Ялав», 8 №, 1967), П. сиркес – «В дверь стучится современность» («Волга», 4 №, 1967).
Писатель пултарулăхне М. Сироткинăн «Очерк истории чувашской советской литературы», Н. Дедушкинăн «Чувашская литература периода Великой Отечественной войны», В. Абашевăн «Чувашская поэма», Г. Хлебниковăн «Чувашский роман», Н. Павловăн «Проблемы конфликта в чувашской драматургии» кĕнекесенче те тĕплĕн тишкернĕ.
Эсхель Аркадий Александрович
(10.02.1914-7.12.1992)
Известный чувашский писатель А.А. Эсхель родился 10 февраля 1914 года в деревне Янзакасы Цивильского района ЧАССР в семье сельского учителя. Учился в Цивильской средней школе №1. В 1928 году окончил Сиктерминскую школу-семилетку Татарской АССР и поступил в Чистопольский сельскохозяйственный техникум, по окончании которого работал председателем колхоза, заведующим отделом пропаганды райкома ВЛКСМ. В то же время заочно окончил два курса педагогического института в Казани. Первые произведения А.А. Эсхеля были опубликованы в начале 30-х годов. В 1935 году выходит его первый сборник стихов «Добрый день». Широкую известность писателю принесла поэма «Орел» (1944 г.) о Чувашском летчике, Герое Советского Союза Ф.Н. Орлове. С 1934 по 1940 годы писатель работал в редакции газеты «Канаш» заведующим отделом культуры. В январе 1940 года был избран председателем правления Союза писателей Чувашской АССР. В годы Великой Отечественной войны был заведующим отделом пропаганды республиканской газеты «Коммунизм ялаве», работал заместителем редактора и одновременно руководил правлением Союза писателей Чувашской АССР и редакцией альманаха «Илемле литература» (ныне журнал «Таван Атал»).
В 1950-1952 годах работал начальником Управления по делам искусств при Совете Министров ЧАССР и редактором журнала «Ялав».
В феврале 1947 года избирался депутатом Верховного Совета ЧАССР. В 1948-1952 годах он – член Чувашского обкома КПСС.
В послевоенные годы А.А. Эсхель преимущественно пишет рассказы и повести, проявляет способности к драматургии (пьесы «Три свадьбы», «Кремль», «Солнечный сад», «Земля» и небо голубое» и др.) Писатель активно работал в жанре сатиры и юмора, много занимался переводческой деятельностью. Им переведены на чувашский язык стихотворения А.Пушкина, Н. Некрасова, Т. Шевченко, И.Франко, роман А.Фадеева «Молодая гвардия». Он – автор около 50 книг, изданных на чувашском и русском языках. Чувашскими композиторами сложено много песен на его стихи.
Литературная и общественная деятельность писателя отмечена двумя орденами «Знак Почета», орденом Трудового Красного Знамени, Почетной грамотой Президиума Верховного Совета ЧАССР, Почетной грамотой обкома КПСС и Совета Министров ЧАССР.
Библиография (труды):
1. Ӗҫхӗл А. Кӑвак дивизи [Текст] / А. Ӗҫхӗл. - Шупашкар, 1944. - 11 с. См. обл.
2. Эсхель, Аркадий Александрович. Авӑн уйӑхӗ [Текст] : сӑвӑсем, юрӑсем, эпиграммӑсем, пародисем / Аркадий Эсхель. - Шупашкар, 1962. - 32 с. См. обл.
3. Эсхель, Аркадий Александрович. Акӑшсем таврӑнаҫҫӗ [Текст] : калавсемпе повеҫсем / А. А. Эсхель. - Шупашкар, 1983. - 528 с. См. обл.
4. Эсхель, Аркадий Александрович. Атӑл [Текст] : сӑвӑсем / А. А. Эсхель. - Шупашкар, 1940. - 74 с. См. обл.
Библиография:
1. Аркадий Эсхель : библиогр. указ. / Чуваш. респ. б-ка им. М. Горького ; Чуваш. гос. ун-т им. И. Н. Ульянова. – Шупашкар, 1992. – 89 с.
2. Григорьев, Н. «Этем ĕçпе илемлĕ халăхра...» // Григорьев, Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Н. Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 102-116.
3. Eфимов, Г. Ырăпа асăнар / Г. Eфимов // Хыпар. – 1999. – 17 пуш.
4. Маяксем, Л. Вăл чапшăн пурăнман / Л. Маяксем // Тантăш. – 2005. – 24 чӳк.
5. Сементер, Ю. Вĕрентекенĕмĕр / Ю. Сементер // Тăван Атăл. – 1993. – № 6. – С.55-58.
6. Сергеева, Г. «Капкăн» кăтартмăшĕ. «Капкăн» классики / Г. Сергеева // Капкăн. – 2005. – № 11. – С. 8-9.
7. Абрамов, В. А. Эсхель (Александров) Аркадий Александрович / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 679.
8. Артемьев, Ю. М. Эсхель (Александров) Аркадий Александрович / Ю. М. Артемьев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 505.
9. Афанасьев, П. Эсхель (Александров) Аркадий Александрович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 525-526.
10. Эсхель Аркадий Александрович // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 342-343.
11. Ялгир, П. Эсхель (Александров) Аркадий Александрович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 147-148.